Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихçан сÿнми çăлтăр

24 марта 2012 г.

Çамрăксене ун пирки каласа кăтартмаллах. Паллă артиста тухиччен унăн колхозра ĕçлеме те тÿр килнĕ, кĕтÿ кĕтме те, Тăван çĕр-шыв вăрçине хутшăнма та тивнĕ. Пур çĕрте те хăйĕн пирки ырă ят хăварнă. Вăрçăран II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕпе таврăннă, сцена çинчи ĕçĕсемшĕн /300 яхăн роль калăпланă/ «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. Унăн ячĕ - Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекинче. Пурăнас тăк пурин çинчен те еплерех пысăк хавхаланупа каласа кăтартаятчĕ: ачалăхне аса илетчĕ ахăр, артиста тухас тесе килтен вăрттăн тухса кайни пирки те пĕлтеретчĕ, чĕр чунсен «чĕлхипе» «калаçса» кăтартатчĕ, Кĕлпук мучин шăпипе паллаштаратчĕ...

Вулавçă, сăмах кам пирки пыни пирки ăнкарса илтĕн-и? Тĕрĕс, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Ефим Никитин çинчен. Пурăннă пулсан юратнă артистăмăр пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Шел, 2000 çулхи хура кĕркунне вăл çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Унăн ятне асăнсанах куç умне пурте пĕлекен «Кай, кай Иванари» Куçакпа Йăкăнат, «Кушарти» Мăрсай, «Ялта» драмăри Муççа, «Судра» спектакльти Ухтеркке, «Икĕ каччăн пĕр шухăшри» Çĕтĕк Ваççа тухса тăраççĕ.

Вăл çуралнă кун Чăваш академи драма театрĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе, йĕркелесе пычĕ ăна. Ефим Никитин - артист-легенда - пирки ăшă кăмăлпа аса илчĕ Валерий Николаевич. «Ун пирки урăхла мелпе каласа кăтартма çук. Вăл сцена çинче те, пурнăçра та ырăпа, ăшăпа «тулса» тăратчĕ, - терĕ. - 1943 çулта Чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă та мĕн çĕре кĕричченех унпа çыхăну татман. Вăл хăйне евĕрлĕ артистчĕ, ун пекки урăх çук. Унăн вырăнĕ халĕ те пушă».

Ефим Никитича артистсенчен чи нумайрах пĕлекенни - СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Унпа вĕсем стационарти сцена çинче çеç мар, гастрольте те уйăхĕ-уйăхĕпе çÿренĕ.

Вера Кузьминична хăйĕн ĕçтешĕ чĕрĕ, йăрă, лăпкă пурнăç мĕнне пĕлмен çын пулни пирки аса илчĕ. «Пĕр-пĕр яла çитеттĕмĕр те - Ефим волейболла, шашкăлла выляма, пулă тытма е шыва кĕме васкатчĕ. Пĕррехинче артистсем яла декораци машининчен маларах çитнĕ, спектакль пуçлама та вăхăт - машина çав-çавах çук. Халăха пустуй кĕттерес темерĕ Никитин. Юптарусем калама пуçларĕ. Çапла 1,5 сехет иртрĕ».

Раççей халăх артистки Нина Яковлева тата Ефим Никитин - ентешсем, Вăрмар районĕнчен. Çак ентешлĕх, тăванлăх туйăмĕсем те çывăхлатнă вĕсене. 40 çул пĕр сцена çинче. Миçе спектакльте пĕрле тухман-ши вĕсем? «Кай, кай Ивана» камите çеç 21 çул вылянă. Акă хальхинче те Чăваш телекуравĕ çырса илнĕскерĕн пĕр сыпăкĕпе киленме май килчĕ. Йăкăнат ролĕнче - Ефим Никитин, Паша - Нина Яковлева.

Пичет ветеранĕ, «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат редакторĕ пулнă Демьян Семенов Ефим Никитича драматург пек уçса пачĕ. Ыттисем те - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Любовь Федорова, Чăваш халăх артисткисем Анна Кутузова, Светлана Михайлова-Ефимова, хĕрĕ Ирина Егорова, ентешĕсем - Вăрмар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Ирина Дмитриева, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Агеев - хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. «Арапуç хĕрĕсем» ушкăн, театр артисчĕсем пуçтарăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Тĕлĕнмелле артистпа эпĕ те тĕл пулнă. Пĕр юбилейĕ тĕлне интервью пичетленĕччĕ. Кĕскен те пулин аса илесшĕн çав тĕл пулăва.

- Эсир - чăваш театрĕн аксакалĕ. Спектакльсенче вылятăр, ачасемпе тĕл пулатăр, пьесăсем çыратăр... Пурин çинчен те манса чăнах та канма вăхăт çитни пирки шухăшласа пăхман-и?

- Рольсĕр юлни - маншăн чи пысăк асап, - терĕ Ефим Никитич. - Манăн тăн, сас пур-ха. Юрлама та пултаратăп, апла - театршăн ĕçлетĕп.

Театр пуласлăхĕ те шухăшлаттаратчĕ ăна.

- Паянхи пурнăç театр ĕçченĕсен çирĕплĕхне тĕрĕслет, - тенĕччĕ ун пирки. - Чылайăшĕ коммерци çул-йĕрне суйласа илсе сценăпа сыв пуллашрĕ. Театра чунран парăннисем çинче тытăнса тăрать те чăн-чăн искусство.

Ефим Никитина хăй пирки туллинрех, тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăм.

- ФЗУра вĕрентĕм. Драмкружокра юмах лартрăмăр, - аса илÿпе ачалăха таврăнчĕ артист. - Мана тилĕ ролĕ лекрĕ. Эпĕ, тÿнтерле кĕрĕк тăхăннăскер, урайĕнче вилнĕ тилĕ пек пулса выртатăп. Пулăç ролĕнчи ача мана: «Тилĕ вилнĕ, анчах унăн тирĕ паха», - тесе хырăмран урипе пĕтĕм вăйпа тапрĕ. Ыратнине чăтаймасăр сасăпах макăрса ятăм.

Эх, пĕрремĕш класра та виçĕ çул ларма тивнĕ манăн. Акă пĕрремĕш хут шкула пытăм. Учитель вĕрентме тытăнчĕ. «Автан пекки «а», пĕкĕ пекки - «п», кĕрепле евĕрли «т» сас палли пулать», - тет. Унтан çакăн пек ыйту пачĕ: «Тĕнчере мĕн чупать?» Эпĕ ним шухăшласа тăмасăрах «пăсара» тесе кăшкăрса ятăм. Вĕрентекен хăлхаран туртрĕ те: «Эсĕ, ачам, аннÿ хыçне кайса вырт, пăсара», - тесе шкултан кăларса ячĕ.

- Анне, пăсара чупмасть-им? - тесе ыйтатăп унран.

- Мĕнле чупмасть пултăр, пур-çук чăх-чĕпе вăлах тытса пĕтерчĕ, - тет анне.

Иккĕмĕш çул та пĕрремĕш класран вĕренсе тухасси пулмарĕ. Пирĕн ялсем, Арапуçĕнчи 25 кил, Алтай тăрăхне тухса кайрĕç. Эпир те пултăмăр унта. Виççĕмĕш хут пĕрремĕш класа вырăс ачисемпе çÿреме пуçларăм.

Кăшт çитĕнсен артист пулас ĕмĕтпе виçĕ тус - Петя, эпĕ, Мишша Мускава тухса кайрăмăр. Сергачра тытса чарчĕç. Пире тавар турттаракан пуйăсăн тĕтĕмĕ хуп-хура туса лартнă. Çапкаланчăксем тесе виçсĕмĕре те Хусанти пĕр приюта ăсатрĕç. Унтан тухса тартăмăр та яла таврăнтăмăр.

Çапах та Ефим Никитич Ленинградри искусствăсен институтне вĕренме кĕнĕ. Аркадий Райкинпа пĕр вăхăтра пĕлÿ илнĕ. Шел, нумай вĕренеймен, Чăваш Ене таврăннă. 1933 çулта Шупашкарти музыка, театр техникумне вĕренме илнĕ.

Çакăн хыççăн сцена çинче тăтăшах курма пулнă ăна. 1943 çултанпа Чăваш драма театрĕнче.

Сăнара ытла пултаруллă калăплани тепĕр чух çемьере харкашу та çуратнă-мĕн. Вăл мăшăрĕпе - Ольга Самоваровăпа - колхоз театрĕнче ĕçленĕ чухне «Нарспире» Сетнере вылянă. Нарспи ролĕнче - Мария Бикулова. Çав тери лайăх вылянă пулĕ. Арăмĕ, кĕвĕçнипе, Ефим Никитичран уйрăлса кайнă. Тăхтаман рольне куçсан тин каялла таврăннă. Çапла вăл - артист пурнăçĕ...

- Тăван ашшĕ-амăшĕпе куçаруçăпа çеç калаçакансем те, ют арăмсене куç хывакан пуçлăхсем те, эрех ĕçтермесĕр пĕр ĕç те тума шухăшламан вăй питти арçынсем те пур-ха. Эх, вĕсене тепре, 20-30 çул каялли пек, «çунтарса» илесчĕ, - тенĕччĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ, тăван театрăн нихăçан сÿнми çăлтăрĕ.

Минкультуры Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика