Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виталий Иванов: «Этнопарк тума ĕлкĕрейменнишĕн ÿкĕнетĕп»

02 июля 2012 г.

Чăваш Енĕн паллă этнографĕ, патшалăх ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, ЧР ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Патшалăх премийĕн икĕ хут лауреачĕ Виталий Иванов çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче 60 çул тултарать.

Виталий Петрович Пушкăрстанри Пишпÿлек районне кĕрекен Вишневка ялĕнче çуралнă. Сăмах май, тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра вырнаçнă вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче эпĕ те пулнăччĕ Вишневкăра. Ăсчахăн ашшĕпе амăшĕ пурăнакан çурта та кĕрсе курнăччĕ. Халĕ те куç умĕнчех авкаланса юхакан шыв хĕрринче çÿллĕ йăмрасемпе черчен чиесен айĕнчи чăваш ялĕ.

Сăмахăма юбилярпа çыхăнтарса çакна каламалла: вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне /1976/, СССР Ăслăлăх академийĕн Этнографи институчĕн аспирантурине /1980/ пĕтернĕ. 1981-1982 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх секретарĕнче, археологипе этнографи пайĕн пуçлăхĕнче, директор çумĕнче ĕçленĕ, 1997 çултан - ертсе пыракан, 2006 çултан - ăслăлăхăн тĕп сотрудникĕ. 1993-1996 çулсенче - ЧР культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ.

Виталий Иванов тĕпчевĕсен тĕп енĕсем - чăвашсен этнодемографийĕ, этника историйĕ, чăваш диаспорин этнокультурине упраса хăварасси тата малалла аталантарасси, Чăваш Енри халăхсен хушшинчи хутшăнусем. Вăл - 150 ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра 20 яхăн монографипе брошюра авторĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн директорĕ.

- Виталий Петрович, эсир Пушкăртстанра Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн тăван кĕтесĕпе Слакпуçпа кÿршĕллĕ ялта çуралса ÿснĕ. Вишневка пирки кĕскен те пулин каласа кăтартăр-ха.

- Манăн ялăм Слакпуçран çичĕ çухрăмра. Константин Иванов поэт ача чухне çак тăрăхран иртекен çулпа Хушăлкари тăванĕсем патне темиçе хут та иртсе çÿренĕ. Ячĕ те пур унăн - Хушăлка çулĕ.

Ялăм çамрăк. Ăна манăн асатте Михаил Васильевич 1922 çулта никĕсленĕ. Унччен несĕлсем Хушăлкара пурăннă.

Тăваттăмĕш класчен ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, унтан - Хушăлкара. Çавăн чухнех Авалхи Греци, Рим историйĕпе кăсăкланма пуçланă.

Асатте çав вăхăтшăн вĕреннĕ çын пулнă, ял Канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Вăл Константин Ивановăн Слакпуçри музейне йĕркелекенĕпе Петр Кудряшовпа туслă пулнă. Эпĕ те ас тăватăп ăна. Кудряшов вара Чăваш кĕнеке издательствин директорĕпе Петр Золотовпа çыру çырса тăнă. Манăн кукаçин ашшĕ Иван Иванов кÿршĕллĕ Соловьевка ялĕнче пурăннă. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Çĕрпÿпе Шупашкар районĕсенчен куçса пынă чăвашсем чăмăртанă.

- Эсир, паллах, Соловьевкăра та пулса курнă ĕнтĕ?

- Паллах. Мăн кукаçи сĕтелĕ çинче яланах пыл, çу, çырла савăчĕсем ларатчĕç. Унăн пĕр хĕрĕ, Елизавета Ивановна, Петр Золотов мăшăрĕ пулнă. Вĕсем Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Çуллахи вăхăтра Пушкăртстанра та пулатчĕç, кĕнекесем илсе килетчĕç. 1965 çулта Петр Терентьевич мана Василий Каховскин «Происхождение чувашского народа» кĕнекине парнелерĕ.

- Ăнланмалла: акă ăçтан пуçланнă эсир чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăкланасси. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăнах ĕçлеме пуçларăр-и Ăслăлăх тĕпчев институтĕнче?

- Пире институт директорĕ Василий Димитриев профессор вĕрентетчĕ. Питĕ çирĕп ыйтатчĕ экзаменра. Çапла пиллĕкмĕш курс пĕтериччен пĕррехинче хăй патне чĕнтерчĕ, пирĕн малашлăх тĕллевĕпе кăсăкланчĕ. Этнографи енĕпе ĕçлес шухăша пĕлтертĕм. Çулла вара мана тата пĕрле вĕреннĕ Иван Бойкăна ĕçе илчĕ.

- Ăслăлăха çул тытрăн тăк малала вĕренмелле, аталанмалла...

- Тĕрĕс. СССР Ăслăлăх академийĕн Н.Н.Миклухо-Маклай ячĕллĕ Этнографи институчĕн аспирантурине куçăмлă майпа вĕренме кĕтĕм. Унтан таврăнсан пĕр çулталăк ăслăлăх секретарĕнче вăй хутăм, кайран археологипе этнографи пайĕн заведующийĕ, директор çумĕ...

- Виталий Петрович, эсир ЧР Культура министерствине ертсе пынă тапхăр пирки чарăнса тăмаллах. Хăвăр енчен мĕнле çĕнĕлĕх кĕртме пултартăр çак ĕçре?

- «Лава» 3,5 çул туртма тиврĕ. Ас тăватăр пулĕ 90-мĕш çулсен пуçламăшне: ĕç укçи вăхăтра параймастпăр, забастовкăсем... Çапах та культура ĕçченĕсен хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе йывăрлăха чăтса ирттертĕмĕр.


Министерство ятĕнче «наци ыйтăвĕсем» сăмахсем хушăнни чăваш диаспоринче, çавăн пекех республикăри ытти халăхăн наци-культура пĕрлĕхĕсене йĕркелессипе çине тăрса ĕçлеме тиврĕ. Раççейĕн 14 регионĕнчи министерствăпа килĕшÿ тунăччĕ. Пысăк çитĕнÿсенчен пĕри - хисеплĕ ята тивĕçнисене, Тутарстанри пек, хушса тÿлемелле туни. Çавăн пекех çак тапхăрта Хор капеллине, Юрăпа ташă ансамбльне «академи» ят пама май килчĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн строительствине пуçларăмăр.

- Виталий Петрович, сăмахăмăра сирĕн тĕп ĕçĕрпе çыхăнтарасшăн. Паян иртнĕ ĕмĕрсенче чăвашсем çĕр-шывăн тĕрлĕ районне мĕн чухлĕ куçса кайнин чăн шайлашу виçине палăртма пулать-и?

- Ревизи-çырав материалĕсен кăтартăвĕсене тĕпе хурса шутланă тăрăх - XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчен паянхи кун таран урăх вырăна пурăнма каякансен йышĕ пысăкланса пынă. Енчен те 1719-1723 çулсенче хальхи Чăваш Енĕн тулашĕнче пĕтĕм чăвашăн 11 проценчĕ пурăннă пулсан, 1795 çулта - 36,6%, 1989 çулта вара - 50,8%.

Истори упраса хăварнă кăтартусем тăрăх - революциччен хальхи Чăваш Ен территорийĕнчи чăваш хресченĕсем ытти çĕре пурăнма куçасси темиçе тапхăрпа иртнĕ.

Малтанхи вăхăтра /XVII-XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри/ Урал тăрăхне, Çĕпĕре куçарасси патшалăхăн политикипе килĕшÿллĕн пулса пынă. XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррипе XIX ĕмĕрте вара хресченсем хăйсем тĕллĕн тухса кайнă. Тĕп сăлтавĕсем: хăйсен авалхи тĕнĕпе сыв пуллашас мар тени, çĕр сахалли тата феодалсен пусмăрлăхĕ вăйланни.

- Тата çакăн пек шухăшлакансем те пур: халăхăн этнографи ушкăнĕсенчен миграци хастарлăхĕпе палăрса тăраканни анатрисем пулнă-мĕн. Эсир мĕн шухăшлатăр?

- Халĕ те çаплах. Пур енне те пысăк йышпа çула тухаканĕсенчен ытларах пайĕ - вĕсем.

- Этнологи, ытти ăслăлăхпа танлаштарсан, халăхăн иртнĕ кун-çулне çеç мар, обществăн хальхи тапхăрне те тĕпчет. Чăваш халăхĕ паян мĕнлерех сĕмсемпе уйрăларах тăрать?

- Хальхи вăхăтра халăхăн хăй ăнланулăхĕн тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - деэтнизаци /халăх е унăн хăш-пĕр сийĕ хăйĕн халăхлăх паллисене çухатни/. Çакă тăван чĕлхене çухатнинчен пуçланать. Çырав кăтартăвĕсем тăрăх - асăннă пулăм ытларах диаспорăшăн пĕлтерĕшлĕ.

- ССР Союзĕнче хутăш çемьере çитĕннĕ ачасен хăйсем хăш халăх çынни пулнине паспорт илнĕ чухне палăртма май пулнă. Халĕ паспортра пиллĕкмĕш пункт çук. Çак пулăм çитĕнекен ăрăвăн хăй ăнланулăхне мĕнле витĕм кÿрет?

- Ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн шухăшăмпа - паспортра наци паллине пăрахăçлани пысăк йăнăш пулчĕ. Çак графана хăвармаллахчĕ.

- Глобализаци витĕмĕ ÿссех пырать. Вăл пире хăш енĕпе сиен кÿрет?

- Глобализаци чи малтанах наци культурисене пырса тиврĕ. Писательсем, ÿнерçĕсем, ăсчахсем «чан» çапма пуçларĕç. Глобализаци халăхсен культуринчен наци сĕмне «силлесе» кăларать. Унран хÿтĕленмелли майсем тĕрлĕрен. Сăмахран, яппунсем, китайсем ăна хăйсене кирлĕ пек йĕркелесе тытса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем экономикăпа техникăра çеç мар, наци йăли-йĕркине, культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе те малта пыраççĕ.

- 2010 çулхи çырав умĕн наци интеллигенцийĕн пĕр пайĕ чăвашсене «сувар» тесе çыртарма чĕнсе калани пулчĕ. Эсир ун пирки мĕн шухăшлатăр?

-Тăм чÿлмеке темле ят парсан та вăл - чÿлмекех. Суварсем - пирĕн тăхăмсем.

- Мĕн пирки ÿкĕнетĕр? Унашкалли пур-и?

- Министрта ĕçленĕ тапхăрта тĕп хулара этнопарк тума ĕлкĕрейменнишĕн. Çуртăн проектне хатĕрлеме хушнăччĕ, укçа та уйăрнăччĕ. Правительствăран кайнă хыççăн çак ыйтупа ĕçлекен çын пулмарĕ.

- Эсир «Оренбурггазпром» ООО генеральнăй директорĕ пулнă Василий Николаевпа чылай кĕнеке кăларма пултартăр. Пĕр-пĕрне мĕнле тупрăр?

- Кун-çулăмăн йывăр тапхăрĕсенчен пĕринче /1998 çулта В.Ивановăн аслă ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ. - Ред./ тĕл пултăмăр. Пирĕн тата В.Димитриевăн пĕрлехи пĕрремĕш ĕç «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кĕнеке пулчĕ.

Çакăн хыççăн К.В.Иванов ячĕллĕ Историпе культурологи тĕпчевĕсен фондне йĕркелерĕмĕр. Кĕçех «Чăваш тумĕ. Аваллăхран паянлăха» кĕнеке кун çути курчĕ.

- Фонд хальхи вăхăтра мĕн ĕçлет?

- Официаллă «пысăк» ăслăлăх вăйĕпе кун çути курайман ĕçсене пичетлетпĕр. Этногенез ыйтăвĕсемпе тĕпчевсем ирттерекенсене, этнокультура проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшатпăр. Фонд патшалăх проекчĕсене те хутшăнать. Сăмахран, 2009 çулта «Чуваши: история и культура» икĕ томлă кĕнеке, 2010 çулта «Образование Чувашской автономии» кăларăм тухрĕç.

- Виталий Петрович, сире «Хыпар» ĕçченĕсен тата вулавçăсен ячĕпе 60 çулхи юбилейпе саламлатпăр. Ăслăлăх ĕçĕнче ăнăçу, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика