Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аçтахаран ыррипе лайăххине çеç кĕтетпĕр

11 января 2012 г.

Тин çеç пуçланнă пекчĕ Кролик çулĕ. Ăна акă Аçтаха хăваласа ячĕ. Çапла ĕнтĕ вăл пурнăç: шав малалла. Иртни вара историре тата пирĕн асăмăрта кăна юлать. Культура пурнăçĕнче мĕнле улшăнусем, хавхаланмалли мĕнле самантсем пулчĕç-ха?

«Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 2011 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче 105 çул, хăйĕн ятне каялла тавăрнăранпа 20 çул çитрĕ.

«Хыпар» хаçатпа унăн «ачисем» ĕçĕнче тата халăхăн паянхи пурнăçĕнче общество корреспонденчĕсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ? Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче шăпах вĕсен II пухăвне ирттерчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕ.

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, ял тымарĕ çирĕп пулни темрен паха. Ял пулсан - чăваш пурăнать. Ял культурине вăйлатсан чăваш малашлăхĕ тата шанчăклăрах пулĕ. Тĕслĕх библиотека, культура çурчĕ пушă вырăнта çуралмаççĕ. Вĕсем патне пырса çÿреме асфальт çул, хутса ăшăтма çут çанталăк газĕ, ытти кирлĕ. Иртнĕ çулсенче çак ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă: 500 ытла тĕслĕх вулавăш йĕркеленĕ. Халĕ ял клубĕсене çĕнетесси енĕпе вăй хураççĕ. 50 яхăн пур ĕнтĕ унашкалли. Вулавăшсемпе танлаштарсан укçа-тенкĕ ытларах «çăтать» çак ĕç - пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Çапах та йывăрлăха парăнмасăр малалла ăнтăлма, çын шухăшлавне аталантармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ÿстерсе пымасăр çитĕнÿ тума çуккине лайăх ăнланаççĕ республика ертÿçисем, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Çакă республика Халăх пултарулăх çурчĕ /сăмах май, ăна йĕркеленĕренпе пĕлтĕр шăпах 75 çул çитрĕ/ ялти культура ĕçченĕсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетнинче те палăрать. Профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пулăшма ЧР Президенчĕн /2007 çултанпа/ грантне туса хунă. Иртнĕ çул К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çутăпа сасă оборудованине çĕнетрĕç, Наци библиотеки çумне хушса тунă çурта уçрĕç. Çакăнта Чăваш наци телекуравĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Республика кунĕнче иртекен «Раççей çăл куçĕсем», музыка искусствине юратакансемшĕн М.Д.Михайлов ячĕллĕ, кино тусĕсемшĕн Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери фестивальсем чăн-чăн уяв пулса тăчĕç. Çавна май вĕсене - çулталăкри чи çутă самантсене - кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Анчах та вĕсенче чăвашлăх сĕмĕ палăрсах каймасть. Çакна тĕпе хурса Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе /ăна Шупашкар хула администрацийĕ пулăшать/ тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче виççĕмĕш хут Акатуй иртрĕ. Раççейри йăхташăмăрсене пуçтарса пĕтĕçтерекенни Чĕмпĕрте пулчĕ. Унта пирĕн республика Президенчĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Шăпах çав шайри, сумри, вăйри Акатуй кирлĕ те пире хамăрăн тăван çĕрĕмĕр-шывăмăрта.

Иртнĕ çул юбилейсемпе пуян пулчĕ. Чăваш искусство ĕçченĕсенчен чи малтан СССР халăх артисчĕн ятне тивĕçнĕ /1969 ç./ Борис Алексеев çуралнăранпа ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Вăл хĕрĕх çул ытла вăй хунă тăван коллективра, çав тапхăрта виç çĕре яхăн сăнар калăпланă, пин-пин куракана хăйĕн ăсталăхĕпе тыткăнланă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ. Çак сăмахсенех ытти юбиляр та - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев, ыттисем те - тивĕçрĕç.

Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа та 100 çул çитнине палăртрăмăр. Поэзие 14 çулта пырса кĕнĕскер тăван ялĕ - Пушкăртстанри Слакпуç - çывăхĕнчи Кĕсле ту çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупичченех вăй хунă пултарулăх ĕçĕнче. Утмăл кĕнеке кăларнă, анчах вăл «акса ÿстернине» тĕпчевçĕсем пухса пĕтереймен-ха, чылай хайлавĕ вулавçăсем патне çитеймен.

Поэт ячĕпе чыслав каçĕсем Шупашкарта çеç мар, республикипех, çавăн пекех Пушкăртстанпа Мускавра та иртрĕç.

Чăваш чунне çывăх юрăсен - «Укăлча умĕнче», «Ах, пĕлесчĕ», «Калаймарăм», «Пĕр саншăн çеç»... - авторĕ, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Григорий Хирбю та пурăннă пулсан 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ.

Иртнĕ çул çавăн пекех Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виталий Петров /Праски Витти/ çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр.

Раштав уйăхĕнче Чăваш Ен делегацийĕ Ĕпхÿре «Чăвашсене çутта кăлараканĕн, халăха вĕрентес ĕçри хастарăн Павел Мироновăн ăслăлăх тата педагогика еткерĕ» аслăлăх практика конференцине хутшăннă. Ăна Павел Миронович çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă.

Иртсе кайнă çул пире çамрăксем те савăнтарчĕç. Чайковский ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XIV конкурсăн Гран-прине, ылтăн медальне тата кураканăн парнине пирĕн ентеш Даниил Трифонов тивĕçрĕ. Унăн асламăшĕпе аслашшĕ - Манефа Ефимовнăпа Петр Данилович - Шупашкарта пурăнаççĕ.

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул халăх хушшинче ытларах пулма тăрăшрĕ, çав шутра ăсчахсемпе писательсен хушшинче те. Çавăн пек тĕл пулусенчен пĕри Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче иртрĕ. Калаçу вăхăтĕнче юлашки 15 çула тăсăлнă ыйтăва та - тăван культурăпа йăла-йĕрке музей-комплексне тăвассине - тапратрĕç. Тĕл пулăва Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăннăран Михаил Васильевич унран: «Этнопарк хăçан пулать?» - тесе татăклăн ыйтрĕ. Леонид Ильич та çухалса каймарĕ, çак ĕçе 2012 çулта пуçăнасса çирĕп шантарчĕ. Тем пекехчĕ те...

Паллă ытти самантпа та палăрса юлчĕ республикăри культура пурнăçĕ. Аçтаха çулĕнчен те ыррипе лайăххине çеç кĕтетпĕр. Çапла пулма республика ертÿçисем пулăшасса та шанса тăратпăр.

Минкультуры Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика