Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун виççĕмĕшĕ кама куç хывĕ?

01 февраля 2012 г.

Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» XIII конкурсĕ хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе яланхи пекех пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - паллаштарĕ.

Халĕ вара коллективсем хăйсен пултарулăх канашĕсенче конкурса хутшăнма тивĕçлĕ спектакльсене палăртас ĕçе вĕçлерĕç, жюри членĕсем вĕсемпе паллашма пуçларĕç. Чи лайăххи пулас тĕлĕшпе кĕрешĕве хăш ĕçсем хутшăнĕç-ха?

Халăх юратакан Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ çул сцена çине пилĕк çĕнĕ спектакль тухнă. Шăпах вĕсенчен чылайăшĕ номинантсен йышĕнче. Сăмахран, Г.Рябкинăн «Ку хĕр ачара темĕн пурах» /режиссерĕ А.Павлов/ ĕçне «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинацире хаклĕç. Çамрăк актриса Оксана Драгунова Л.Сачковăн «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектаклĕнчи Анюта сăнарĕпе «Хĕрарăм ролĕнчи чи лайăх сăнар» ятшăн тупăшĕ. /Асăннă пьеса «Çулталăкри чи лайăх драматурги» номинацире те пур/. Арçын актерсенчен ку енĕпе тупăшăва Валерий Карпов хутшăнĕ /А.Пушкинăн «Дон Жуан» /«Каменный гость»/ хайлавĕнчи Дон Гуан/.

«Чи лайăх сценографи» енĕпе Юрий Матросов илемлетнĕ «Волшебный меч Булата» юмаха тăратнă. Чăваш театрĕн ĕçченĕсем унти юрă-кĕвĕ чи илемли /Андрей Галкин композитор/ пуласси пирки те ĕмĕтленеççĕ.

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ конкурса виçĕ ĕç тăратнă. А.Пăрттан «Кирек ăçта та пĕр хĕвел» спектакльне виçĕ номинаципе - «Çулталăкри чи лайăх спектакль», «Çулталăкри чи лайăх драматурги», «Чи лайăх сценографи». Ф.Буляковăн «Кая юлнă юрату» ĕç вара конкурса «Хĕрарăм ролĕнчи чи лайăх сăнар» /Венера Пайгильдина/, «Арçын ролĕнчи чи лайăх сăнар» /Василий Павлов/ «Эпизодри чи лайăх роль» /Людмила Павлова/ номинацисенче хутшăнĕ.

Ытти театрсем те иртнĕ çул кун çути курнă чи ăнăçлă спектакльсене сĕннĕ. Вĕсен шутĕнче - «Преступление и наказание», «Стеклянный зверинец» /Вырăс драма театрĕ/; «Сказки Гофмана», «Нунча» /Оперăпа балет театрĕ/; «Машенька и медведь», «Новогодние снежинки» /Пукане театрĕ/, ыттисем те.

Минкультуры Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика