04 октября 2012 г.
Чăваш Ен писательсене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатать: куçаруçăсемпе литература критикĕсене укçа-тенкĕпе хавхалантарĕç. Пурĕ тăватă грант хатĕрлеме палăртнă: ача-пăча литературин чи лайăх куçарăвĕшĕн* чăваш çыравçисен произведенийĕсене вырăсла куçарнăшăн* чăваш литературинчи критика хайлавĕшĕн. Çавăн пекех çамрăк куçаруçа хавхалантармалли грант та пулĕ. «Грант пулăшăвне тăван чĕлхепе литературăна упраса хăварса малалла аталантарас, пичетлесе кăларакан произведенисен шайне ÿстерес, чăваш литературин сумне çĕклес, критиксемпе куçаруçăсене çĕнĕ хайлавсемпе ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе йĕркелĕç», - çапла пĕлтернĕ Чăваш Ен Информполитикин министерствинче.
Аса илтерер: çыравçăсен асăннă пуçарăвне пресс-конференцире ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ырланă. «Пирĕн культура - чи малтанах пирĕн чĕлхе. Пирĕн хамăрăн чăваш чĕлхине çухатмалла мар. Ку енĕпе эпир националистсем мар, анчах та чăваш халăхĕн историйĕ, культури упранса юлмалла çеç мар, малалла аталанмалла та», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех куçаруçăсене ытти енĕпе те хавхалантарма май пуррине палăртнă. Çапла туни, унăн шухăшĕпе, пуçаруллă, пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлеме пулăшĕ. «Тĕрĕс тата пурне те ăнланмалла куçарасси - çăмăл ĕç мар. Ячĕшĕн тунă ĕç тăван чĕлхепе калаçас текенсене унран пистерет çеç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Аса илтерер: Чăваш Енре кăшт маларах ачасемпе çамрăксен ячĕпе чăвашла çыракан авторсем валли грантсем йĕркеленĕччĕ. ЧР Культура министерствинче ĕçлекенсен шухăшĕпе - çак пуçару республика тулашĕнчи авторсене те хавхалантарĕ. 2012 çулта пуçласа виçĕ грант - 50 пин тенкĕрен тытăнса 75 пин таран - парĕç. Хальхи вăхăтра ал çырăвĕсене йышăнас ĕç вĕçленнĕ. Конкурса 17 произведени тăратнă.