24 декабря 2011 г.
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ филармони сцени çине «Ĕлĕкхи чăваш ташшисем» вокалпа хореографи ĕçĕсен премьерипе тухрĕ. Проекта ЧР Президенчĕн гранчĕпе усă курса лартнă. Программăра тĕп ташăсем - «Ахаяс» /анатри чăвашсен/, «Хура тяппа» /вирьялсен/, «Шапăртăк» /вăтам енчисен/.
- Ку ĕç пирки эпир 5-6 çул каяллах «пуçа ватма» пуçланă. Александр Ангаров /хăй вăхăтĕнче ансамблĕн балетмейстерĕ пулнă/ лартнă «Патăрьелле çаптарса», «Кария» /тури чăвашсен/ ташăсем проектра пулнине те çакна çирĕплетет. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ĕмĕте вăхăтра пурнăçа кĕртме чăрмантарчĕ. Ангаров ташлакансене лайăх та нумая пыракан çăпата тăхăнтартасшăнччĕ. Шăпах грантăн пысăк пайне тумтир çине тăкакларăмăр. Çăпатисем те паха йышши тиртен ăсталанăскерсем, - терĕ ансамблĕн илемлĕх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев премьерăччен кăшт маларах иртнĕ пресс-конференцире.
Программăри ултă ташăран тăваттăшне ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Милютин лартнă.
- Ĕлĕк-авал чăвашсем хăйсен кăмăл-туйăмне хусканура кăтартма тăрăшнă. Ташă урлă виçĕ тĕнчене çыхăнтарнă вĕсем. Алла çÿле çĕклени - Турăран пил, вăй ыйтнине, пилĕк çине хуни тăвансене, çывăх çынсене хисепленине, икĕ алла та аялалла антарса пуç тайни несĕлĕмĕрсене манманнине, сума сунине пĕлтерет, - ăнлантарчĕ ташăçă тĕл пулăва килнисене.
Çи-пуç ăсталама РФ тава тивĕçлĕ художникне Праски Виттине, ЧР тава тивĕçлĕ художникне Валентин Федорова, Надежда Ильина, Любовь Вдовичева ÿнерçĕсене явăçтарнă. Тухьясемпе ытти эреш - Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăстин Людмила Балтаевăн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен Зинаида Вороновăпа Борис Чачевăн, тата Василий Елизаровăн ĕçĕсем.
Минкультуры Чувашии