Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумая ăмсансан...

18 февраля 2012 г.

Чăваш театрĕсем куракана час-часах тĕрлĕ çĕр-шыв çыравçисен паллă ĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Иртнĕ эрне кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Ж.-Б.Мольерăн пьесипе лартнă “Хыт кукар” спектаклĕн премьери пулчĕ.

Вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек, анчах чуна тыткăнлаканни, шухăшлаттараканни пурах. Пуян, хыт кукар ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи хирĕç тăру, çынсем пĕр-пĕрне ăнланманни, ăмсанни паян та тĕл пулать.

Спектакль умĕн унăн режиссерĕпе Василий Пектеевпа курса калаçрăм.

Палăртса хăварар: Василий Пектеев пирĕн театрта нумаях пулмасть çеç ĕçлеме пуçланă. Вăл 1978-2002 çулсенче Мари патшалăх театрĕнче тĕп режиссер пулнă. Каярах Санкт-Петербургра кино, театр ĕçĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине “Туй икерчи” /А.Волков/, “Çĕнĕ арăм” /Г.Башкуев/ пьесăсене кăларнă. “Хыт кукар” спектакль - унăн виççĕмĕш ĕçĕ.

- Мĕншĕн шăпах чăваш театрне суйласа илтĕр? - кăсăклантăм эпĕ.

- Мари тата Чăваш патшалăх театрĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех туслашнă, пĕр-пĕрин патне спектакльсемпе çÿренĕ. Валерий Яковлев режиссер “Хыт кукар” пьесăна лартма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Мольерăн хайлавĕсене сцена çине кăларни - режиссершăн чăн-чăн телей.

- Эсир чăвашла пĕлменни ĕçре чăрмантармасть-и?

- Ку - маншăн чăрмав мар. Халĕччен мана Коми, Калмăк патшалăх театрĕсенче спектакль лартма тÿр килнĕ. Енчен те режиссер пьесăна лайăх пĕлет-тĕк - ăна вăл чунпа, чĕрепе туять, хăлхапа çеç мар, куçпа илтме пултарать.

- Малашне чăваш театрĕнче еплерех спектакльсем лартма ĕмĕтленетĕр?

- Чăваш драма театрĕн труппипе ĕçлеме çăмăл. Çавăнпа та Гоголь, Островский йышши çыравçăсен ĕçĕсене те сцена çине кăларма йывăрах пулмĕ тесе шухăшлатăп, - терĕ Василий Пектеев режиссер чаршав хыçне васканă май.

Спектакль, хăйĕн сăнарĕ пирки Ирина Верьялова актриса акă мĕн шухăшлать:

- “Хыт кукар” - пирĕн пьеса мар. Çавăнпа та Мольер “чăвашланса” каясран асăрханмалла, тесе вĕрентет пире режиссер. Çакна шута илсе вылятпăр. Марианна - айван, мĕскĕн хĕр ача. Вăл пĕчĕкренех хăр тăлăх ÿснĕ. Пытармастăп: хам 32-ре пулнă май 16 çулти пике сăнарне калăплама çăмăлах килмерĕ. Çапах пире, чăваш хĕрĕсене, сăпайлă та вăтанчăк пулни тепĕр чухне пулăшать çав.

Спектакльте пуян та хыт кукар Гарпагон хăйĕн пуянлăхĕ никама та ан лектĕр тесе укçине сад пахчине пытарать. Хĕрне Элизăна укçаллă старике Ансельма /Геннадий Медведев/ качча парасшăн. Ывăлĕ Клеант /Валерий Карпов/ валли тăлăх арăм тупнă. Хăйне вара Марианна килĕшет. Çапах Гарпагонăн ĕмĕчĕсем пурнăçланаймаççĕ. Çамрăксем хăйсен шăпине хăйсемех татса параççĕ. Вĕсене Лафлеш /Николай Котеев/ тарçă пулăшать. Хайхискер хуçин укçине тупать те Гарпагона ăс вĕрентме шут тытать. Пуçланать вара хĕвĕшÿ... Малалла мĕн пулнине йăлтах уçса памăп, спектакле курсан ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине хăвăрах пĕлĕр.

“Нумая ăмсаннă - сахалсăр юлнă”, - теççĕ ваттисем. Апла пулсан пирĕн мĕн пуррипе çырлахса, çут тĕнчене килнишĕн савăнса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнасчĕ.


Минкультуры Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика