22 февраля 2012 г.
Жан-Батист Мольер тĕнче драматургине комеди жанрĕн классикĕ пек кĕрсе юлнă. Чи паллăраххисенчен пĕри – 1668 çулта çырнă «Хыт кукар» (Скупой) камичĕ. Унтанпа шыв-шур самаях юхнă пулин те, Париж хулинче пулса иртекен ĕç-пуç паянхи чăваш кураканне те тыткăнларĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине пĕрремĕш хут кăçалхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче тухнă спектакле халăх ăшшăн йышăнчĕ, кулмалли самантсем парнеленĕшĕн артистсене чылайччен алă çупса тав турĕ.
«Хыт кукар» режиссерĕ – Мари Эл искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Мари Эл Патшалăх премийĕн лауреачĕ Василий Пектеев. 1978-2002 çулсенче Мари патшалăх театрĕн тĕп режиссерĕ пулнăскер пирĕн театрта вăл юлашки вăхăтра «Туй икерчи» (А.Волков), «Çĕнĕ арăм» (Г.Бакушев) пьесăсене лартнăччĕ. Виççĕмĕш хутĕнче Мольера «çăварлăхларĕ». «Мещанин во дворянстве», «Мнимый больной», «Тартюф», «Мизантроп», «Дон-Жуан» тата ытти тĕнчипе паллă пьесăсен авторне лартасси – кирек мĕнле режиссершăн та пысăк яваплăх. Кунсăр пуçне Василий Пектеев чăвашла пĕлмест. Çапах та ку ăна театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев сĕннĕ ĕçе пикенме чăрмав кÿмен. Пултарулăхĕнчи хăюлăхне вăл çапла ăнлантарать: «Чăвашла пĕлменни – маншăн чăрмав мар. Халиччен мана Коми, Калмăк патшалăх театрĕсенче спектакль лартма тÿр килнĕ. Енчен те режиссер пьесăна лайăх пĕлет тĕк – ăна вăл чунпа, чĕрепе туять, хăлхапа çеç мар, куçпа илтме пултарать».
«Куçпа илтес» ăсталăх çук-ха ман, çапах та спектакль пуçланнă пуçланман хам куçпа хам куртăм: хыт кукар Гарпагонăн килĕнчи стена çинче çакăнса тăракан сехетĕн йĕпписем çук. Ĕненмесĕр бинокльпе авăрланса пăхрăм, çумра ларакан юлташăмсенчен ыйтрăм – сехетĕн пысăк йĕппи те, пĕчĕкки те çук, пуш-пушах... Кайран, халăх спектакле епле хавхаланса йышăннине; Александр Кураков (Гарпагон), Наталия Сергеева (Элиза), Александр Яковлев (Валер), Геннадий Медведев (пĕр харăсах Ансельм тата Симон) çав тери ăста вылянине курса ларнă май ăнлантăм: Мольершăн вăхăт чикки çук. Камитри тĕп тема та – ĕмĕртенпе пыракан çивĕч ыйту. Хăш-пĕрисем укçашăн, мулшăн мĕн тери «хыт пăрçаланса» пурăнни пирки пирĕн эрăчченхи виççĕмĕш ĕмĕртех Плавт «Кубышка» хайлавĕнче çырса кăтартнă. Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ: этемлĕх тени çапах та пĕр шухăшлă пулса килĕшÿ патне пырса тухаймасть. Пĕрисем укçашăн, мулшăн антăхаççĕ – теприсемшĕн юратуран пахараххи нимĕн те çук. Сирĕншĕн мĕнлерех-ши; Çак ыйтăва уçăмлатас тетĕр пулсан, «Хыт кукар» спектакле кайса курма сĕнетĕп.
Минкультуры Чувашии