Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнĕ - вĕри, чунĕ - çемçе

03 апреля 2015 г.

Юнĕ - вĕри, чунĕ - çемçе

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă «Константин Иванов» пьесине сцена çине кăларчĕ. Малтанах вăл халăх умне çак ятпа тухнă, иккĕмĕш хутĕнче вара - «Тăвăл хыççăн тăвăл».

«Кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май эпир те айккинче юлас темерĕмĕр, - палăртрĕ хăйĕн шухăшне РФ тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев режиссер. - Çитменнине тата пирĕн театр аслă поэтăмăр ячĕпе хисепленсе тăрать. «Нарспи» сцена çинче чылай çул «пурăнчĕ». Халĕ ăна ытти театр лартать.

«Константин Иванов» пьеса паян куракан умне «Вĕри юнлă çемçе чун» ятпа тухать. Ку сăмахсем «Нарспи» поэмăран. Сетнере çакнашкал шăпа тухасса юмăç малтанах каласа хурать. Аслă поэтăмăра ăнланас тесен унăн хайлавĕсене вуламалла та вуламалла. Вăл пирĕн ăсра çеç мар, чунра та пулмалла».

«Вĕри юнлă çемçе чун» пьеса Константин Ивановăн пурнăçĕпе юратăвĕ пирки. Кунтах историре йĕр хăварнă сăнарсем те пур: Иоаким Максимов-Кошкинский, Федор Павлов, Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.

Сăнарсем «Нарспи» поэмăри йĕркесемпе те усă кураççĕ. Праскин ?ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Оксана Драгунова вылять% кун-çулĕ те тĕп сăнарăнни евĕрех. Упăшки Микихвер ?Николай Сергеев% ăна Тăхтаман пекех хĕнет. Константин Иванов ?ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов% хăй те тепĕр чухне Сетнер сăмахĕсемпе калаçать. Аслă вĕрентекенĕмĕр сăнарне те ăста калăплать Сергей Павлов артист. Вăл вăхăтри çивĕч ыйтусем паян та çивĕчех. «Чăваш чĕлхипе сăвăсем çырма çук тени суя, - уççăн пĕлтерет хăй шухăшне Иван Яковлевич. - Кам чăваш чĕлхине чухăн тесе тиркет - çав «Нарспи» вулатăр». Мĕн тери ăслă сăмахсем! Çук, эпир мĕскĕн халăх мар. Тÿпене çĕкленнĕ чăваша çапла калама вăй-хал çитмест. «Пирĕн хăçан та пулсан театр пулĕ-ши?» - теççĕ пьесăра Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Пирĕн халăхăн литература та, театр та, ÿнерпе музыка училищисем те пур.

Вырăс халăхĕпе туслă пурăнмаллине те ытарлăн палăртать Иван Яковлевич. Патша саманинче вак халăхсене хисеплеменни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Хĕвел ăçта - эпир çавăнта. Хĕвел ăшшипе ăшăнакан планетăсем пек», - тет вăл. Паллах, çав çулсенче ăна чăваш ялĕсенче шкулсем уçма çав тери кăткăс пулнă.

Çамрăк Кĕçтенттин пурнăçĕ те çăмăл килмен. Вăл телейлĕ шăпапа савăнайман пулсан та хăй хыççăн анлă йĕр хăварнă. Ăна «чăваш Пушкинĕ» темелле. Полици агенчĕ вара тăрăхласа: «Эсĕ чăваш шăпчăкĕ е шăрчăкĕ?» - тет.

Паллах, кунта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пĕлтерĕшне те манмалла мар. Мĕн чухлĕ пултаруллă çын тухнă çак вĕренÿ çуртĕнчен!

Спектакле юрă-кĕвĕпе илемлетни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене Валерий Яковлев пухса хатĕрленĕ.

Артистсем тăрăшса выляни куракансен чунне хускатрĕ. Вĕсем куççуль юхтарни, тăвăллăн алă çупни пьесăна пысăк хак пани пулчĕ. Иван Яковлевич калашле «аван çеç мар, питĕ аван» темелле. Çакăн пек хакларĕ вĕрентекен Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине пьесăра.

Манăн вара Иван Яковлевăн сăмахĕ çумне çапла хушса хурас килет: чăваш чĕлхинчен ютшăнакан «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакле кайса куртăр».

Валентина ПЕТРОВА.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика