24 июля 2012 г.
Чăваш литературинче хĕрарăм-çыравçăсен хушшинче Валентина Элпи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унăн кĕнекисем хăй вăхăтĕнче нумай çынна калаçтарнă, вĕсене кашниех тупса вулама тăрăшнă. Хайлавсенчи сăнарсемпе пĕрле хурланнă та, савăннă та. Ара ун чухне халăх литературăпа ытларах кăсăкланнă. «Малтанхи савни», «Юратнă мăшăрсăр», «Çĕр-шывăн пулас хуралçисем», «Пулас кинсем», «Эпĕ халь телейлĕ», «Тинĕс чечекĕ», «Качча кайсан» тата ытти кĕнеки вулавăшри çÿлĕксем çинче тусанланса выртман. Валентина Элпин - 20 ытла кĕнеке, юлашки - «Пепке çуралсан» - 2006 çулта тухнă. Сăмах май, вăл 2008 çулта «Проза жанрĕнчи чи лайăх вуланакан произведени» номинацире çĕнтернĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Элпи 1913 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Кавалта /Вăрмар районĕ/ сакăр класс пĕтернĕ. Каярах хаçатпа парти шкулĕнче, университетра ăс пухнă. Медицина техникумĕнче вара нумаях вĕренеймен.
Вăрçă хыççăн Валентина Андреевна ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Радиохыпарлавпа телекурав комитечĕн ача-пăча кăларăмĕн редакторĕнче ĕçлеме пуçланă та тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă. Литература анинче 1946 çулта пĕрремĕш утăмсем тунă. 1956 çулта пĕрремĕш кĕнеки - «Куçса çÿрекен çурт» - вулакан патне çитнĕ. Валентина Элпи телейлĕ ачалăх, вĕренÿпе кану пирки ытларах çырнăран ăна ача-пăча çыравçи теме те пулать. Унăн сăнарĕсем пĕчĕккисемпе çамрăксене ырă кăмăллă та ĕçчен, хастар та паттăр пулма вĕрентеççĕ.
Çыравçă пултарулăхĕнче драматурги те хăйне май пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, «Çак кунсен чапĕ каймĕ» драмăна /1959/ вăл Геннадий Пласкинпа пĕрле çырнă. Унта ачасен те аслисемпе пĕр тан вăрçа хутшăнма тивни пирки каласа кăтартнă. Пьесăна хăй вăхăтĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă.
«Пулас кинсем» /1989/ е çакăн йышши тата ытти хайлава вара хĕрарăм çеç çырма пултарать пулĕ. Тĕнчен черчен çуррийĕн кăмăл-туйăмне, савăнăçĕпе куççульне урăх никам та чĕре витĕр сăрхăнтарса хут çине куçараймĕ, чунне уçса параймĕ. Валентина Элпи, хăй те вăрçă çулĕсене тÿссе ирттернĕскер, çепĕç те сăпайлă чăваш пикисем фронтра еплерех нуша курнине, йывăрлăха мĕнле çĕнтернине чуна тивмелле каласа кăтартнă.
Çыравçăн тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ - вăл чăвашсен авалхи ячĕсемпе усă курни. Çакăншăн ăна сăмах та лекнĕ иккен. Сăнарĕсене, калăпăр, Илтимĕр, Киляр, Эхтюк, Улти, Янаш, Шерпике /«Пепке çуралсан»/ мар, «йĕркеллĕ» ятсем парсан кăна кĕнекисем хăвăртрах тухма пултарасса шантарни те пулнă. Çакна çеç калас килет: илемлĕ те çăмăл, пуян чĕлхепе çырнă хайлавсене малашне те юратсах вулĕç.
Валентина Элпипе пĕр çулалли хĕрарăм-çыравçă урăх çук пирĕн. Паян çыравçă еплерех пурăннине пĕлес килет-и санăн, хисеплĕ вулаканăм? Апла ун патне хăнана каяр-ха.
Тĕп хуламăрти çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи пĕр пÿлĕмлĕ хваттер. Чаплă теме çук ăна, сĕтел-пуканĕ те çĕнниех мар. Çапах та çыравçă килĕнче çутăлăхпа ăшăлăх хуçаланаççĕ, кантăкран пăхсан йĕри-таврара йывăç кашлать, кайăксем юрлани илтĕнет.
- Вăрман варринчи уçланкăра пурăннă пекех туятăп хама тепĕр чухне, - манăн шухăша «вуланăн» сăмах хушрĕ кил хуçи.
Пысăк пĕр шкапĕнче - туллиех кĕнеке, çав шутра хăй çырнисем. Валентина Андреевна çемçе пукан çине ларма сĕнчĕ. Эпир ун валли илнĕ чечек çыххишĕн хĕпĕртенĕскер пирĕн пирки тĕплĕнрех пĕлес терĕ ахăр: камсем, ăçтан, мĕн тĕллевпе килнине тĕпчерĕ. «Хыпартан» иккенне пĕлсен вăл та çак хаçат редакцийĕнче /ун чухне «Чăваш коммуни»/ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленине хавасланса пĕлтерчĕ.
99 çула çитсе пыракан çыравçă аванах çÿрет-ха. Анчах хăйĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр саманта çеç мар, çак самантра пулса иртнине те манни пăшăрхантарать ăна. Çакă - ахаль те пĕчченлĕхре иртекен пурнăçра - самаях ура хурать.
- Йăлтах аварие пула, юрать-ха чĕрĕ юлтăм. Ватлăх та хăйĕннех тăвать. Халь тин малалла мар ĕнтĕ, каялла. Пытармастăп: татах та пурăнасшăн-ха, çак тĕнчепе камăн сыв пуллашас килтĕр? Тĕлĕнтерĕп те-и сире: паян манăн нимĕн те ыратмасть, сывлăх енчен хама лайăх туятăп. Урама уçăлма тухатăп, унта ман пек ватă пайтах, вĕсем пурте манран кĕçĕнрех. Ларатпăр çапла çамрăклăха, иртнине аса илсе. Таçта айккинелле каймастăп, çухалса каясран шикленетĕп, - тет Валентина Андреевна.
- Хĕрĕрсем килсе çÿреççĕ-и? Кам пăхать сире? - кăсăклантăмăр эпир.
- Аслине Динăна çирĕмре çуратнă эпĕ. Вăл сакăр вунна çывхарса пырать. Шел, инсульт хыççăн вырăн çинчен тăраймасть. Кĕçĕнни Аза Польшăра пурăнать. Кашни çулах курма килетчĕ, кăçал темле ĕнтĕ. Никамах та çÿремест çав ман патăма. Юрать-ха Лидия Сарине çыравçă манмасть, вăл килсен кăмăл çĕкленет. Чейпе сăйланатпăр, чуна уçса калаçатпăр. Тепĕр чухне Динăн хĕрĕ Марина килсе каять. Хам тĕллĕн апат пĕçерсе çиейместĕп-çке.
- Валентина Андреевна, нумай пурăннин вăрттăнлăхне уçса параймăр-и?
- Тем каламалла ĕнтĕ, шăпа мĕн чухлĕ çырнине пурăнса ирттерес пулать. Тепĕр тесен - çынпа вăрçăнса курман эпĕ. Хам юратнă ĕçре тăрăшнă. Тен, пĕчĕккисемпе хутшăнни те ачалăха, çамрăклăха упраса хăварма пулăшнă-ши? 98 çулти пек туймастăп хама. Нумаях пулмасть пĕр картишри мучисемпе тавлашрăмăр, темĕн пирки ĕнтĕ, ас тумастăп. Çĕнтертĕм вĕт, эпĕ каланиех тĕрĕс пулчĕ. Çапла вĕсен мана чаплă туя ăсталаса пама тиврĕ.
- Сирĕн шухăшăрпа - мĕн вăл телей? Эсир телейлĕ-и?
- Кашни çын телее тивĕçлĕ. Анчах вăл таçтан пĕлĕт çинчен татăлса анмасть-çке. Хăвăн умна лартнă тĕллев пурнăçланса пырсан ăраскаллă теме те юрать пулĕ. Телейлĕ-и эпĕ е çук-и, кун пирки темшĕн шухăшламан. Çынсемпе хутшăнса ĕçлени, çĕнĕ çынсемпе паллашни, çĕнĕ хайлав шăрçаланни, черетлĕ кĕнеке тухни - акă мĕн хавхалантарнă.
- Пултарулăх пирки сăмах тапратрăр тăк - хăвăрăн хайлавăрсенче эсир мĕншĕн ĕлĕкхи чăваш ячĕсемпе усă курнине пĕлес килет...
- Халăхăмăрăн пуян аваллăхĕ вăхăт иртнĕ çемĕн манăçа тухса пыни канăçсăрлантарнă пулĕ. Ун чухне чăвашлăха упраса хăварасси пирки паянхи пек калаçман, хамăршăн кăштах та пулин усă кÿрес тенĕ-ши? Хайлавсене хăйне евĕрлĕрех те тăвать çакă.
- Хĕрĕрсене ят панă чухне çакна шута илес темерĕр-и?
- Дина - тутар, Аза - чикан ячĕ. Ăçтан шыраса тупнă-ши вĕсене? Хам та пĕлместĕп. Çĕнĕлĕх шыранă пулĕ, таçта туртăннă, темĕн курас тенĕ ахăртнех. Ялтан та çавна пулах хулана тухса кайнă ĕнтĕ.
- Хайлавăрсенчи сăнарсем чăн пурнăçранах-и? Е...
- Манăн романсемпе повеçсем, калавсем - хамран, юлташсенчен е ытти çынран пухăннă «чăмăрккасем». Чăн чăваш хĕрарăмĕн шăпи, пурнăçĕ пирки хĕрарăм çеç шăрçалама пултарать.
- Çапах та мĕнле майпа «пиçсе» тухнă-ха вĕсем?
- Ĕçре çырма вăхăт пулман. Килте каллех пушанма çук. Апла пулин те кунĕпех пуçра çÿренĕ шухăшсене хут çине куçарас, кăмăла лăплантарас тесе хама хам «кăкарса» лартма хал çитернĕ.
- Тĕлĕке, тĕшмĕше ĕненетĕр-и?
- Вĕсем хыççăн кайман. Тĕлĕке ывăнман чухне çеç кураççĕ мар-и? Тĕшмĕше ĕненме вăхăт та пулман. Ачамсене ура çине тăратассишĕн ĕçленĕ. Иккĕшне те Мускаври институтсенче вĕрентнĕ. Ыттисенчен нимĕнпе те кая ан пулччăр тенĕ.
- Хăвăрăн пурнăçăрпа паллаштарсамăр.
- Çемьере Миша, Федя, Аркади шăллăмсем, Марье аппа тата эпĕ ÿснĕ. Пирĕнтен инçех мар Эль шывĕ юхса иртет. Хушма ят суйланă чухне çавна шута илнĕ те эпĕ. Çав тери ырă кăмăллă, сăпайлăччĕ пирĕн атте. Вăл сăвай çапнине пăхма çÿренине лайăх ас тăватăп. Эпир аппапа иксĕмĕр ытларах ун çумĕнче пулнă. Анне арки çинчен кĕçĕннисем кайма пĕлместчĕç те-ха. Çакна лайăх ăнланнă, ăна яланах пулăшма тăрăшнă.
Пытармастăп: икĕ хутчен качча кайнă эпĕ. Динăн ашшĕпе нумаях пурăнман. Куçма Турхан /«Сĕве Атăла юхса кĕрет» историллĕ роман авторĕ. - Авт./ - манăн иккĕмĕш упăшка.
- Пурнăçра йывăрлăхсемсĕр пулман ĕнтĕ...
- Ыттисемпе пĕрлĕ вăрçă çулĕсене те тÿссе ирттернĕ. Çăкăр карточкăпа паратчĕç. Ăна илес тесе çĕрĕпе черет тăраттăмăр. Чĕлле алла илсен: «Пĕчĕккĕн çимелле. Хырăма астарма юрамасть», - теттĕм. Сирĕн тата малашнехи ăрусен вăрçа е ытти нушана курмалла ан пултăрччĕ.
- Мĕн туса çитермен пек туйăнать?
- Икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Халăха хамăн ĕçĕмсемпе савăнтарнă, паян та вулаççĕ пулĕ тетĕп. Тата мĕн кирлĕ?
- Кĕçех пĕр ĕмĕр тултаратăр. Мĕн кĕтетĕр эсир унран? Мĕн пирки ĕмĕтленетĕр?
- Валери Туркай сăвăç çĕр çула çитсен хула урамĕсем тăрăх тăрантаспа ярăнтарса çÿреме шантарнăччĕ. Кĕтетĕп-ха, - хавхаланса калаçрĕ Валентина Андреевна.
Эпир тухса кайиччен кăнтăрла иртнĕччĕ ĕнтĕ. Валентина Андреевна пире кухньăна чĕнсе илчĕ, сивĕтмĕшрен пельмень кăларчĕ те ăна пĕçерме, чей вĕретме ыйтрĕ. «Апат çиме ĕлкĕреймерĕм-ха.. Паян эпĕ сирĕн хăнăр, пăхăр мана. Эсир те манпа пĕрле ларăр. Ура çинче ан тăрăр, килти пек пулăр», - тесе кĕштĕртетме пуçларĕ. Сĕтел çине икерчĕ, канфет лартрĕ. Хут çине «Газ плити çине чейникпе шыв лартрăн тăк, çакăнтах лар, ан çывăр. Вĕреме кĕрсен чар. Газ килсе ан тăтăр тесе лайăх пăрса хур», - тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Çапла эпир ăна апатлантарса, чей ĕçтерсе хăвартăмăр.
Часах ярасшăн марччĕ пире Валентина Андреевна, калаçтарчĕ те калаçтарчĕ. Пирĕн пирки ыйтса пĕлчĕ. «Ăнланатăп, çамрăксен вăхăт çук. Час-часах пулмасан та хăш чухне кĕркелесе тухăр. Тен, статья пичетленсен. Хаçатран тесен хаваспах алăка уçăп», - савăнчĕ кинемей эпир килме шантарнине илтсен.
Сирĕнтен кашниех Валентина Элпин пĕр хайлавне те пулин вуланă-тăр. Унти сăнарсем хăйсен телейне тупаççĕ, произведени нумай чухне лайăхпа вĕçленет. Валентина Андреевна хăйĕн «пепкисене», пин-пин вулакана савăнăç валеçнĕ май, хăй те телейлĕ пулма ĕмĕтленнех ĕнтĕ. Ватлăх кунĕсенче пĕччен юлатăп тесе шухăшламан ахăртнех. 98 çулти çыравçăн куллен чуна уçса калаçма никам та çук. Социаллă ĕçчен кун сиктерсе килсе çÿрет-ха ун патне, лавккаран апат-çимĕç илсе килсе парать, апат пĕçерет, çăвăнтарать. Ăна Динăн хĕрĕ Марина тупнă иккен. Хĕпĕртет çакăншăн Валентина Элпи. Ватă çынна нумай кирлĕ-им?
Лидия Сарине:
- Эпĕ ăна пĕрремĕш хут «Тăван Атăл» журналта ĕçленĕ чухне курнă. Илемлĕ шĕлепке, шăлавар тăхăннă, мăйĕнчен ярăм-ярăм шăрçа çакнă. Аллинче - майра карçинкки.
Каярах, 1988 çулта, «Кăкшăм» санаторие ача-пăча çыравçисен семинарне пухăннăччĕ. Ун чухне Ева Лисина, Петĕр Çăлкуç, Юлия Силэм пурччĕ. Кашнин хăйĕн кураторĕччĕ. Эпĕ тата Зоя Нестерова Валентина Андреевна «аллине» лекрĕмĕр. Çакăн хыççăн туслашрăмăр та. Шел, куçĕ курманран Зоя Алексеевна тухса çÿреймест паян. Сăмах май, Элпи Георгий Ефимов поэтпа тата унăн мăшăрĕпе Симăпа, Мария Ухсайпа туслăччĕ.
Валентина Элпин ачисем пирки çакна пĕлетĕп: Дина чĕрепе аптăрать. Вăл икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ: Марина тата Лена. Аза та тахçанах асанне-кукамай ĕнтĕ. Кашни çулах килетчĕ, вăл каялла кайнă чухне Валентина Андреевна питĕ кулянать. Çавăнпа та эпĕ çав кун ун патне каятăп.
Нумай çул туслă пурăннă, хама пулăшнă çынна мĕнле манас-ха? Пурте ватăлатпăр-çке. Пырса кĕретĕп те унăн хваттерне - тăрс! тăрс! сиксе илетĕп. Вăл вара ача пекех хĕпĕртет, авкаланса илет. «Эпĕ паян хăна. Тутлине пĕçерсе çитер-ха», - йăл! кулать Валентна Андреевна кашнинчех.
Çак кунсенче тепĕр хут çыхăнтăм эпĕ Лидия Саринепе. Нÿхреп улми пĕçерсе çинĕ иккен вĕсем. «Çав-çавах пĕччен юласшăн мар. Сире те кĕтет вăл, май пулсан пырса кайма тăрăшăр», - терĕ Лидия Михайловна.