Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Венера ПАЙГИЛЬДИНА: "СОРОКИНА ТЕСЕН ХАЛЬ НИÇТА ТА ЧУПМАСТĂП"

30 декабря 2011 г.

Элĕк районĕнчи Тури Татмăш хĕрĕ Венера Пайгильдина Сурхури кун, кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче, çут тĕнчене килнĕ. Мĕн ачаранах янравлă та илемлĕ сассипе палăрнăскер 1992-1996 çулсенче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ. Юрăç специальноçне алла илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче хорта юрланипе тата концертсем ертсе пынипе кăна çырлахас килмен унăн. Чунĕ темскер пысăкраххине, пĕлтерĕшлĕреххине, хăй кăна пурнăçлама пултарнине ыйтнă...

Юлташĕсем сĕннипе пултарулăх комиссийĕ витĕр тухса Венера Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлеме тытăннă. «Шыракан тупатех» камитри Адель-и, «Аслатири» Катерина-и, «Шăпа» спектакльти Анюк-и е «Кĕмĕл тумлă çар» трагедири Шелепи-и – пур сăнарта та вăл куракана шалти чун çирĕплĕхĕпе, илемĕпе тыткăнлать.

– Çын пирки унăн ячĕ питĕ нумай калать... Венера, сана хăвăн яту килĕшет-и?

– Килĕшет. Эпĕ ача чух атте-аннерен: «Мĕншĕн мана çавăн пек сайра тĕл пулакан ят патăр?» – тесе ыйтнăччĕ. Атте эпĕ пĕрремĕш ача, ун чух вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ умра, шалти хавхалану хăвачĕ, туйăмĕсем таса та çутă пулни пирки, çавăнпа та малтанхи пепкин ятне те чи хитрине – çăлтăра, Юрату Туррине пĕлтерекеннине – парас килни пирки каланăччĕ. Иккĕмĕш ачине те интереслĕ ят парасшăн пулнă – Марс. Анчах та хут çине çыртарма кайсан, ун пек ят çук тесе хирĕçленĕ... Çавăнпа та ман шăллăм Марс мар, атте пекех Иван, Ванюшка, Ваня. Йăмăкăм – Оксана.

– Аçу ачисене мĕнле ят пама тăрăшнинченех вăл ахаль çын пулманни палăрать. Тÿпе сенкерлĕхне, чăн илеме асăрхамасăр иртсе каймастех вăл. Çавăн пек-и?

– Çавăн пекех. Капла пăхсассăн – атте водитель, шофер. Вăл ларса курман машина, вăл салатса çĕнĕрен пуçтарман техника çуккă. Анне колхозра ĕçленĕ. Сенаж, утă çине çÿренĕ. Çиелтен пăхсан, мĕнле-ха кусен ачи артисткăна кайма пултарнă теме те пулать. Тĕрĕссипе, ку ахальтен мар, шалта вĕсен илемлĕх туйăмĕ тапса тăнă. Пĕррехинче эпир Юрий Пантелеймонов ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт» ушкăнпа Комсомольски районне «Кĕтне кĕввисем» фестивале кайнăччĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ те, пире «Романтик» магнитофон парнеленĕччĕ. Киле çитнĕ, çывăрма выртнă... Ир еннелле вăранса кайрăм та, аттепе анне тавлашни хăлхана кĕрет... Атте: «Çу-у-ук, пирĕн хĕр мана хывнă, ман пекех маттур вăл», – тет. Анне хирĕçлет, хĕр чухне хăй те хитре юрланине аса илет. Хам вара вырăн ăшĕнче выртатăп. Мĕнле ă-ăшă мана, мĕнле çемçе-е-е... Сĕре хама телейлĕ туйрăм, пăх-ха – мана пайлаççĕ... Эппин, кур-ха, мĕнлерех юратаççĕ...

– Юрату пайлани-и апла?

– Пĕлместĕп, пайлаççĕ те-и тен...

– Пăхатăп та сан çине, тĕлĕнмелле хитре хĕрарăм эс! Куçусем тап-таса та янкăр, çап-çутă! Хитрелĕх тепĕр чухне чăрмантарать-и е пулăшать-и?

– Тĕрĕссипе каласан, эп хама нихăçан та хитре хĕр ача тесе шутламан. Чăн калатăп, хам çине ытлашши илмесĕр. Ну эп пĕлнĕ, сăнсăрах мар, аптрамасть. Паллах, шалта яланах темскер хăватлăраххине туйнă, сăнра мар – чунра. Çăмăлтарах-и е йывăртарах-и тесен вара... Калаççĕ-ха ĕнтĕ, хитре хĕрарăмсене йывăртарах тесе. Паллах, вĕсем çине тем тĕслĕ çын та пăхать. Тем шухăшли те... Çавăнпа та тепĕр чухне: «Çук»! – тесе калама питĕ пĕлмелле. Пурнăçăмра тем тĕслĕ самант та пулкаларĕ. Пуçпа шухăшлама, çук тесе калама пĕлмен пулсан – таçта, теме çаврăнса çитме пулатчĕ.

– Çак хитрелĕхе, куç тасалăхне çухатма та...

– Хитрелĕхне те, чун тасалăхне те – пĕтĕмпех. Шел, анне ирех вилчĕ. Ирĕн-каçăн сăпайлăх пирки, хĕр ачан пĕлмелли хăш-пĕр самантсене, япаласене вĕрентекенни пулмарĕ, нумайăшне хамăн ăнланса илмелле пулчĕ. Тавах Турра, айваннине е пĕлменнине пула сĕре пысăк, тÿрлетме çук йăнăшсем туса хумарăм. Ман яланах, те асли пулнăран, интуици-и вăл е шалти сасă, тăнлавран: «Венера! Йĕркеллĕ пул, Венера»! – тесе шаккасах тăнă. Чăнах та, хама ытлашши иртĕхме паман, хама яланах сăпайлăрах тытма тăрăшнă. Ман çинчен ун пек-кун пек сăмах ан пултăр тенĕ. Сцена çинче кăна мар, пурнăçра та йĕркеллĕ пулма темĕнле шалти шăнăр, тăн çитрĕ. Никамах та вĕрентмен, ятарласа каламан пулин те.

– Тен, кĕнеке вулани пулăшнă? Тен, чăваш юррисенче пытарăннă тарăн шухăш мĕнлерех пулмаллине систернĕ?

– Ансамбльпе юрланисене хăшĕ-пĕрне халĕ те ас тăватăп.

Симĕс тутăр çыхрĕ шурă хурăн,

Çеçкесем çураççĕ сиреньсем.

Кирлĕ мар мана никам та урăх –

Сан çинчен çеç манăн шухăшсем...

Там-та-ра-ра-ам! Каятчĕ вара унта малалла... Тухса тăнă сцена çине кĕççе атăпа, туфли те çук, аннен хăнана çÿремелли кĕпине тăхăннă, брошкине те унăннех çакса янă, çÿçне ун пек-кун пек тукаланă... Капрон колготки пирки калаçмастпăр та. Аса илсен кулас килет...

– Эсĕ çав тери лайăх юрланине ентешÿсем халĕ те ас тăватпăр теççĕ. Мĕншĕн çапах та театрах суйласа илтĕн-ха?

– Музыка училищинче пирĕн пуплев культури предмет пурччĕ, унпа Зоя Дмитриевна Ярдыкова вĕрентетчĕ. Пĕрремĕш урокрах паллашнă май вăл ман çине куçлăх çийĕн пăхрĕ те: «Эпĕ сана театра сутатăп-ха», – терĕ. Эп, ялтан килнĕ хĕр ача, тĕлĕнсе ларатăп: «Мĕн хакпа сутаççĕ-ши мана театра»? Тăватă çул çапла каласа пурăнчĕ вăл мана. Эпир унпа «Салампи» сыпăкне те лартнăччĕ. Вĕренсе тухрăм, театра кайма хăюлăх çук-ха. Пĕрре Стас Владимиров мана: «Мĕншĕн пирĕн театра килместĕн-ха», – терĕ. Кайрăм, хăюлăх çитерсе. Сăвă каласа, юрласа кăтартрăм. Темĕнле ĕç хушрĕç те – ăна та пурнăçларăм. Илчĕç.

– Эп ăнланнă тăрăх, саншăн ТЕАТР юрăç ĕçĕнчен темиçе картлашка çÿлерех тăрать.

– Çÿлерех. Унта юрласси кăна мар вĕт-ха, тем тума та пĕлмелле. Сăнара хăвăн çине тăхăнса лартса (кун пек калама юрать-и, юрамасть-и – пĕлместĕп) ют çын пурнăçне хăвăн чĕрÿ витĕр кăларса пурăнма пĕлмелле-çке-ха. Пурăнма кăна мар тата, куракана та ĕнентермелле!

– Вылянă чух урăх сăнар ăшне кĕрсе тепĕр чух артист хăйĕн пурнăçĕпе пурăнса та çитереймест вĕт-ха! Çакăншăн шеллеместĕн-и?

– Вăл самант та пур. Çав вăхăтра хăвăн пурнăçна пурăнманни кăна мар, тепĕр çын нушипе чĕрене ытларах хускатса кун-çулна та кăштах кĕскететĕн. Ытларах кулянса, пĕтĕм кăмăл-туйăмна тапратса... Капла пăхса ларма, чăнах та, çăмăл пуль. Анчах пĕрре те çăмăл мар. Нумаях пулмасть «Шăпара» Анюка вылярăм, пĕтĕм чуна тавăрса кăлартăм. Спектакль йĕркеллех иртрĕ. Автобуспа пыратăп, куççуль юхать те юхать. Хамран хам: «Макăрса çитмерĕ-и паян»? – тесе тĕлĕнетĕп. Киле çитрĕм – пÿрте кĕрейместĕп, йĕретĕп те йĕретĕп. Ачасем патне капла пырса кĕрес килмест вĕт-ха... Лăпланма питĕ йывăр пулчĕ. Тин вылянă сăнартан тепĕр чух ниепле те тухса пĕтейместĕн.

– Ачасем патне терĕн... Упăшку таçти иккĕмĕш вырăнта-им сан? Е ун умĕнче макăрасси ним те мар-и?

– Пурнăç пурнăçах... Упăшка аякка ĕçлеме çÿрет те, çавна пула килте час-часах пулаймасть, кану кунĕсенче кăна. Килте ытларах пĕччен, ачасемпе.

– Чăвашсем авалах каланă: упăшка ÿт-пĕвĕпе ĕçре пултăр та чунĕпе – килте. Мăшăру шухăшусемпе килтех ĕнтĕ. Хушамачĕ те сан унăнах вĕт-ха!

– Мана хамăн хĕр чухнехи хушамат – Сорокина – малтанах питĕ килĕшместчĕ. Мĕнле хитре мар хушамат вĕт-ха теттĕмччĕ. Кайран, юрлама тытăнсан, Элĕк район хаçатĕнче «Çутă ĕмĕт» солистки Венера Сорокина ял халăхне çав-çав уявра савăнтарчĕ» тенисене вулама тытăнсан, килĕшме пуçларĕ. Качча тухнă чухне вара хам хушамата хăварасси пуçра та пулман. Кайран питĕ интереслĕ самант та пулнăччĕ. Ун чухне юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлетĕп, анчах пĕрлешнĕ... Ĕçе тухнă, канмалли вăхăт пулчĕ: «Пайгильдина, телефон патне!» – тесе кăшкăраççĕ. «Ку хушамата таçта илтнĕ-ха», – тесе ларатăп хам ăшра. Кайран тин тавçăрса илтĕм – мана чĕнеççĕ вĕт-ха! Чупсах кайрăм вара.

– Халь Сорокина тесен ниçта та чупмастăн пулĕ-ха?

– Çук, чупмастăп.

– Аçу, Иван Флорович Сорокин, сан пултарулăхупа савăнать-и?

– Савăнать. Пĕр-пĕр премьера хыççăн: «Венера, сана телевизорпа кăтартрĕç. Мĕн калаçса çÿрен унта?» – тесе шÿтле-шÿтле шăнкăравлать. Сасси тăрăх хăй куççульленнĕ пек те туйăнать тепĕр чух... Юрать юнашар мар, унсăрăн ыталанса йĕрсе яма та пултаратпăр вĕт-ха тетĕп вара хама хам.

– Пĕлтĕрхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра сана «Шăпа» спектакльти Анюк ролĕшĕн ятарлă диплом пачĕç. «Шăпаран иртеймĕн», – терĕн эс хăвна чысланă чух. Шăпана ĕненетĕн-и?

– Тепĕр чухне шутласа кĕрсе каятăп та – пачах урăхла курнă вĕт-ха хам пурнăçа тетĕп. Театр артисчĕ пулатăп тесе ĕмĕтленме те пултарайман... Çĕньялта пурăнатăп тесе нихăçан та шутламан. Тахçан ĕлĕк-авал «Çутă ĕмĕт» ансамбльпе çав ялти клубра концерт лартнăччĕ, анчах та унта пурăнма килетĕп тесе тĕлленмен те. Хулари хваттер пирки ĕмĕтленнĕ ĕнтĕ хама май. Анчах кур-ха, шăпа тени яла илсе килчĕ.

– Çĕньял халăхĕ килĕшет-и сана?

– Мĕнле калас, кăмăллă çынсем. Паллаççĕ, калаçатпăр. Сакăр çул пурăнатпăр, усаллине темех илтмен. Хамăр урам-рисемпе яланах пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр.

– Венера, сирĕн икĕ хĕр. Виççĕмĕш ача пирки ĕмĕтленместĕр-и?

– Мăшăр: «Атя, ывăл çурататпăр», – тет. Эпĕ хальлĕ-хе шухăшлатăп-ха. Упăшка каланипе кăна мар вĕт-ха, ăна хĕрарăмăн хăйĕн çуратас килмелле. Театрта халь ĕçсем питĕ нумай, унта хам кирлине туйсах тăратăп.

– Хăв пурнăçу пирки апла халь театрта уçăлнă кăвак хуппи саманчĕ теме те пултаратăн?

– Пултаратăп.

– Кĕçех Çĕнĕ çул çитет, Юр пике пулса курнă-и эс?

– Шкулта, кайран театрти утренниксенче кăшт пулкаланă. Артист енчен илсессĕн, каçарăр та, Юр пике мар, Баба Яга пулма интереслĕрех. Çапах та нумаях пулмасть интернатра вылярăмăр. Утренник пулчĕ. Курасчĕ сирĕн – мĕнлерех пăхрĕç ман çине хĕр ачасем! Вĕсем сана ĕненеççĕ, сан çине тем пысăкăш таса куçсемпе пăхаççĕ. Сан тата та хитререх, лайăхрах пулас килет.

– Ку пурнăçра чи кирли мĕн-ши?

– Эп хам чĕрĕ пулнишĕн савăнатăп. Çак куна çитсе те, икĕ ача çуратса та кĕлеткепе кăна мар, ЧУНПА та чĕрĕ пулнишĕн...

Минкультуры Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика