17 сентября 2011 г.
Çак эрнере Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 52-мĕш хут чаршав уçăлнă. Федор Васильевăн “Шывармань” оперине халăх çав тери ăшшăн йышăннă. Сăмах май, 2010 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе çак ĕçе сцена çине кăларнăччĕ. Илем тĕнчине хаклама пĕлекенсемшĕн ку спектакль çĕнĕлĕх мар. Чăваш опера театрĕн историйĕ шăпах “Шывармань” ĕçрен пуçланать. Вăл 1960 çултах композиторпа артистсене чапа кăларнă. Тĕрлĕ çулта режиссерсем ку опера патне çĕнĕрен таврăннă.
Кăçал куракансем йăлана кĕнĕ фестивальсене çитсе курма пултарĕç, артистсем бенефиса чĕнĕç, урăх çĕртен килнĕ сцена ăстисем те пултарулăхĕпе тыткăнлĕç.
“Юлташсен клубĕ” проект ĕçлеме пуçлать. Унта тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май паракан программăсене кĕртнĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те 79-мĕш хут куракансене çĕнĕ спектакльсем курма йыхравлать.
Виçĕм кун кăнтăрла артистсем Сергей Беловпа Сергей Куваев пьеси тăрăх “Йытă пулас килмест” çĕнĕ спектакль кăтартнă. Пĕчĕк хăнасене юмахри сăнарсем кĕтсе илни ачасен асĕнче нумайлăха юлни иккĕлентермест. Унсăр пуçне кунта театр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Уява килнисем килĕшекен спектакль тавра çырнă ачасен сочиненийĕсемпе паллашнă, ÿкерчĕксене пахаланă. Вĕсен “Йытă пулас килмест” юмах тăрăх йĕркелекен ÿкерчĕксен куравне те хутшăнма май пур.
Каçхине артистсем Сергей Белов пьеси тăрăх лартнă “Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуççинчен...” камитпе сцена çине тухнă. Тĕп рольсенче - Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Светлана Савельева, Чăваш Республикин тава тимĕçлĕ артисчĕсем Александр Степанов, Ольга Почалкина, Владимир Григорьев тата ыттисем.
Театр ертÿçи Станислав Васильев палăртнă тăрăх - сцена ăстисем кăçал тепĕр икĕ çĕнĕ ĕç кăтартĕç. Юрий Лоттин пьеси тăрăх лартакан “Поллианна” спектакль чÿк уйăхĕн вĕçĕнче сцена çине тухĕ. Тепринпе Иосиф Дмитриев режиссер ĕçлет. Вăл Казахстанран тăван тăрăха таврăннă. Чăваш драматургĕсенчен хăшĕн пьесине суйланине хальлĕхе вăрттăнлăхра тытать.
Минкультуры Чувашии
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"