28 марта 2012 г.
Мартăн 22-мĕшĕнче пирĕн паллă ентеш, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Е.Никитин пурăннă пулсан 100 çул тултарнă пулĕччĕ.
Вăл çуралнă кун Чăваш академи драма театрĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ В.Яковлев ертсе йĕркелесе пычĕ ăна. Е.Никитин - артист-легенда - пирки ăшă сăмахсемпе аса илчĕ Валерий Николаевич. «Ун пирки урăхла мелпе каласа кăтартма çук. 1943 çулта Чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă та мĕн çĕре кĕричченех унпа çыхăну татман. Ефим Никитич пекки урăх çук. Артистăн вырăнĕ халĕ те пушă».
Ефим Никитича артистсенчен чи нумайрах пĕлекенни - СССР халăх артистки В.Кузьмина. Унпа вĕсем стационарти сцена çинче çеç мар, гастрольсенче те уйăхĕ-уйăхĕпе çÿренĕ.
Раççей халăх артистки Н.Яковлева тата Е.Никитин - ентешсем. Çак ентешлĕх, тăванлăх туйăмĕсем те çывăхлатнă вĕсене 40 çул пĕр сцена çинче. Миçе спектакльте пĕрле тухман-ши вĕсем? «Кай, кай Ивана» камите çеç 21 çул вылянă.
Пичет ветеранĕ, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакторĕ пулнă Д.Семенов Ефим Никитича драматург пек уçса пачĕ. Ыттисем те - Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткисем Л.Федорова, А.Кутузова, С.Михайлова-Ефимова, хĕрĕ И.Егорова, ентешсем - Вăрмар район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев паллă артиста аса илчĕç. «Арапуç хĕрĕсем» ушкăн, театр артисчĕсем пуçтарăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Арапуçсем те ентеш юбилейне анлă паллă турĕç. Мартăн 24-мĕшĕнче ялти асăну каçне К.Иванов ячĕллĕ академипе драма театрĕнчен паллă артистсем килсе çитрĕç. В.Кузьмина, Н.Яковлева - СССР халăх артисткисем, Л.Федорова - Чăваш Республикин халăх артистки, В.Семенов - Чăваш Республикин халăх артисчĕ, С.Иванов, Н.Кузьмина - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем. Унсăр пуçне Шупашкартан Чăваш радио шеф-редакторĕ О.Туркай, Чăваш Республикинчи Çеçпĕл фончĕн ертÿçи В.Туркай килнĕ.
Асăну каçне Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев уçрĕ. Ун хыççăн сăмах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин илчĕ. Вăл Ефим Никитина Вăрмарсен историйĕнче питĕ паллă та мухтавлă çын пулнине палăртрĕ. В.Туркай Епхим мучи ячĕпе асăну хăми уçмалли çинчен тата паллă артистăн аса илĕвĕсене уйрăм кĕнекепе пичетлесе кăлармаллине палăртса хăварчĕ. О.Туркай вара Арапуçсене Епхим вуланă юптарусен дискне парнелерĕ. Е.Никитин ачисем те пулчĕç асăну каçĕнче. Ăшă сăмахсем каларĕ хĕрĕ Ирина. Ывăлĕ Володя вара юрласа та пачĕ. В.Немцев художник ÿкернĕ Ефим Никитин портретне парнелесе хăварчĕç ывăлĕпе хĕрĕ Арапуçĕнчи тавра пĕлÿ музейне. Ун хыççăн Арапуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ концерчĕ пулчĕ. И.Максимова ертсе пыракан ача садĕнчи фольклор ушкăнĕ, Арапуçĕнчи шкул ачисем, В.Быков, Р.Петрова ертсе пыракан пултарулăх ушкăнсем концертра хутшăнчĕç. Т.Белова ертсе пыракан драма кружокне çÿрекенсем вара Е.Никитин çырнă «Пĕрисем - уя, теприсем - туя» мыскарине лартса пачĕç. Çынсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Юлашкинчен вара сцена çине К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем тухрĕç. Мĕнле хытă савăнтарчĕç вĕсем ял халăхне. Юрларĕç те, ташларĕç те, спектакльсенчи сценăсене те вылярĕç, Епхим мучине аса илсе чылай кулăшла самантсене выляса кăтартрĕç.
Чылайччен тăсăлчĕ асăну каçĕ. Ырă кăмăлпа килĕсене саланчĕç Арапуçсем, курма килнĕ хăнасем. Нихăçан та манмăпăр эпир сана, Ефим Никитич. Эсĕ яланах пирĕн асăмра пулăн ĕмĕрех.
Минкультуры Чувашии