Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чÿречерен те, балконран та кĕрет

15:11 30 декабря 2022 г.

 

Ачасене кăна мар, аслисене те тĕлĕнтермĕш пуррине ĕнентерет

Асамлăх пуррине ĕнентерме вăл çынсен килне чÿречерен кĕрет. Унăн туйи тĕттĕмре çутатать тата тĕтĕм кăларать. Чи асамлă та чаплă Хĕл Мучи сăнарне калăплаканĕ — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов. Хĕл Мучи пулмах çуралнăскер çак кунсенче «Хыпар» тĕпелĕнче пулчĕ. Пирĕн калаçу та хĕллехи çак сăнар тавра пычĕ.

Мускава та чĕннĕ

«Культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕреннĕ чухне, 2007 çулта, пĕрремĕш хут Хĕл Мучи пулнăччĕ. Ачапчана Çĕнĕ çулпа саламласси çавăнтан пуçланчĕ. Ун чухне мана Мода çуртне чĕннĕччĕ, суту-илÿпе тăрмашакансен Хĕл Мучи тумне тăхăнса хăйсен таварне рекламăлама ыйтнăччĕ. Костюмне те панăччĕ, ăна тăхăнса урамра тăраттăм… Театрта 2011 çулта ĕçлеме пуçларăм. Унта 2012 çултанпа Хĕл Мучи пулатăп. Сассăм хулăн. Çÿллĕшĕм /1 метр та 92 сантиметр/ те, ăсталăхăм та пур. Хĕл Мучи тумне ятарласа çĕлеттертĕм. Театрта та хамăн костюмах тăхăнса вылятăп. Республикăри Хĕл Мучи резиденцийĕнче виçĕ çул ларма тÿр килчĕ. Çĕр-çĕр ача пыратчĕ. «Хăçан пĕтет-ши ку?» — теттĕм юлашкинчен. Мĕншĕн тесен кашни ача хăйне май. Вĕсемпе калаçмалла, шухăшĕсене пĕлмелле. Çĕнĕ çула виçĕ хутчен урамра кĕтсе илме тиврĕ. Республикăн тĕп лапамĕнче, урамра, халăхпа пĕрле. Президент калаçнă хыççăн яланах Хĕл Мучи тухнă. Урамра кĕтсе илекенсемпе пĕрле пулнă», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Сергей Вадимович.

Вăл кăçал Хĕл Мучи ĕçне пăртак чакарнă. Пĕрремĕшĕнчен, ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕн, артистăн çулталăк вĕçĕнче ытти ĕç те нумай. Иккĕмĕшĕнчен, çын аслăланнă май ăслăланать. Артистăн шухăшĕпе, пур çĕре те сăмса чикмелле мар. «Мускава Хĕл Мучи пулма темиçе хутчен те чĕнчĕç. Кун пек сĕнÿ виçĕ çул каялла та пулнăччĕ. Ун чухне икĕ эрнере 200 пин тенкĕ тÿлеме шантарчĕç. Пысăк укçаччĕ паллах. «Машинăпа лартса каятпăр, санăн калаçмалла, саламламалла çеç», — тенĕччĕ. Вĕсем мана Мускаври корпоративсене илсе çÿретчĕç ĕнтĕ. Килĕшмерĕм. Çав 200 пин тенке кунтах ĕçлесе илме тĕллев лартрăм. Анчах ун чухлех пухăнаймарĕ: 178 пин тенкĕ турăм. Хĕл Мучи пулса çÿрекенсем пирĕн вăтамран 50 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ», — вăрттăнлăхсене уçрĕ сцена ăсти. <...>

Роза ВЛАСОВА

Союз театральных деятелей Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика