Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă çырни килех килет

16 октября 2012 г.

Турă çырни килех килет

Хальхи вăхăтра чăваш ялĕсенчен нумайăшĕ хусахсемпе «тулса ларнă». Çемье çавăрма васкаманнине вĕсенчен кашниех тĕрлĕрен ăнлантарать: пĕри пикесенчен вăтанать* тепри савнийĕ пăрахнăран таса юратăва ĕненмест* виççĕмĕшĕ чиперккесем хваттерлĕ тата чаплă машинăллă каччăпа çеç пĕрлешме ĕмĕтленет тесе шухăшлать /унăн вара вăл та, ку та çук/* тăваттăмĕшне эрех-сăрасăр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар. Çапах та чи анлă сарăлнă сăлтав - ялта хĕрсем çукки, вĕсем шкул хыççăн хулана тухса кайни. Хусаха вара çывăх çыннисем те, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем те часрах авланма хистеççĕ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулнă премьерăра та - Александр Пăрттан «Килех килчĕ тур çырни» пьесипе лартнă спектакльте - çакнашкал ĕç-пуç сăнланнă. Тĕп сăнар Арçук /Евгений Урдюков/ патне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Славик /Григорий Федоров/ килет те пухура ялти 32 хусаха авлантарма йышăннине пĕлтерет: «Унсăрăн тепĕр 50 çултан пирĕн ял пĕтме пултарать», - тет. Çак йыша вăл хăй те, авланса уйрăлнăскер, кĕрет, çавна пулах хаçатри паллашу кĕтесĕсене сăнасах тăрать. «Сан валли те эпĕ темиçе кандидатура тупрăм», - тет пуçлăх Арçука пĕлтерÿсене кăтартса. Анчах лешĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер тата чечек ÿстерме кăмăллаканскер, çак мелпе усă курасшăн мар, вăл пасарта курнă хĕре шыраса тупма ĕмĕтленет. «18-20 çулти чиперккесем принца кĕтеççĕ, 20-27-рисем лайăх çын тупасса шанаççĕ, 27-рен иртнисем вара кирек мĕнле арçын пулсан та юрать теççĕ», - ăнлантарать ăна çарта пĕрле пулнă юлташĕ Макар /Сергей Павлов/.

Славик, савни тупса панăшăн хусахсенчен укçа илекенскер, Арçук хăйĕн сĕнĕвне йышăнманшăн тарăхать, çавăнпах унăн ячĕпе хаçата пĕлтерÿ парать. Йĕркеллĕ каччăпа паллашас тĕллевпе пикесем хăйсемех килме пуçлаççĕ ун патне /хальхи хĕрсем темерĕн!/, сăпайлăскере çавăрма хăтланаççĕ. Вĕсенчен пĕри, Жанна /Эмилия Ильина/ кĕрешÿ меслечĕсене алла илнĕ ахăр - арçынсене ним мар тапма-хĕнеме пултарать, тепри, Эльза /Светлана Лукиянова/ пĕр хушă Америкăра ĕçленĕрен чăвашла калаçнă хушăрах акăлчан сăмахĕсене хушса хурать. Виççĕмĕшĕ, Вероника /Оксана Драгунова/, ку киле Арçука шыраса мар, ун аслашшĕпе /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников/ асламăшне /РФ тата ЧР халăх артистки Нина Яковлева/ çаратас тĕллевпе пырса кĕрет. Çак утăма еркĕнĕ Василь Васильч /ЧР халăх артисчĕ Иван Иванов/ хĕтĕртнипе тăвать вăл. Ватăсен пенси укçине, медаль-орденне вăрласа кайнă пике шăпах пасарта курнă хĕр пулнине пĕлет хусах. Арçук çак чиперккесенчен хăшне суйласа илет тетĕр-и? Хуравне «Килех килчĕ тур çырни» спектакле курсан пĕлме пулать.

Мари Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ тата МР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Василий Пектеев лартнă икĕ пайлă камит куракансене килĕшни вĕсем хыттăн алă çупнинченех сисĕнчĕ. Ăна юрă-ташăпа, хитре кĕвĕ-çемĕпе, килĕшÿллĕ ÿкерчĕксемпе илемлетни /композиторĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Кудаков, аранжировщикĕ - Виктор Дмитриев, ташăсене лартаканĕ - Ирина Музыкантова, художникĕ - Светлана Зверева/ кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Çакна та палăртса хăварар: «Килех килчĕ тур çырни» пьеса чăваш драматургĕсен республика конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика