Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунсене çыхăнтаракан кĕпер

14 января 2015 г.

Чунсене çыхăнтаракан кĕпер

Санкт-Петербурга, хамăрла каласан - Питĕрте пĕрре пулса курнă çын тепре çитсе килме ĕмĕтленетех. Ик куç тулли илем çеç мар, унăн сывлăшĕ хăй туртать унта. Ку енĕпе хама кăштах телейлĕ теме пултаратăп, кун-çулăмăн чи илемлĕ саманчĕн пĕр тапхăрне - çамрăклăха - çак хулара ирттернĕ. Çавăнпа Питĕрпе çыхăннă кирек мĕнле пулăм маншăн - пысăк савăнăç.

Акă, иртнĕ çул вĕçĕнче Наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче "Санкт-Петербург - ик куç тулли илем" курав уçăлчĕ. Ăна Светлана Кокель ертсе пыракан чăваш хĕрарăм-ÿнерçисен 2014 çулхи август уйăхĕнчи черетлĕ пленэрĕ хыççăн йĕркеленĕ. Сăмах май, Светлана Васильевнăн пуçарулăхĕпе ушкăнри сăрă ăстисем - Нина Алимасова, Венера Сандомирова, Любовь Романова, Лариса Кострова, Наталия Антонова, Валентина Милославская тата ыттисем те - çутçанталăк илемĕпе киленес, ăна яланлăхах пир çинче хăварас тĕллевпе пиллĕкмĕш хут çула тухрĕç. Маларах Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенче пулнăччĕ. Иртнинче ентешĕ, Ленинград облаçĕнчи Гатчина ÿнерçисен юлташлăхĕн членĕ Татьяна Ткаченко чĕннипе Çурçĕр Пальмирăна çитсе килчĕç.

Куравпа паллашнă май, акă, мĕн асăрхарăм: хĕрарăм-ÿнерçĕсене Питĕр кĕперĕсене ÿкерме уйрăмах килĕшнĕ-мĕн. Картинăсенче сăнарланнă кĕпер çырансене çеç мар, çынсене, чунсене, хутшăнусене çыхăнтарать, юрату чĕртсе ярать. Сăмахран, "Чуптăвакан кĕпер" хăйех мĕне тăрать!

Шупашкарти хĕллехи сивĕ кун Нева çинчи хулан илемĕпе киленме май пуррине асамлă Хĕл мучин Çĕнĕ çул парнийĕ теме те пулать. Ырă Хĕл мучи вырăнĕнче хальхинче - эпир пурте лайăх пĕлекен маттур пикесем - пултаруллă ăстасем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика