14:25 20 января 2022 г.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ пултаруллă та мухтавлă артистсен асăну каçĕсене ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. 2022 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче театрта чăваш халăх артистки Галина Тимофеевна Мадеева çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Яланах асра…» асăну каçĕ иртрĕ.
Галина Тимофеевна 1922 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Шупашкар вулăсне кĕрекен Шупашкарçин ялĕнче çуралнă (халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ялĕ). Çемьере вĕсен пилĕк ача пулнă, пурте юрра-кĕвве юратнă вĕсем. Ашшĕ, Тимофей Григорьевич, хуткупăспа вылянă, Вася пиччĕшĕ – сĕрме купăспа (вăл музыка училищинче вĕреннĕ), Юля гитарăпа, Коля мандалинăпа, Ленăпа Галя вара ытларах юрлама, ташлама юратнă.
1927-мĕш çулта тĕрлĕ сăлтавсене пула çемье ялтан Шупашкара куçса килет. Ача чухнех Галина ăслă та çивĕч, çав вăхăтрах лара-тăра пĕлмен хĕрача пулнă. Хулри вăтам шкулан вăл ылтăн медальпе вĕренсе тухма пултарнă.
Пултаруллă хĕр Ленинграда аслă пĕлÿ илме физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Çапах та артист пулас туйăм ăна ниепле те канăç памасть. Вăл пĕрремĕш курс хыççăн университета пăрахса каялла Чăваш Ене таврăнать.
Хаçатра тухнă пĕлтерÿ унăн пурнăçне пĕтĕмпех улăштарать. Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр институтне артист пулас текен чăваш ачисене пуçтараççĕ иккен. Галина Тимофеевна, ачаранах хулара çитĕннĕскер, чăваш чĕлхине çĕнĕрен вĕренме пуçлать, конкурссене хатĕрленме тытăнать.
1941 çулта Мускаври ГИТИСри пĕрремĕш чăваш студийĕн студентки пулса тăрать.
Акă мĕнле аса илнĕ çав вăхăта Галина Тимофеевна: «Вăрçă вăхăчĕ…вĕреннĕ те, окоп та чавнă, вăрман та каснă, баржа та пушатнă, выçăллă-тутăллă пурăннă, çапах та питĕ кăсăклă пулнă: актер ăсталăхне çеç мар, ташлама та, фехтовани мелĕсене те вĕреннĕ, пушă вăхăтра Мускавра юлнă театрсене те çÿренĕ».
Хастар хĕр чи лайăх вĕренекен студентсенчен пĕри пулнă, Книпер-Чехова персоналлă стипендие тивĕç пулнă, юлашки икĕ çул хушши Сталин стипендине те илнĕ.
Пилĕкмĕш курсра чăваш студине театр тĕнчинче паллă Михаил Тарханов ертсе пынă. Вăл лартнă Александр Грибоедовăн «Ăса пула –инкек» диплом спекталĕнче Софья сăнарне – Мадеева, Чацкий рольне Александр Новиков вылянă. Çамрăксен хушшинче юрату туйăмĕ çуралнă, вĕсем кĕçех пĕрлешнĕ, икĕ хĕр çитĕнтернĕ.
1947 çулта ГИТИСран вĕренсе тухнă пĕрремĕш чăваш студийĕ каялла тăван Шупашкара таврăнать.
Çанă тавăрса ĕçлеме пуçлаççĕ çамрăк артистсем театрта. Галина Тимофеевна кашни сăнара çав тери витĕмлĕ, çивĕч, тарăн шухăшлă тума пултарнă. Вăл драмăра та, трагедире те, камитре те çуллĕ шайра вылянă. Кунсăр пуçне травестие те ĕнентерÿллĕ калăпланă.
Островскин «Бедность - не порок» - Любовь Гордеевна
«Сердце не камень» - Вера Филипповна
Лев Толстойăн «Власть тьмы» - Анисья
Горкийăн «Варвары» - Богоевская
«Старик» - Софья Марковна
Театрăн ылтăн фондне кĕнĕ спектакльсенче вылянă сăнарсене епле асăнмасăр хăварăн-ха?
«Çамрăк гварди» - Любовь Щевцова
«Айдар» - Пинерпи
«Кай, кай Ивана» - Наçтаç
«Хумсем çырана çапаççĕ» - Мария Ульянова тата ытти те.
Асăну каçне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Наталия Сергеева ертсе пычĕ.
Ĕçтешĕ, тĕлĕнмелле ăслă та пултаруллă артист Галина Мадеева çинчен
театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Николаевич Яковлев, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Любовь Владимировна Федорова тата Раççей халăх артистки Нина Ильинична Григорьева аса илсе каласа пачĕç.
Асăну каçĕнче хаклă хăна, Галина Тимофевнăн хĕрĕ, Лариса Александровна Будниченко та пулчĕ. Вăл филологи наукисен докторĕ, профессор. Лариса Александровна хăйĕн амăшĕ çинчен аса илчĕ, ăна манманшăн театр ĕçченĕсене чунтан тав турĕ.
Театра юратакансем тата Галина Мадеева пултарулăхне хисеплекенсем театрăн фойинче артисткăн кун-çулĕ çинчен каласа паракан куравпа паллашрĕç.
#СТДЧР#ЧГАДТ#Галинамадееваартистка