17 января 2012 г.
Чăваш сцени çине тĕнче шайĕнчи артистсем тухни паян тĕлĕнтермĕш те, çĕнĕлĕх те мар. Çапах кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ «Виçĕ тенорăн гала-концерчĕ» Çĕнĕ çул ячĕпе пысăк парне теме пулать.
Палăртса хăварар: ку проекта Раççейри «Тĕнче таланчĕсем» фонд президенчĕ тата илемлĕх ертÿçи Давид Гвинианидзе йĕркеленĕ. Унта вăл хăй тата Алехандро Олмеда, çавăн пекех Георг Эннарис юрлаççĕ.
Çакна калас килет: пирĕн республикăра классика музыкине хаклама пĕлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Ку уяв каçĕнче те, акă, халăх лăк тулличчĕ. Концертра вырăс тата ытти халăх юррисем, опера арийĕсем, неаполитан, латин-америка кĕввисем пулчĕç.
Концертчен кăшт маларах артистсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
«Тĕнче таланчĕсем» фонд 9 çул каялла классика музыкине тата опера искусствине аталантарас тĕллевпе йĕркеленнĕ. Унсăр пуçне вăл Раççей артисчĕсене - ытти çĕр-шывра, юттисене вара кунта юрлама, пултарулăха аталантарма, опыт пухма май парать.
- Фонд ку проектсăр пуçне ытти вун-вун программа хатĕрлет. Унта 200 ытла артист хутшăнать. Эпир тĕнчен пур кĕтесĕнче, Раççейĕн нумай регионĕнче пулнă. Анчах Чăваш Ене халĕччен çитме май килмен, - каласа парать Давид Гвинианидзе.
Журналистсем проектри артистсемпе тĕплĕнрех паллашас терĕç.
Хăйĕн сассипе Кăнтăр тата Çурçĕр Америкăна «парăнтарнă» Алехандро Олмеда «Метрополитен-опера» /АПШ, Нью-Йорк/ театрта юрлать. Ăна хăй вăхăтĕнче тĕнчипе паллă Испани юрăçи Пласидо Доминго уçнă. Унпа вăл 1986 çулта Нью-Йоркри пĕр ресторанта паллашнă. Алехандро ун чухне, оперăна пачах юратманскер, халăх умĕнче эстрада юррисене шăрантарнă. Паллă тенора çамрăкăн сасси килĕшнĕ, вăл ăна 20 пин доллар панă, вокал ăсталăхне вĕренме сĕннĕ.
- Алехандро, сирĕншĕн вырăс юррисем мĕнпе кăсăклă? Чăвашлисене юрлас теместĕр-и?
- Эпĕ Раççей пикисене килĕштеретĕп. Вĕсем çав тери чипер. «Очи черные» юрă мĕне тăрать...
- Чăваш Енре эпир юлашки хут мар-ха. Тепре килнĕ çĕре чăваш халăх юррисене те илсе килĕпĕр. Вĕренме вăхăт çитеймерĕ, - сăмах хушрĕ «Геликон-опера» тата «Çĕнĕ опера» театрсен солисчĕ Давид Гвинианидзе.
Георг Эннарис Раççейре çуралса ÿснĕ, Кăнтăр Америкăра пурăнать. Пысăк театрсăр пуçне Бразилипе Аргентинăра, Японире, Грузире юрлать. Вăл - тĕнче шайĕнчи нумай фестиваль çĕнтерÿçи.
- Мĕншĕн Оперăпа балет театрне мар, Чăваш драма театрне суйласа илтĕр? - каллех тĕпчерĕç Давид Гвинианидзене журналистсем.
- Интернетра «Чăваш Енри театрсем» тесе шырарăм та, çакă кăмăла кайрĕ.
- Опера фестивалĕсене хутшăнатăр-и? Тен, пирĕн республикăра иртекен М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне хутшăнас тетĕр?
- Нумай çĕре çитетпĕр. Вăхăт пулсан, чĕнсен килĕпĕр те-и?..
- Эсир паллă юрăçсемпе çеç ĕçлетĕр-и?
- Артистсенчен 80 проценчĕ - оперăна тĕрĕс те пысăк шайра пропагандăлама пултаракансем. Калăпăр, Евгений Либермана, Сергей Бруснина, Лариса Андреевăна, акă, малтан никам та пĕлмен. Паян вĕсем - маттур та опытлă юрăçсем.
- Юлашки çулсенче эсир конкурссене хутшăнмастăр, çĕнĕ награда та сахал...
- Маншăн чи пысăк хисеп - фонд ăнăçлă ĕçлени, опера искусствине аталантарни. Тепĕр тесен, çак çулсенче тĕрлĕ çĕр-шывра, Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче унăн филиалĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Тен, черетре - Чăваш Ен...
Минкультуры Чувашии