24 февраля 2012 г.
Уляндина чăваш эстрадине «Атьăр, хĕрсем, вăрмана» юрăпа тĕлĕнмелле янăравлăн кĕрсе кайрĕ.
Августа хăйĕн малтанхи юрринче юн выляса тăракан алхасуллă та шухăшсăр çамрăклăх, пуçа çавăракан ачаш туйăмсем пирки юрларĕ. Çамрăксен чĕрине кĕрсе ларчĕ çак юрă, пурте юратакан хит пулса тăчĕ.
– Мĕнле юрлама илтĕн çак юрра?
– «Атьăр, хĕрсем, вăрмана» юрра академилле сасăпа та юрлама пулатчĕ – анчах кам чунне пырса тивĕччĕ-ши вăл? Ăна арçын сассипе урамри юрă туса шăрантарма та пулатчĕ – юррăн хакĕ, ачашлăхĕ, илемĕ пĕтетчĕ. Эпĕ вара ун чухне Чулхулари консерваторирен тин вĕренсе тухнă çамрăкчĕ. Чулхулара çавăн пек ирĕклĕ юрăсене кăмăллани асраччĕ. Ку юрра Николай Казаков композитор Борис Чиндыков сăввипе çырнă. Эпĕ иличчен выртнă вăл, юрлас теекен пулман. Казаков мана кăтартса пăхрĕ те, ман чунра çак алхасуллă çамрăклăх юрри çуралчĕ. Хама та килĕшрĕ, çынсем те юратрĕç, анчах ку юрă манăн пултарулăхри çыпçăнчăк сăн пулса юлас хăрушлăх сиксе тухрĕ. Хаçатсенче критика статйисем пичетленме пуçларĕç… Тиркешес текенсем те тупăнчĕç. Статьясене вулатăп та йĕретĕп. Мĕн тумалла? Хăвăртрах альтернативлă юрă тупас пулать. Эпĕ çине тăрсах çĕнĕ юрă шырарăм, тупрăм та. «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа сцена çине тухрăм. Халăх та юратса йышăнчĕ. Чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕрки, пурнăç хаклавĕсем çинчен пулчĕ ку юрă. Ăна халĕ шкулсенче юрă урокĕсенче, конкурссенче юрлаççĕ. Çапла вара пултарулăхри тепĕр пысăк çĕнĕ утăм пулчĕ. Халĕ ман пата час-часах «Мехел» конкурс валли юрăсем ыйтма килеççĕ.
– Чăвашсен ача-пăча юррисем сахал теççĕ. Мĕн шухăшлатăн ку тĕлĕшпе?
– Сахал, чăнах та. Композиторсен пĕрлĕхĕ саланнă. Чылай чухне эстрада артисчĕсем хăйсем валли хăйсемех юрă (сăввине те, кĕввине те) çырма хăтланаççĕ. Паллах, айванла пулса тухать. Манран та юрă пырса ыйтаççĕ. «Эпĕ композитор мар вĕт-ха», – тетĕп.
– Малтанхи юрăсем хыççăн репертуарунта мĕнле паллă çĕнĕ юрăсем çуралчĕç?
– «Кĕрекере ларса савăнар», «Чăваш Ене килсе курсамăр», «Кай вăрласа», «Сик-тух!», «Мухтав юрри», «Ăрăмларăм» тата ытти те.
– Санăн çÿç Валентина Толкуновăпа пĕр пекки тĕлĕнтерет. Мĕнле пăхса çитĕнтеретĕн ăна?
– Ку вăл, чăнах та, манăн хамăн сăнар. Эпĕ хама урăхла курмастăп, касма та шухăшламастăп, сăрламастăп. Çÿçе ятарласах тем тумастăп, çынсем çăвакан шампуньпе çăватăп, тепĕр чухне – çăмартапа. Çамрăк чухне пĕрре парикмахерскинче кăтралатрăм та кайран сцена çинче хамăн юрăсемпе килĕшменнине туйрăм. «Ăрăмларăм» юрăра вара эпĕ çÿçе салатса юрлатăп. Вăл мана çак юрă сăнарне пуянлатма пулăшрĕ.
Халĕ манăн хĕрĕм ÿсет – 11 çулта. Унăн та çавăн пек çÿç.
– Вăл та эстрада артистки пуласшăн-и?
– Çук, дизайнер пуласшăн. Хăйĕн сасси те аван, ташлама та, юрлама та пултарать. Ал ĕç тума ăста, анчах эпĕ ăна хистеместĕп, чармастăп та. Юрăç пултарасах та килмест. Пирĕн професси питĕ канăçсăр. Хăвна яланах çирĕп алăра тытмалла.
– Эсĕ пĕр вăхăт самай тулличчĕ, халĕ питĕ çинçелсе кайрăн, хĕрача пек пулса тăтăн. Хăвăн диета вăрттăнлăхне пĕлтермĕн-и вулакансене?
– Артистăн хитре пулмалла. Сцена çине тухса тăрсан илемсĕр артиста камăн курас килĕ? Диетăсем тĕрлĕрен пур. «Кремль диети» çинчен те илтнĕ пуль? Ытлашши çимелле мар, пурте вăхăтлă кирлĕ. Апата суйласа çимелле. Диета пирки кам кăна ыйтса пĕлмерĕ ĕнтĕ манран.
– Фанатсем аптратмаççĕ-и?
– Пирĕн патра çук пуль вĕсем. Мускаври артистсем хыççăн чана ушкăнĕ пек вĕçсе çÿреççĕ. Мана та «юрататăп» текен нумай-ха, анчах тĕл пулăва чĕнни пулман. Урамра «Ав, Уляндина пырать» тесе пÿрнепе тĕллесе кăтартнине вара час-часах куратăп.
– Эстрадăри артистсене пурте пуян теççĕ. Теприсем хăйсемех мухтанса каласа параççĕ. Шоу-бизнес сана тивĕçтерет-и?
– Чăвашра шоу-бизнес çук. Хăшĕ-пĕрисем хăтланкаласа пăхрĕç те, пулсах пĕтеймерĕ пулмалла. Ют çынна продюсер тăваймастăн, укçа-тенкĕ çынна шанса пама хăратăп. Эпĕ хам валли урăхларах çул-йĕр суйласа илнĕ, пурнăç йĕрки те манăн вĕсеннинчен уйрăлса тăрать. Сцена çинче манăн юрăç кăна мар, артистка та пулмалла. Эпир, «Чăваш ен» ансамбль, лăпкă ĕçлетпĕр. Филармони ертÿçисем – Николай Казаков, Валентина Салихова – пирĕн ĕçе тĕплĕ йĕркелесе пыраççĕ.
– Пултарулăхра мĕнле çĕнĕ утăм тума хатĕрленетĕн?
– Çĕнĕ юрă хатĕрлерĕм – «Кĕлĕ». Эпĕ фонограммăпа юрлама юратмастăп, чĕррĕн юрланă чухне чун канать, савăнать, хăвăн пултарулăхупа хăв савăнатăн. Чăн-чăн юрăçăн яланах çĕнĕ юрă шырамалла, çулталăкра пĕрре те пулин халăх умне çĕнĕ юрăпа тухмалла. Манăн, сăмахран, романссем юрлас килет, анчах ăна юрлама «пиçсе çитес пулать». Унта хăйне майлă философи пур, пурнăç историйĕ, чуна тыткăнлакан сюжет.
Юрăç ĕçне эпĕ преподаватель тивĕçĕпе пĕрле пурнăçласа пыратăп. Опытпа ăсталăх çулсем иртнĕçемĕн туптанаççĕ. «Чăваш ен» ансамбльти хĕрсене Анастасия Сидиковăпа Анастасия Батюковăна хам вĕрентсе кăларнă, çак ансамбле илме хатĕрленĕ.
– Кам хатĕрлет сирĕн костюмсене?
– Пирĕн хамăрăн художник-костюмер пур – Катя Танюшкина. Çĕнĕ идейăсем çĕклеме пĕлекен çамрăк художница.
– Сан çине пăхсан –яланах хаваслă та илемлĕ сăн. Хĕрарăм телейĕ пур-и?
– Çын пур енчен те телейлĕ пулма пултараймасть. Эпĕ иккĕ качча кайнă, анчах çемьеллĕ пурнăçра телей çук. Телее кашни хăйне май ăнланать. Маншăн вăл – пултарулăхри ăнăçу, халăх сана йышăнни, пурнăçра хăвăн çулна тупма пултарни.
– Юрă тĕнчинче тытăнса тăма, сан шухăшпа, мĕн кирлĕ?
– Юрă кирлĕ! Лайăх юрă. Укçа та, костюм та, аранжировка та кирлĕ. Паллах ĕнтĕ, чи малтан пуян та илемлĕ сас, пултарулăх кирлĕ.
– Хавхалантарса тăракан чи çутă ĕмĕт пур-и?
– Чунра хальлĕхе пушă-ха. Пурнăçран кĕтетĕп.
ДОСЬЕ:
АВГУСТА ВАСИЛЬЕВНА УЛЯНДИНА
çуралнă: 1971 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче
ăçта: Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче
ашшĕ-амăшĕ: Уляндин Василий Ефимович, шофер, Уляндина Римма Афанасьевна, колхозница
вĕреннĕ: Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Чулхулари М. Глинка ячĕллĕ консерваторире, Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче 3 çул куçăнсăр майпа аспирантурăра
ĕçленĕ: 1996-1997 çулсенче – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, 2000 çултанпа – Чăваш патшалăх университетĕнче, 2010 çултанпа филармонире «Чăваш ен» ансамбле ертсе пыма пуçланă
ят-сум: ЧР тава тивĕçлĕ артистки, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, Пĕтĕм Раççейри халăх юррисене юрлакансен Лидия Русланова ячĕпе хисепленекен конкурс лауреачĕ, вăл ертсе пыракан «Чăваш ен» ансамбль 2011 çулхи ноябрьте «Талантсен çăлтăр кăшăлĕ» ятпа иртекен тĕнчери халăхсен конкурсĕнче «Наци пурлăхĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулнă.
БЛИЦ-ОПРОС
- Мĕнле тĕс юрататăн?
- Ăшă тĕс.
- Гороскоппа кам?
- Пулă.
- Пирус туртатăн-и?
- Çук.
- Мĕнле эрех юрататăн?
- Юратмастăп.
Минкультуры Чувашии