22 сентября 2012 г.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн черетлĕ 80-мĕш юбилейлă сезонне Петр Осиповăн «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» спектакльпе уçрĕ. Куравçăсем ăна «Айтар» ятпа пĕлеççĕ. «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» пьеса - асăннă драмăн пĕрремĕш варианчĕ. Осипов ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çырнă. 1925-26 çулсенче Хусанти чăваш педтехникумĕнче вĕренекенсем сцена çине кăларнă.
Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Петр Николаевичăн икĕ пьесине - «Айтар» /1956/ тата «Сĕрме купăс» /1969/ - лартнă. 2006 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» кун çути курнă, анчах ун чухне ăна тĕрлĕ сăлтава пула пурĕ те икĕ хут çеç кăтартма май килнĕ.
Театр коллективĕ ыйтнипе кăçал ăна çĕнĕрен «чун» панă. Режиссерĕ - ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов.
Тĕлĕнмелле: произведение пĕр ĕмĕре яхăн каялла çырнă, апла пулин те унта хускатнă ыйтусем паянхи тапхăршăн та пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, обществăна чăваш халăхĕн пуласлăхĕ кăсăклантарать. «Айтарăн» пĕрремĕш вариантĕнче шăпах çак ыйтăва та çĕкленĕ.
Мĕнлерех хаклать-ха Айтара спектакль режиссерĕ?
- Театр вăхăт кăларса тăратакан хурава татса пама тăрăшать, - тет Вячеслав Оринов. - «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» ĕçре Айтар - наци лидерĕ. Хăйĕн халăхĕн тĕнне, сумне, çĕр-çĕр çул каяллахи йăли-йĕркине хÿтĕлесе /киремет йывăçне кастармасть. - Авт./ пуç хурать. Ман тĕллев пьесăн хăватлăхне, автор калас шухăша куравçă патне актерсен ĕçĕ витĕр çитересси пулчĕ. Çавăнпа та актерсем ахаль калаçни, выляни çеç çителĕксĕр, вĕсем çав «вăхăтра» пурăнса пăхрĕç, çав туйăмсене чăтса ирттерчĕç. Вĕсем мана ăнланчĕç, спектакль пулса тухрĕ пулĕ тетĕп. Вăл, ултă çул каяллипе танлаштарсан, пачах урăх ĕç. Çак тапхăрта çамрăк артистсен ăсталăхĕ ÿснĕ.
«Пирĕн пурнăç хăтлăхра» спектакльре наци хăй евĕрлĕхне палăртакан пулăм пайтах. Унти юрăсенех илер. Вĕсене Земфира Яковлева педагог, юрăç пуçтарнă. Туй, йăла, вăйă юррисене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ.
Сценăна Георгий Фомиряков ÿнерçĕ илемлетнĕ Халăхăн пуян культурине, илем ăнланăвне, туйăмне декораци, çавăн пекех тум урлă та палăртма тăрăшнă. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи хĕрлĕ виç кĕтеслĕх - усал вăйсене хăратакан паллă. «Куравçă ăна «вулатăр» та аваллăхран вăй илтĕр, хăйĕн тĕнчине пуянлаттăр», - çак шухăша тĕпе хунă художник.
Эпир, «Айтар» спектакле пăхса, итлесе çитĕннисем, Айтара сивленĕ. Вăл вăрă-хурах, пуянлăхшăн ăнтăлакан çын тенĕ. Петр Осиповăн асăннă ĕçĕн малтанхи варианчĕпе паллашнă хыççăн шухăш-кăмăл улшăнать, сăнар çак виçесенчен тарăнрах, пĕлтерĕшлĕрех пулнине туйса илетĕн. Айтар мĕн тери вăйлине, хăватлине ăнланас тесе пуçа тата ытларах «ватма» пуçлатăн.
Минкультуры Чувашии