14 ноября 2012 г.
М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн çеç мар, республика культура пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. 1991 çултанпа иртет вăл. Кăçалхи - 22-мĕшĕ - пирки ирттернĕ пресс-конференцире темиçе те «Чăваш Енре пĕрремĕш хут» сăмах çаврăнăшĕпе усă курчĕç. Пресс-конференцие ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ Вячеслав Фошин, театрăн пултарулăх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ Ольга Нестерова, тĕп художникĕ Валентин Федоров, Клаудио Онофрио Галлина /Итали/ дирижер тата ыттисем хутшăнчĕç. Фестиваль чÿкĕн 20-25-мĕшĕсенче иртĕ. Ăна йăлана кĕнĕ йĕркепе премьера уçĕ.
Чăваш Енре пĕрремĕш хут Дж. Вердин «Аида» опери сцена çине тухĕ. Ăна тĕнчипе паллă композитор çуралнăранпа 200 çул /2013 ç./ çитнине халалланă. Проект федерацин «Раççей культури» тĕллевлĕ программи пулăшнипе пурнăçа кĕрет. Спектакле Анна Фекета /Мускав/ режиссер лартать. Анна Иосифовна пресс-конференцире хăй пулаймарĕ, çĕнĕ ĕç пирки проект авторĕ Ольга Нестерова каласа кăтартрĕ.
- Вердин чăннипех шедевр шайне çĕкленнĕ произведенийĕ режиссерсене яланах кăсăклантарнă. Анчах та провинци театрĕсем ăна лартма шикленнĕ темелле-ши, - терĕ Ольга Сетнеровна. - Анна Фекета режиссер пирĕн куракансем валли чăннипех пысăк парне хатĕрлерĕ. «Аидăна» сцена çинче «симĕс çутă» параканĕ итальян дирижерĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ.
Клаудио Онофрио Галлина хăй çакăн пирки акă мĕн пĕлтерчĕ:
- «Аида» опера Чăваш Енпе Италин культура çыхăнăвĕсене йĕркелесе яма пулăштăр. Спектакль Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисене килĕшесси пирки иккĕленместĕп. Раççейре пĕрремĕш хут 1991 çулта пулнăччĕ, ун чухне пианист пек килнĕччĕ. Кăшт каярах Украинăри вокалистсен пĕр конкурсĕнче жюри членĕнче ĕçлеме тивнĕччĕ. Çакăн пек çыхăнусем, хутшăнусем маншăн та, сирĕншĕн те питĕ усăллă.
Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ пирки те Чăваш Енре пĕрремĕш хут темелле. Опера сценин тĕнче шайĕнчи çăлтăрĕн Елена Зарембăн концерчĕ иртĕ. Унăн меццо-сопрано сасси Ковент-Гарден, Ла-Скала, Метрополитен-опера, Гамбург, Бавари патшалăх оперин, Пысăк театр сценисем çинче янăрать. Унăн партнерĕсем Лучано Паваротти, Хосе Каррерас, Пласидо Доминго, Дмитрий Хворостовский, ыттисем пулнă. «Grammy» преми лауреачĕпе çак каç сцена çине ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Семкин тата Ольга Вильдяева тухĕç.
Чăваш Еншĕн тепĕр çĕнĕ ят - Елена Образцова. Паллах, эпир пĕлетпĕр Социализм Ĕçĕн Геройне, Ленин тата Патшалăх премийĕсен лауреатне, СССР халăх артисткине, «тĕнче опера сценин лирикин чи-чи пысăк талантне». Анчах вăл пирĕн патăмăрта - пĕрремĕш хут.
Елена Образцова «Пиковая дама» /П.Чайковский/ оперăра Графиня партине юрлĕ. Асăннă спектакль сцена çине чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухĕ. Лиза партине Мариинка театрĕн солистки, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Екатерина Шиманович, Герман партине Пысăк театр солисчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Анатолий Зайченко шăрантарĕç.
Гала-концерта /вăл чÿкĕн 25-мĕшĕнче иртĕ/, паллах, илем кÿрекенĕ Елена Образцова пулĕ. Çавăн пекех пирĕн чаплă ентешĕн Максим Михайловăн мăнукĕ, Чăваш халăх артисчĕ Максим Михайлов та хутшăнĕ. Вăл - асăннă фестиваль йĕркелÿçисенчен пĕри. Пысăк театрта юрланă чухне çывăх тăванĕ ячĕпе ирттерекен фестивале час-часах хутшăнатчĕ. Халĕ АПШра пурăнать. Апла пулин те Шупашкара килсе кайма палăртнă.
ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тепĕр самант пирки чарăнса тăчĕ. Фестиваль кунĕсенче Шупашкарта регион шайĕнчи конференци иртĕ. Икĕ кунлăх /чÿкĕн 21-22-мĕшĕсем/ форум театрсемпе концерт организацийĕсен пултарулăх тата ÿнер ĕç-хĕлне хакламалли пахалăхсене палăртĕ. Театр пĕлтерĕшĕ, вăл хальхи вăхăтра мĕнле аталанни тата ытти çивĕч ыйту пирки регионти театр ĕçченĕсен умĕнче Раççей патшалăх театр искусствин /ГИТИС/ кафедра доценчĕ Юлия Большакова, Раççей искусствăсен историйĕн институчĕн директорĕ Татьяна Клявина /Санкт-Петербург/, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусствоведени пайĕн ертÿçи, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев докладсем тăвĕç. Конференци Раççей Культура министерстви пулăшнипе иртет.
Пресс-конференцие Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Карачарсков хутшăнни хăшĕсемшĕн, тен, кĕтменлĕх те пулĕ. Николай Прокофьевич пушă алăпа пыман - Максим Михайлов портречĕпе. Фестиваль кунĕсенче вăл фойере çакăнса тăрĕ. Ÿнерçĕ пĕлтернĕ тăрăх - вăл паллă бас юрланине Пысăк театрта итленĕ. Юратнă юрăçăн портретне ÿкерни уншăн - чăн-чăн телей.