17:54 10 марта 2025 г.
Сегодня, 10 марта, в Красночетайской и Атнарской общеобразовательных школах Красночетайского муниципального округа состоялись мастер-классы, организованные представителями всех театров Чувашии под руководством председателя Союза театральных деятелей республики Сергея Павлова.
Цель этих мероприятий — воспитание патриотизма, развитие любви к театральному искусству и помощь старшеклассникам в выборе будущей профессии.
В ходе мастер-классов народный артист Чувашии Иван Иванов представил инсценировку на патриотическую тему. Народная артистка Маргарита Финогентова провела уроки вокала, а Николай Соколов познакомил школьников с различными видами кукол. Наташа Спиридонова провела уроки грима, а артист русского театра Владимир Буров — занятия по сценическому движению и речи. Народная артистка Чувашии Ирина Архипова провела мастер-классы, направленные на развитие внимательности. Артистка Чувашского драматического театра Надежда Кузьмина преподала детям основы вокала, а Марианна Архипова рассказала о скрипке.
Ученики остались в восторге от встречи с талантливыми артистами.
В дальнейшем председатель Союза театральных деятелей Чувашии Сергей Павлов планирует посетить общеобразовательные школы Новочебоксарска.
--------------------------------------------------------------------------------------------
Шкул ачисене театра юратма вĕрентес, унăн вăрттăнлăхĕпе, асамĕпе кăсăклантарса ярас, тата паллах, аслă классенче вĕренекенсене артист профессине суйласа илме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕ тăватă çул Чăваш Енри муниципаллă округсенче, Шупашкар тата ытти хуласенче вырнаçнă шкул учрежденийĕсене çитсе унта вĕренекенсемпе ăсталăх урокĕсем йĕркелет.
Паян, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче артистсен пĕр пысăк ушкăнĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи икĕ шкула çитсе килчĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ăс пухакан ачасен паллă артистсемпе куçа-куçăн паллашма кăна мар, вĕсем ирттерекен кăсăклă ăсталăх урокĕсене хутшăнма май килчĕ.
Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Павлов артист йĕркелесе пынипе çамрăксен театрĕн артистчĕ, чăваш халăх артисчĕ Ирина Архипова, оперăпа балет театрĕн паллă солисчĕ, чăваш халăх артисчĕ Маргарита Финогентова, сĕрме купăспа вылякан Марианна Архипова, чăваш халăх артисчĕ, чăваш драма театрĕн артисчĕ Иван Иванов, Надежда Кузьмина артист, вырăс театрĕн артисчĕ Владимир Буров, пукане театрĕн ăсти Николай Соколов тата Наташа Спиридонова гримм тăвакан паян Чутай ачисене чăннипех те театр ăсталăхĕпе кăсăкланса кайма пур май та туса пачĕç.
Театр ĕçченĕсем çула тухнине кура Атнар ялне те çитрĕç. Ку ял шкулĕнче вĕренекенсене те театр ĕçĕпе, хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.
Ăсталăх урокĕсенче патриотизм теми те пысăк вырăн йышӑнчĕ. Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванович Иванов инсценировки ачасен чун хĕлĕхне самаях хускатрĕ.
Зоя Яковлева, зам.председателя по творческим вопросам СТД Чувашии
Союз театральных деятелей Чувашской Республики