Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актерăн аллăра та ача пулмалла

18 сентября 2020 г.

Актерăн аллăра та ача пулмалла



Геннадий Медведев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 37 çул ĕçлет. Çак тапхăрта 80 ытла роль калăпланă. Тĕрлĕ вăхăтри тĕп сăнарсем: Вăхăт [«Сан ятупа», П.Афанасьев], Василий Шевли [«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков], Барон [«Тĕпĕнче», М.Горький], Гавриил Иволгин /«Идиот», Ф.Достоевский], Музафар [«Çăлтăр сÿннĕ каç», Н.Сидоров], Эдуард [«Праски кинеми мăнукне авлантарать», А.Чебанов], Белокопытов [«Салтак юратăвĕ», Н.Угарин], Илья Иванович [«Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн», А.Островский], Çемен [«Ылханнă йăх», А.Кăлкан], Привалов [«Манăн çăлтăр тÿпере», Н.Терентьев], Анисимов [«Константин Иванов», И.Максимов-Кошкинский], ыттисем. Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнать паян халăх юратакан артист?

— Театрпа паллашнă саманта астăватăр-и?

— Ялта çĕнĕ клуб уçăлсан Шупашкартан артистсем пыма пуçларĕç. Атте-аннен укçи-тенки çитмен пулĕ, спектакль курма кĕрейместĕмĕр, клубăн пысăк кантăкĕнчен пăхса тăраттăмăр. Асра юлнă пĕрремĕш спектакль — «Ялта» драма.

— Хăвăр актер пулас килнине хăçан туйрăр? Унпа çывăхланма кам пулăшрĕ?

— 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне çамрăксен театрне «Чарăр-ха Малахова» спектакль курма килнĕччĕ. Пĕрле вĕренекен Люба Алексеева, Галя Долгова артистка пуласшăнччĕ. Антракт вăхăтĕнче виçсĕмĕр кулиса хыçне кайрăмăр. Алексей Васильев тĕп режиссер пÿлĕмне кĕрсе тăтăмăр, хамăр артист пулас шухăшлине пĕлтертĕмĕр. «Çамрăксем, эсир телейлĕ, кăçал Чăваш театрĕ пултаруллă хĕрсемпе каччăсене Мускава вĕренме ярать», — терĕ. Спектаклĕн иккĕмĕш пайне йĕркеллĕ пăхаймарăм, артист пулас ĕмĕтпе çунатланса лартăм. Шел, пĕрремĕш конкурс хыççăн тантăшăмсем малалла иртеймерĕç. Эпĕ вара ытти тĕрĕслев витĕр тухса театр училищин студенчĕ пулса тăтăм.

— Мускаври вĕрентекенĕрсем пирки каласа парсамăр.

— Чăваш ачисем унта çитнĕ вăхăтра училищĕре юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Картиш тулли стройматериал, ăпăр-тапăр выртатчĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле ăна тасатса çитертĕмĕр. Чăваш студийĕ мĕнле ĕçлени çинчен иккĕмĕш кунхинех калаçма пуçларĕç. Педагогсем мĕнлереххисемччĕ тата: Михаил Царев, Николай Аненков, Виталий тата Юрий Соломинсем, Виталий Коняев… Юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăм хама. Аркадий Немеровскинех илер. Вăл Вера Кузьминана вĕрентнĕ, унтан — Яковлевсене, Григорьевсене, пире, ун хыççăн Наташа Сергеевăна. Тата Виктор Тейдор мĕне тăратчĕ. Пысăк театр солисчĕ пулнăскер ташлама вĕрентетчĕ. Пире курсанах: «Ăçтан тупнă кусене: урисем — турчăка пек, аллисем — кĕрепле евĕр», — тенĕччĕ. Ял ачисем-ха та, сенĕк, çава пирĕн алăран кайман. Пирĕн шăм-шака станок умĕнче мĕнле çĕмĕретчĕ вăл. Пластилин пек пулмалли пирки калатчĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн эпир ташланине курас текенсем валли аудиторире вырăн çитместчĕ. Вăт вĕрентрĕ тĕк вĕрентрĕ пире ташлама Тейдор.

— Пĕрремĕш рольсем… Йывăрччĕ-и вĕсене пурнăçлама?

— Вĕреннĕ чухнех нумай роль пулнă пирĕн. Василиса Петровăпа Вампиловăн «Прощание в июне» пьеси тăрăх пĕчĕк спектакль лартнăччĕ. Пĕрремĕш ĕçех пысăк хак пани, паллах, питĕ хавхалантарнă. Хăпартланса кайнăскерсем яланах çапла пулать тенĕ-ши? Çук çав, «Маскарадра» Арбенинпа Нинăна вылянине вара критикленĕччĕ.

— Хăш роле тепĕр хут выляс тăк мĕн çĕнетнĕ, хушнă пулăттăр?

— Сăнара миçе хут вылятăн — çавăн чухлĕ çĕнĕлĕх çуралать. Çапла пулмалла та. Мĕншĕн тесен театр чĕрĕ, кино мар вăл, çавăнпа халăх курма çÿрет те. Чи асра юлакан сăнарсем классика ĕçĕсенчисем пулĕ. Вĕсенче тарăн шухăшлав, вĕренмелли нумай. Эпĕ Ф.Достоевскин Гавриил Иволгинĕнчен те, М.Горькин Баронĕнчен те хам валли питĕ нумай илнĕ.

— Актерăн мĕн тума пĕлмелле?

— Эсĕ аллăра-и, çитмĕлте-и, е Вера Кузьминична çулĕнче — ача пулмалла. Тĕнчене пуçласа куракан пепке пек сăнамалла.

— Пултарулăхăрти тĕп критик кам?

— Тĕрĕссине калакансем, лайăххине — лайăх, япăххине япăх текенсем. Мăшăр асăрхаттарнине итлетĕп, вăл сахал калать, анчах тĕрĕс, тÿррĕн.

— Хăш театрăн тата режиссерăн спектаклĕсем уйрăмах тарăн йĕр хăварнă?

— Пушкăрт патшалăх драма театрĕнче Айрат Абушахманов лартакан спектакльсене кăсăкланса пăхма тивнĕччĕ. Унăн «Зулейха» ĕçĕ Раççейĕпех кĕрлерĕ, унтан Европăна тухма мехел çитерчĕ.

— Шăпана ĕненетĕр-и?

— Çÿлте çырни те пур ĕнтĕ. Енчен те хамăр тăрăшмасан çÿлтен пулăшнипе кăна ăçтан пурте йĕркеллĕ пултăр вăл? Çÿлти вăл тăрăшакана кăна пулăшать.

— Кашни çын, вăл е ку тапхăрта, тĕнчене мĕншĕн килни пирки шухăшлать. Эсир пурнăçра хăвăрăн тĕллевĕре мĕнре куратăр?

— Ой, ой. Эпĕ ку ыйту пирки тахçанах пуç ватма пуçланă. Ăна ĕçпе çыхăнтармастăп. Çак пурнăçра-и е лере-и — ырă ĕç тумалла тесе шухăшлатăп.

— Мĕнле çын сирĕн юлташ пулаять?

— Мана ăнланакан, кирек хăш ыйтупа та чунне уçса калаçма пултаракан çын.

— Енчен те тÿлевсĕр ăçта-тăр вĕçме май пулсан хăш кĕтесе суйланă пулăттăр?

— Таçта та кайăттăм, анчах Мускавра вĕреннĕ вăхăтра цирк училищин общежитийĕнче Кубăран килнĕ Тонипе Хуани йĕкĕрешпе питĕ туслашнăччĕ. Çавăнтанпа ĕмĕр тăршшĕпех вĕсен çĕршывне курма каяс килет. Телекуравпа Куба çинчен передача пулсан халĕ те кăсăкланса пăхатăп. Ăнсăртран цирк кăтартмĕç-ши, манăн юлташсем экран çине тухмĕç-ши тесе тинкеретĕп.

Геннадий Медведев 1961 çулта Канаш районĕнчи Сиккассинче çуралнă. 1983 çулта Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинчен вĕренсе тухнă. Çавăнтанпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет. 2001 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçнĕ, 2011 çулта —Биографирен:

«Чăваш Республикин халăх артисчĕ». 2011 çултанпа ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ. Геннадий Медведев — тăватă пьеса авторĕ, вĕсенчен виççĕшĕ — «Арканнă юрату», «Амаçури амăшĕ», «Пасар патши» — Чăваш театрĕн сцени çине тухнă. 2006 çулта унăн «Амаçури амăшĕ» пьеси театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕнче «Çулталăкри чи лайăх драматург» номинацире çĕнтернĕ.

Надежда СМИРНОВА.
"Хыпар"
 

Первоисточник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика