Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Тăшман ури кунта ан пустăр" фильма пахаларĕç

21:24 16 сентября 2021 г.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти "Çеçпĕл" кинозалта Алексей Енейкинăн "Тăшман ури кунта ан пустăр" документлă – илемлĕ фильмне пахаларĕç. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Фильм окоп чавакансен йывăр кун-çулне кăтартать. Кинокартинăра Шупашкарти тĕрлĕ театрти артистсем вылянă, вĕсемпе пĕрле республикăри темиçе район çынни хутшăннă. Чи ĕненмелле «вылякан» артистсем вара, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев калашле –çав асаплă вăхăта чăтса ирттернĕ тыл ветеранĕсем. Çĕр çултан та иртнĕ е çĕре çитекен ватăсен аса илĕвĕсем чуна çÿçентереççĕ, куçÿль кăлараççĕ. Çĕнĕ кинофильма хаклама Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнчи кинозала халăх туллиех пуçтарăнчĕ. Кунта нумайрах фильмра ÿкерĕннĕ театр артисчĕсене, ÿкерекенсене, культурăпа ÿнерте тăрăшакансене курма пулчĕ. Кино хаклавĕ Валентина Двойнова опера юрăçи Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă Юрий Сементер сăввипе çырнă юрăпа пуçланчĕ, кинона та кĕвĕ енчен çак юрăпах илемлетнĕ. Алексей Енейкин сценарийĕпе, вăл режиссер пулса тата хушăран камера умне те тăрса ÿкернĕ çĕнĕ ĕçе пурте куç илмесĕр, тимлĕн пăхрĕç. Хушăран хăшĕ-пĕрин куçĕсем те шывланчĕç. Чăн та, тĕлĕнмелле масштаблă, пысăк та паха фильм. Чи кирли –Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене истори валли, малашнехи ăру валли хăварни. Документлă-илемлĕ фильма ÿкерме чăннипех те питĕ нумай çын хутшăннă, ăна кун çути кăтартма икĕ çула яхăн тăрмашнă. Фильма пахалакан  мероприятире çак пысăк ĕçе хăрамасăр пурнăçланă çынсене: режиссера, операторсене, монтаж тăвакансене, сасă режиссерне тата артистсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Чăваш наци конгресĕн Ĕçтăвкомĕн председателĕ Анатолий Ухтияров, Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Сергей Павлов, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев тата ыттисем тухса калаçса "Тăшман ури кунта ан пустăр" фильма пысăк хак пачĕç.

Союз театральных деятелей Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика