Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТŸПЕ ТАСАЛĂХĔПЕ ВĔÇСĔРЛĔХНЕ КУРМА ПĔЛСЕН…

04 октября 2012 г.

ТŸПЕ ТАСАЛĂХĔПЕ ВĔÇСĔРЛĔХНЕ КУРМА ПĔЛСЕН…

«Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ» – Римма Поликарповна Прокопьеван пĕрремĕш пьеси. Кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене пĕлес тĕллевпе автора «Тантăш» хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

– Пьесăна çырма мĕн хистерĕ-ха? Хайлав çуралнин историйĕпе паллаштарсамăрччĕ.

– Пьеса пуçламăшĕнчи евĕр ĕç-пуç, тĕрĕссипе, çичĕ-сакăр çул каялла, Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн, хамăр пурăнакан общежитирех пулса иртнĕччĕ. Çав лару-тăрура кашниех хăйне мĕнле тыткалани тĕлĕнтерсех янăччĕ мана ун чухне. Кайран, пушар сÿнтерекенсене чĕнсен, йăлтах епле кулăшла пулнине ăнланса илнĕччĕ. Çавна çырса кăтартас килнипех ĕçе пуçăнтăм та ĕнтĕ.

– Камитре автобиографилле самантсем пур-и?

– Асамат кайăкĕ ман пата тĕлĕкре килнине пытармастăп. 1996 çулхи çулла тĕлленнĕччĕ ăна. Кайăкĕ чăннипех те АСАМАТ пек çав тери илемлĕччĕ. Сăмахпа каласа парайми çутă та янкăр хитре тĕссем ытларахчĕ унра. Анчах калаçман эпир унпа – йăлтах шухăш шайĕнче пулнă. Мĕншĕн Асамат кайăкĕ-ха? Мифологире ку ята тĕл пулман, çапах та чăвашсен асамат кĕперĕ айĕнчен тухсан хĕртен ывăл пулаять тени пур вĕт-ха...

– Артистсен вылявĕпе, режиссер ĕçĕпе кăмăллă юлтăр-и? Çамрăксен театрĕн ĕçченĕсем кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтермерĕç-и?

– Артистсемпе режиссера, чи малтанах, ИРĔКЛĔХ кирлĕ. Çавăнпа пĕр репетицире те пулман эпĕ. Кашни хăй пек курать, туять. Суймастăп, мана спектакль çав тери килĕшрĕ. Чун каниччен култăм та, куççулĕ те самаях юхрĕ. Асăннă камит уйрăмах мăшăрăмпа ачамсен кăмăлне кайни савăнтарчĕ. Кунта артистсемпе режиссер тÿпи питĕ пысăк. Тав сăмахĕ калатăп вĕсене!

Станислав Васильев ÿнерçĕ пек пулса тĕссемпе тĕлĕнмелле лайăх та пĕлсе усă курни тĕлĕнтерчĕ. Кăтартса панинче чăн-чăнлăх хуçаланни е суя çукки кирек кама та килĕшессе туятăп. Йăлтах шалтан, чĕререн тухмалла. Ыттисемшĕн пĕлместĕп, маншăн – çавăн пек.

Режиссер артистсен шалти хăватне туйса кашни героя чĕрĕлĕх, çивĕчлĕх тата хă- йĕнлĕх – «никампекмарлăх» – кĕртнĕ, характерсене аталантарнă. Сăнарсем – мĕнле пур, пурнăçран çапла илнĕскерсем мар, шухăшласа, типласа кăларнăскерсем. Çав хушăрах вĕсенче хăвăн кÿршÿне е тăванна палласа илме пулать пек... Пĕлтерĕшсĕр герой çук камитре.

– Асамат кайăкне тартас мар тесен мĕн тумалла-ха?

– Чĕрене, шухăш-кăмăла тасатмалла, ыттисенне мар, чи малтан – ХĂВĂННЕ. Ку – чи йывăрри, çав хушăрах чи çăмăлли те.

– Телей кайăкĕ вĕçерĕнчех тĕк ăна каялла тавăрмалли мелсем пур-и?

– Эпĕ ăна тартса-тавăрса курман, çавăнпа ку ыйтăва хуравлама çăмăлах мар. Çапах та пурăннă чухне этем, Турă пулăшнипе, тем тума та пултарать. Çын тени тÿпе тасалăхĕпе вĕçсĕр- лĕхне курма пĕлет пулсан Асамат кайăкĕ те – ун çумĕнчех.

– Çемьере чи кирли, пĕлте- рĕшли мĕн-ши?

– Юратусăр çемье – çемье мар.

– Римма Поликарповна, интереслĕ калаçушăн тавах. Пултарулăх анинче ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика