09:32 24 июня 2020 г.
Хаклă туссем!
Сире пурне те Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнипе тата Республика Кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Мĕн тери илемлĕ пирĕн Чăваш Енĕмĕр!Унăн çырми-çатри, улăх-çаранĕ, шăнкăртатса юхакан юханшывĕсем, ешĕл вăрманĕсемпе капмар ялĕсемпе хулисем чуна илĕртеççĕ, хăпартлантараççĕ.
Пуринчен те хакли вара - улăп пек паттăр та ĕçчен çыннисем!
Чăннипех те çавăн пек халăх эпир. Савăнма та, ĕç тума та пултаратпăр.
Туслăх пирки мĕн каламалла тата. Пирĕншĕн юттисем çук, пур халăх та тус-юлташ.
106 тĕрлĕ халăх çынни пурăнать пирĕн республикăра, пирĕншĕн вĕсем пурте тус-тăван.
Куç тулли, пăхсан савăнса пĕтерейми ялсемпе хуласем еплерех капăрри чуна хăпартлантарать Вĕсем кунран-кун илемленеççĕ, кунран-кун хăтлăланаççĕ.Тĕнче темле пуян пулсассăн та, чи пысăк пуянлăх вăл - унăн çыннисем. Пирĕн халăх тăрăшнипе, пултарнипе, ун аллипе пулать çак илемлĕх, çак пуянлăх.Мĕн чухлĕ пирĕн Чăваш Ене çĕршыв, тĕнче шайне çĕкленĕ çыравçăсемпе сăвăçсем, художниксем, композиторсем, вĕрентекенсемпе тухтăрсем, ăсчахсемпе артистсем!
Тата тепĕр пуянлăх вăл – пирĕн вулавăшсемпе музейсем, курав залĕсем тата паллах театрсем. Пирĕн республикăра профессиллĕ ултă театр. Вĕсен кашнин хăйĕн историйĕпе, репертуарĕпе тата пултаруллă та талантлă артисчĕсемпе пуян. «Халăх юратакан театр»,- тенĕ мĕн ĕлĕкрен чăваш театрĕ çинчен. Ку вăл чăннипех те çапла.
Республикăмăр 100 çул тултарнине уявланă май ман çапла калас килет: Мухтав сана, тăван çĕр-шывăм, мухтав сире ентешĕмсем, çирĕп сывлăхлă пулăр, кун-çулăрсем вăрăм пулччĕр, хĕвел çуттипе савăнса, унăн ăшшипе ыр курса туслă та тăнăçлă пурăнар!
Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи, чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев.
Союз театральных деятелей Чувашской Республики