Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитрĕ те - тĕлĕнтерчĕ

24 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Балет пирки мĕн каламалла-ха? Вăл çамрăклăха, чĕрĕлĕве, черченлĕхе, илемлĕхе аса илтерет. Çак уяв шăпах çуркунне иртни те хăйне евĕрлĕ: çут çанталăкпа пĕрле эпир те, пирĕн чун та çĕнĕрен вăй илет, чечекленме пуçлать.

Кăçалхи фестиваль уйрăмлăхĕ - наци темине хускатни. Пирĕн пĕрремĕш балет - «Сарпике» - çĕнелсе таврăнчĕ. Сцена çинчи ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн.

Уявăн иккĕмĕш каçĕнче куравçăсем Коми патшалăх оперăпа балет театрĕн «Яг-Морт» спектаклĕпе паллашрĕç.

Коми халăхĕн асăннă эпосĕ композиторсене кăсăклантарнине илтнĕ-ха. Иртнĕ ĕмĕр варринче Яков Перепелица композитор Яг-Морт /вăрман çынни/ сюжечĕпе çырнă произведение хореографсем ырласа йышăннă. Ăна темиçе хут та лартнă, Шупашкара вара Борис Мягков балетмейстерăн спектакльне илсе килнĕ. Яг-Морт партине Роман Миронов ташларĕ, Райда партине - КР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Супрун, Туган партине - Ренат Бикмухаметов.

Фестивалĕн виççĕмĕш каçне Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕн «Шурале» спектаклĕ илемлетрĕ.

Çак юмах тутарсемшĕн çеç мар, ытти халăхшăн та çывăх. Фарид Яруллин композитор хайлавĕ унчченхи Совет Союзĕпе чикĕ леш енче те палăрнă. Шел те, çур ĕмĕр ытла куравçăсене тĕлĕнтернĕ «Шурале» Шупашкара тин çеç çитрĕ. Çитрĕ те - пурне те тĕлĕнтерчĕ. Юмах сюжечĕ паллă, эпир ун пирки пĕлнĕ, вуланă. Куравçăсене вăл хăйĕн асамлăхĕпе, чăн-чăн профессионаллăхĕпе тыткăнларĕ. Ташăçсен ăсталăхĕ, пултарулăхĕ пирки çÿллĕ шай темелле. Унсăр пуçне сценăна, артистсене «тумлантармалла» вĕт, юмахри пек тумалла. Ку енĕпе те пирĕн кÿршĕсенчен вĕренмелли пурах.

Куравçăсен тавĕ çапларах пулчĕ: спектакль вĕçленсен ура çине тăрса «Маттур!» тесе хавхалантарса чылайччен алă çупрĕç. Иккĕленместĕп: çак каç залра ларакансем театртан çĕнĕ, хавхалануллă туйăмпа тухрĕç. Çак саманта, пулăма çырса кăтартма йывăр, ăна - туймалла, курмалла...

Вун улттăмĕш фестиваль гала-концертпа вĕçленчĕ. Хальхинче вăл тĕнче шайĕнче иртнине хăнасем - Коике Саори /Япони/, Роман Михалев /Франци/, Владимир Ипполитов /Швейцари/ çирĕплетрĕç. Концерт программине çавăн пекех Игорь Колб /Мариинка театрĕ, Питĕр/, Вера Арбузова, Михаил Венщиков /Михайлов театрĕ, Питĕр/, Егор Мотузов /Кремль балечĕн театрĕ, Мускав/, хамăрăннисенчен Татьяна Альпидовская, Айдар Хисамутдинов, Елена Лемешевская илем кÿчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика