24 ноября 2012 г.
Вадим Ефимов ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕнче ĕçлеме пуçланăранпа çур çул иртрĕ. Çак тапхăр пысăках мар, анчах та тĕрлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме, вун-вун ыйтăва татса пама тивнĕ.
Çак кунсенче Вадим Петровичпа тĕл пултăмăр. Пире тата вулакансене кăсăклантаракан ыйтусем тавра калаçрăмăр.
- Çак тапхăр мĕнпе асра юлчĕ? Хăнăхса пыма вăхăт кирлĕ пулчĕ-и е тÿрех ĕçе путрăр-и?
- Культура министерстви маншăн ют пулман. 1999 çулта искусство пайĕнче ĕçлеме пуçланăччĕ. Галина Скворцова ертсе пынипе ку енĕпе опыт пуçтартăм темелле. Çавăнпа та республикăри культурăпа искусство учрежденийĕсем мĕнлерех аталанни пирки çĕнĕрен «пуç ватма» тивмерĕ. Яланах кăсăкланнă вĕсемпе. Хăнăху тенĕрен - вăл коллективпа çыхăннăччĕ: йыш çĕнĕ, эпĕ хам урăх тивĕçпе, шайпа килнĕ.
Ĕçлеме пуçласанах хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев пулчĕ: Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем ирттерме тиврĕ. Халĕ хăнăху тапхăрĕ вĕçленнĕ тесе шухăшлатăп. Паллах, пурне те пĕлетĕп теме пултараймастăп, çапах та Чăваш Енре культура, искусство, ÿнер мĕнлерех аталанса пынине пĕтĕмĕшле хак параятăп.
- Халĕ эпир культура пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупрĕ теме пултаратпăр-и? Хăй вăхăтĕнче вăл Раççейĕн приоритетлă наци проекчĕ пуласса питĕ шаннăччĕ, кĕтнĕччĕ...
- Патшалăх, Правительство шайĕнче культура ыйтăвĕсене пĕлеççĕ. Паллах, татса паман ыйту питĕ нумай. Ун пек чухне калаçу укçа тавра çаврăнма пуçланать. Кунта пурлăхпа техника базине çĕнетесси, культура учрежденийĕсем валли çĕнĕ аппаратура туянасси тата ытти те, каларăм ĕнтĕ, пĕтĕмпех, нухратпа çыхăннă. Çав енчен патшалăх эпир ыйтнă таран тивĕçтерме пултараймасть-ха. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Культура канашĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче шăпах çав ыйтусем пирки те калаçнă. Тен, малашне патшалăх шайĕнче пулĕ те нацин çав проекчĕ.
- Тепĕр чухне тем тĕрлĕ йышăну тусан та, хушу кăларсан та «лавĕ» вырăнтан тапранмасть те. Темиçе çул каялла республикăра театр искусствине аталантарасси пирки хушу тухнăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртсе мĕн тума пултарнă?
- Эпĕ хам театрта нумай çул ĕçленĕ, унти нушасене лайăх пĕлетĕп. Çакă чи малтанах пурлăхпа техника базине çĕнетме пуçланинче сисĕнчĕ. Оборудовани /çутă, сасă аппарачĕсем/ туянма ун чухлĕ укçа панине ас тумастăп. Чăваш академи драма театрĕнче паянхи кун тĕлне 1958 çулта туса кăларнă хатĕрсене 100% çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе Вырăс театрĕнче ĕçлеççĕ: кăçал 5 млн тенкĕ уйăрса панă, çитес çул - тата 5 млн тенкĕ. Унсăр пуçне Пукане театрне унти электричество хатĕрĕсене, шыв, ăшă пăрăхĕсене улăштарма 8 млн тенкĕ панă, 2013 çул валли 10 млн палăртнă. Вара пĕчĕк куравçăсемшĕн нимĕнле чăрмав та пулмĕ.
Гастроль енĕпе лару-тăру йĕркеленсе пырать. Бюджетра ун валли уйрăм статья пур. Инçе çула тухма автотранспорт тупасси пирки текех пуç ватма тивмест. 2012 çулта бюджетра гастроль ирттерме автотранспорт арендăна илме укçа уйăрнă. Тепĕр çул валли ÿстерсе панă.
Унсăр пуçне федераци шайĕпе те пулăшу килет. Йăлана кĕнĕ опера, кино, халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕсене ирттерме укçа уйăрать.
- Кăçал культурăн паллă, пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене юсама федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрайман. Тепĕр çул шанăç пур-и?
- Чун ыратăвĕ - Оперăпа балет театрĕ. 1985 çултанпа - театра хута янăранпа - зала, сценăна пĕрре те юсаман. Кунти палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме 700 млн тенкĕ кирлĕ. Тепĕр объект - филармони çурчĕ. Курав залĕ те, сцена та искусство валли мар. Унта çутă, сасă аппаратури çук. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл лекцисем ирттермелли вырăн пулнă.
Унсăр пуçне Вырăс, Чăваш академи драма театрĕсене юсаса пĕтермелле.
Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме шанăç пур. Çапла калама Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн «Шупашкара никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» Указĕ май парать. Хамăрăн сĕнÿсене РФ Культура, Экономика министерствисене тăратнă. Вĕсенче çак объектсене те асăннă. Инвестици енчен пысăк сумма килессе кĕтетпĕр. 2013-2016 çулсенче объектсене реконструкцилес ĕçе вĕçлемелле, юбилейсене тивĕçлĕ кĕтсе илмелле.
- Культура ĕçченĕсен шалăвне ÿстерес тĕлĕшпе мĕн тума палăртнă?
- Яллă вырăнта ĕçлекенсемшĕн уйрăмах чун ыратать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри 3-4 пин тенкĕ çеç ĕçлесе илет. Юпа уйăхĕнче ĕç укçине кăштах ÿстерме май килчĕ-ха. Çитес çулхи чÿк уйăхĕнче те пысăклатма палăртнă. Çапах та урăхла майсем те тупăнĕç тетĕп, ку енĕпе ЧР Финанс министерствине хамăрăн сĕнĕве тăратнă.
Учрежденисен хăйсен те вырăнти майсемпе усă курма тăрăшмалла. Акă, Чăваш академи драма театрĕнче кашни кварталтах преми илеççĕ. Хăйсем ĕçлесе илнĕ укçаран. Çĕнĕлле ĕçлеме вĕренмелле, малалла талпăнмалла. Теприсем вара патшалăха çеç шанса лараççĕ. Акă пĕр район тĕслĕхĕ. 2011 çулта отрасле тытса тăма 28 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çав шутра 1 млн 550 пин тенки - культура учрежденийĕсем ĕçлесе илнĕ укçа. 2012 çул валли пĕтĕмпе 36 млн тенкĕ ытла палăртнă. Çавăнтан 612 пин тенки - отрасль хăй ĕçлесе илнĕ укçа. Тĕлĕнмелле: бюджет - ÿстерет, хăйсем - чакараççĕ.
Ыйту укçа çуккинче мар, ăна çулленех ÿстерсе пыраççĕ. Чи пĕлтерĕшли - ăна пĕлсе тăкаклама пултарни, укçа ĕçлесе илме пĕлекен çынсем /тухăçлă менеджерсем/ çитменни. Рынок экономикинче культура тытăмĕнче ĕçлеме пĕлекен çынсем çитсех каймаççĕ. Çакă - тĕрĕс. Пирĕн вĕрентмелле, хатĕрлемелле. Çапла тума майсем, мелсем пур. Культурăпа искусство институчĕн вĕренме кам килет-ха тесе кĕтсе çеç лармалла мар.
- Ялти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклеме çăмăл марри сисĕнет. Пилĕк çулта та 48 клуба çеç çĕнетме май килчĕ те... Сăлтавĕсем мĕнре-ши?
- Пĕлтĕрччен çак ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ республика 50%, вырăнти бюджет 50% уйăрнă. Чăрмавăн пĕрремĕш сăлтавĕ - муниципалитетăн укçа çукки. Иккĕмĕшĕ ертсе пыракансемпе çыхăннă. Хăшĕсем документсене тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме вĕренсе çитмен. Çакăн пек пăтăрмах та пулкалать. Пĕр ялти тĕл пулура ял çыннисем клуба юсамалла теççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе калаçатăп. Акă мĕн паллă пулчĕ: клубĕ хăй пур, документпа - çук. Ниçта та шутра тăмасть. Пирĕн кашни объектăн пурлăха çирĕплетекен хутсем пулмалла. Вырăнти влаçсенчен нумай килет. Республика пулăшма хатĕр.
Хăйсен вăйне шанманнипе уйăрса панă укçана каялла тавăрса пани те пулкалать.
Республикăра 44 çĕнĕ клуб кирлĕ. Ку енĕпе Тутарстан опычĕпе усă курасшăн. Унта 200-300 вырăнлă, пĕр хутлă клубсем тăваççĕ. Проекта пурнăçа кĕртмелли хак 10 млн тенкĕ. Пирĕн ĕçченсем Кайпăç районне çитсе килнĕ. Çитес çул проект-смета документацине хатĕрлесе çитерсен ĕçе пуçăнасшăн.
- Командировкăсене тухса çÿренĕ май ялти вулавăшсенче тăтăшах пулатпăр. Вĕсем пурте - тĕслĕх библиотекăсем. Шел те, тепĕр чухне хăшĕ-пĕри çак ята тивĕçлех мар пек. Мĕншĕн-и? Вĕсем ун шайне çитеймен, тĕслĕх вулавăшĕн стандартне тивĕçтереймеççĕ. Кĕнеке фондне пуянлатас тĕлĕшпе те, хаçат-журнал çырăнса илес енĕпе те. Çак асăрхаттарусемпе килĕшетĕр-и? Вĕсене пĕтерес тесен мĕн тума сĕнетĕр?
- 500 тĕслĕх библиотека пурри - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ытти регионта унашкалли çук. Эсир каланипе килĕшмелле.
Кунта çавăн пек япала. 2011 çулта культура учрежденийĕсем юридици сăпачĕсем пулса тăнă. Вĕсем халĕ - информаципе культура центрĕсем. Унта библиотека, клуб кĕреççĕ, вĕсен - пĕр директор. Ăнланмалла ĕнтĕ: хăш тĕлте паян пуçлăхра унчченхи библиотекарь - вăл вулавăш пирки ытларах пăшăрханать. «Утияла» кашни хăй еннелле туртасшăн. Çакă та пур: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ укçа-тенке хăй пĕлнĕ пек тăкаклама пăхать, культура валли юлашкинчен çеç черет çитет.
- Мĕн тумалла?
- Ял пуçлăхĕ культурăна ăнланакан çын пулмалла. Вăл чăннипех çапла тăк - укçи те, тимлĕхĕ те, юратăвĕ те тивĕ.
- Ялти клубсемпе культура çурчĕсенче ытларах чухне музыка ĕçченĕсем, хореографсем, режиссăрсем çитмеççĕ. Тĕрĕссипе вĕсене Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче хатĕрлеççĕ. Специалистсем яла ĕçлеме каяс теменнин вăрттăнлăхĕ паллă-ха - ĕç укçи пĕчĕк. Культура ĕçченĕсем çак танмарлăхран тухас тĕлĕшпе «уççи-хуппи» курăнас пек-и?
- Çын хăйĕн пурнăç çулне суйласа илнĕ чух йăнăшмалла мар. Тепĕр чухне культура институтне аслă пĕлÿ илме çеç килеççĕ. Вĕсем культурăна, искусствăна парăннă çынсем мар. Енчен те çаксем культурăсăр пурăнаймаççĕ тĕк - ĕç укçи пĕчĕккине пăхса тăмĕччĕç, ку ыйтăва татса пама майне тупĕччĕç.
Паян республикăра хальтерех асăннă специалистсем çеç мар, çутăпа ĕçлекенсем те çитмеççĕ. Кăçал, сăмахран, çутă, сасă операторĕсем валли икĕ эрнелĕх курс йĕркеленĕ. Чăваш академи драма театрĕн артистки Наталья Сергеева Мускавран, культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институтран, режиссăра вĕренсе килчĕ.
- Эсир - çĕнĕ министр, патшалăх шайĕнче хăвăра пулăшнине, ăнланнине туйса тăратăр-и?
- Культура уссине, «çимĕçне» килогрампа, метрпа виçсе хаклама çук. Клуб, библиотека хупăнсан халăхпа мĕн пулĕ? Культура учрежденийĕсем чи хаклă пуянлăха - халăхăн культура, йăла-йĕрке еткерне - пĕтме памаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, Правительство Председателĕ Иван Моторин та пире ăнланаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Акă нумаях пулмасть Иван Борисович Шупашкарти музыка училищине çитсе курчĕ. Унта 18 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕ ирттернĕ. Халĕ кунта Раççей шайĕнчи музыка конференцийĕсем йĕркелеме те намăс мар. Çитес вăхăтра тата Иван Моторин республика культура училищипе, культура тата искусство институчĕпе паллашĕ.
- Пурнăçăмăра кăсăклăрах, культура ĕçченĕсен ĕçне тухăçлăрах тăвас тесен пĕр вырăнта тăмалла мар: ĕçлемелле, шырамалла. Эсир хăвăр ку енĕпе мĕнле сĕнÿсем панă пулăттăр?
- Пур-ха вĕсем, çук мар. Сăмахран, театр ĕçченĕсен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестивалĕ тивĕçтерсех каймасть. Чĕрĕлĕх, кăсăклăх кĕртмелле. Çак пулăма çапларах куратăп: пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ - умĕн пĕр эрне вăл е ку театрта фестиваль ирттермелле. Унта кашни театр конкурса тăратнă спектакльсене кăтартмалла. Пур номинаци те çав ĕçсенчен пулмалла.
Иккĕмĕш проект ЧНКан 20 çулхи юбилейне паллă тунă чухне çуралчĕ. Вăл Акатуй ирттерессипе çыхăннă. Çапла шухăшлатăп: çĕртмен 23-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне ирттермелле, тепĕр кун - Республика кунĕнче - чăваш халăхĕн чи хисеплĕ уявне - Акатуя. Хамăрăн шухăш-кăмăла, 2013 çулхи Республика кунне уявлассипе çыхăннине, çырса хатĕрленĕ.
«Раççей çăл куçĕсем» 21-мĕш хут иртĕç, эпир хамăр 21-мĕш регионта пурăнатпăр. Çак хисепсене хăйне майлă усă курма май пур.
Акатуйне уçă, ирĕклĕ вырăнта ирттермелле. Ун пек лапам пур Шупашкарта. Вăл - Юрă уйĕ.
Тепĕр шухăш-сĕнÿ. Шупашкарта та, пĕтĕм çĕр-шыври пекех, «Музейри каçсем» йĕркелесси пурнăçа кĕрсе пырать. Мĕншĕн «Çĕрлехи театрсем» йĕркелес мар? Çакна Республика кунне паллă тунă каç ирттерсен лайăх. Калăпăр, Чăваш академи драма театрĕ Çеçпĕл Мишши ĕçлесе пурăннă çурт умĕнче «Ялта» драма лартать, Оперăпа балет театрĕ «Сарпике» балета - Анне монуменчĕ çывăхĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕ «Нарспи» мюзикла - залив хĕрринче, Çамрăксен театрĕ Юрă уйĕнчи лапамра - «Айтар» драмăна. Каярах, кирлĕ пек йĕркелесе ярсан, тен, ютран килнĕ театрсем те хутшăнĕç, фестиваль шайнех çĕкленĕ.
- Вадим Петрович, калаçушăн пысăк тав. Çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.