04 октября 2012 г.
Эпĕ пĕчĕк чухнех (кĕçĕн классенче вĕренеттĕм-тĕр) пулса иртнĕччĕ ку. Пĕррехинче аннен кĕнеки-хучĕ хушшинче кивĕ тетрадь тупрăм. Хытă хуплашки çинче кĕтесре асамлă та илемлĕ кайăк ÿкернĕччĕ. Çав тери килĕшрĕ вăл мана. Нумай пуç ватмасăр, ачалла çирĕплĕхпе хачă тытрăм та касса кăлартăм хайхискерне. Кайăкĕ, паллах, ахалех чиперччĕ, анчах манăн тата капăртарах тăвас килчĕ ăна. Хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак фломастерсене «хута ятăм». Кайăкăн пĕр енне çеç тĕс кĕртнипе çырлахмарăм – тепĕрне те сăрларăм, кĕрен турăм. Юмахран чăнлăха аннăн, вут-хĕм сапнăн, савăнăç пилленĕн туйăнчĕ вăл мана, хĕр пĕрчине.
Анне эпĕ ăшталаннине куç хÿрипе сăнаса ларчĕ, нимĕн те чĕнмерĕ-ха. Ĕçĕме вĕçлесен: «Аннеçĕм, кур, ку – телей кайăкĕ. Вăл пирĕн çемьене упрĕ», – терĕм. Çывăх çыннăм йăл кулчĕ те хут талисмана тĕкĕр раминчен хĕстерсе хучĕ.
Унтанпа вунă çул ытла та иртнĕ ĕнтĕ. Кайăкăм çаплипех пур-ха. Тĕрĕссипе, ун çинчен мана та пуçланăччĕ эпĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пулнă, «Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ» спектакле курнă хыççăн асăма килчĕ, ачалăха тавăрчĕ.
Икĕ пайлă камит авторĕ – Римма Прокопьева. Спектакле лартаканĕ тата ÿнерçи – Станислав Васильев. Артистсен вылявĕ малтанхи сценăранах тыткăнлать куракана. Театр асамçисем (пĕрре те ÿстерсе калани мар ку) калăплакан сăнарсем залра ларакансене кашнине тенĕ пекех çывăх. Вăр-вар, пур çĕре те сăмсине чикме «хастар», йăлт пĕлсе тăракан Клавье (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Архипова), унăн упăшки – пурнăç çине эрех черкки витĕр пăхакан Кеннати (Виталий Сергеев), час хĕрсе каякан, канăçсăр чĕреллĕ Викентий (Леонид Яргейкин), унăн мăшăрĕ – лăпкă, пепке пирки ĕмĕтленекен Вероника (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Почалкина), якăлти те йăлттам Тамара (Ольга Мацуцына), илемлĕ пикесене куç хывакан, кирек мĕнле лару-тăруран типĕ тухакан Толя (Дмитрий Петров)... Пурте пĕр общежитире, тăххăрмĕш хутра кун кунлаççĕ вĕсем. Кашнин – хăйĕн сĕмленĕвĕ, ăнтăлăвĕ, характерĕ. Çавна май чылай чухне ăнланманлăх çуралать те. Пĕр-пĕрне илтме мар, итлеме те пĕлмеççĕ-çке тепĕр чухне. Вĕçĕмсĕр тем пайлаççĕ, темшĕн тупăшаççĕ. Ĕнĕк-çунăк шăрши сарăлни те ăнсăртран мар-тăр. Лăпкăн пуплеме маннăран, çивĕч ыйтăва сÿтсе явманран, сас хăпартмасăр татса паманран коридорти, пÿлĕмсенчи сывлăш хирĕçÿлĕхпе, тарăхупа тулли. (Тутлă шăршă саракан шĕвек пĕрĕхсе çÿренин те усси сахал). Асăрхамасăр е юри персе янă сив сăмах (пĕчĕк шăрпăк вырăнĕнче) – самантрах пушар тухма пултарать.
Çынсен чунĕсенче шанманлăх хуçаланни кашни утăмрах палăрать. Тĕтĕм-сĕрĕм тăххăрмĕш хута ăçтан сарăлнине пĕлес тĕллевпе ют пÿлĕм алăкне çĕмĕрсе кĕреççĕ уйрăмах «çаврăнăçуллисем». Хуçи килĕнче çукки те чараймасть вĕсене. Пĕри те тепри инкекшĕн Клавьене айăплать. Кушака валли пĕçерме лартнă апата вăхăтра пăхман имĕш. Çăраççисĕр пÿлĕме сыхлама Викентий килĕшет. Анчах Клавье унпа юнашар упăшкине те лартса хăварать. Кÿршине шанасшăнах мар хĕрарăм. Викентий те мăшăрĕ таса, ырă пулнине, пĕр ăна çеç юратнине ĕненмест курăнать. Вĕчĕрхенет, иккĕленет, Вероника ют ар çынпа явăçса кайнă тесе шухăшлать.
Çапла, кашни хăйĕн чун ыратăвĕпе пурăнать, ăна çумри çынпа пайлама васкамасть. Чи вăрттăннине уçса парсан ăнланайĕç-и, пулăшайĕç-и? Тен, сурана тăвар сапни кăна пулĕ; Çакă та шиклентерет геройсене. Вероникăпа Викентий, сăмахран, тахçантанпах пĕрле пурăнаççĕ, кăмăллакан ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Анчах çемьере ача çукки хутшăнусене майĕпен сивĕтет. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринчен аяккарах та аяккарах кайса пыраççĕ. Пĕрлехи ĕмĕт çамрăк хĕрарăм ĕмĕчĕ çех пулнипе çут тĕнчене çĕнĕ чун килеймест. Кун пирки Вероникăна тĕлĕкĕнче курăннă асамлă кайăк пĕлтерет. «Кам – телей кайăкĕ, кам ĕмĕт кайăкĕ тет, тĕрĕссипе – Асамат кайăкĕ», – тет вăл. Унран уйрăлас килмест героиньăн. Аллине йĕппе çип тытсан та ăнах тĕрлет вăл.
Викентий мăшăрĕн йăлăнăвне тăнлаймасть. Урăх вăй тыткăнĕн- че ар çын. Пепке пирки сăмах пуçарсанах калаçăва пăрать вăл. Лотерейăпа капашсăр пысăк укçа выляса илсен вара йăлт улшăнать. Тар тăкмасăр тÿперен персе аннă мул темрен те хаклăрах пек пулас уншăн. Вероника ăна Клавьене чирлĕ ывăлĕсене сиплеме пама сĕнсен çатăртатсах каять.
Асамат кайăкĕ хăрах çунатлă. Унчченхи пек ташламасть ĕнтĕ вăл. Хăрах çунатпа инçе каяймăн, çÿл тÿпене çĕкленеймĕн... Ултă миллионпа хăйсем çеç усă курсан Асамат кайăкĕ ĕмĕрлĕхе тăлăха хăварасси, çемье телейĕсĕр юласси паллах Вероникăна. Асăннă кайăк çухални вара ним ырри те пиллемест. Клавьесен тĕслĕхех курăмлă: ывăлĕсем нишлĕ, Кеннати урăлаймасăр ĕçет, укçи-тенки çитмест... Сăпкара хĕр те сиктерсе курайман вĕсем. Çавăнпа Асамат кайăкне вĕçертнинчен пысăкрах инкек пулма пултарать-и? Çук-тăр. Юрать-ха, спектакльти сăнарсем вăхăтра ăнланса илеççĕ çакна. Пирĕн те вĕсенчен кая юлас марччĕ. Унсăрăн чавса çывăх пулĕ те...