21 мая 2013 г.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явнă ыйтусенчен пĕри - отрасль кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçлени.
Министерствăн планпа финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова пĕлтернĕ тăрăх - асăннă тытăмри учрежденисем çак тапхăрта республика бюджетĕнчен уйăрса панă 107,4 млн тенкĕпе усă курнă, çав шутра 3,7 млн тенкĕ "Чăваш Ен культури: 2010-2020" республика тĕллевлĕ программине пурнăçлама кайнă. Ведомство учрежденийĕсем бюджет тулашĕнчи ĕç-хĕлпе 21 млн тенкĕ тупăш илнĕ, çав шутра тÿлевлĕ пулăшу парса - 17,3 млн тенкĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 3,5 млн тенкĕ чухлĕ пысăкрах. Культура ĕçченĕсен ĕç укçи ÿснĕ, уйăхри вăтам кăтарту 9958,4 тенкĕпе танлашнă /2012 çулта - 9525,6 тенкĕ/.
Республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăмсен шутне çаксене кĕртмелле: Чăваш музыкин фестивалĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕренпе - 95, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ чăмăртаннăранпа - 80, Чăваш Ен Архив службине туса хунăранпа 90 çул çитнĕ май ирттернĕ юбилей каçĕсем. Театр искусствин "Чĕнтĕрлĕ чаршав" республика конкурсĕ 14-мĕш хут, Чăваш Енри халăхсен наци тумĕсен фестивалĕ тата ытти те ăнăçлă иртнĕ. Театрпа концерт учрежденийĕсен 682 мероприятине 156,9 пин çын çитсе курнă. Çак тапхăрта 4 спектаклĕн тата 6 концерт программин премьери пулнă.
Музейсенче те ĕç лăпланса ларман, 32 курав уçăлнă, вĕсемпе 54760 çын паллашнă /планпа - 54250/.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта патшалăхăн виçĕ тата муниципалитетсен 25 архивĕ 6,5 пин ĕçе яланлăх управа йышăннă. Çынсен социаллă тата право пĕлтерĕшлĕ 11,49 пин ыйтăвне пурнăçланă /иртнĕ çул çак кăтарту 9,6% чухлĕ пĕчĕк пулнă/.
Светлана Иванова министерствăпа ун тытăмĕнчи учрежденисен ĕç-хĕлĕнче кăлтăксем пуррине те палăртрĕ. Сăмахран, Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăн, Культура программисен республика дирекцийĕн, Халăх пултарулăх çурчĕн, Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин, Чăваш наци музейĕн бюджет тулашĕнче ĕçлесе илнĕ тупăшĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен чылай пĕчĕк.
Ларура пăхса тухнă тепĕр ыйту Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче репертуар политикине йĕркелессипе çыхăннă. Ун пирки ЧР Культура министерствин искусство пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Ефимова доклад турĕ.
Çакна палăртмалла: ЧР Министрсен Кабинечĕн 1999 çулхи "Чăваш Республикинче театр искусствине патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн спектакльсем лартма республика бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ уйăраççĕ. Театр сцена çине çулленех 5 çĕнĕ ĕç кăларать. 2010-2012 çулсенче Çамрăксен театрĕ 17 спектакль лартнă /2010 ç. - 5 премьера, 2011 ç. - 5, 2012 - 4 премьера тата тĕпрен çĕнетнĕ виçĕ спектакль/.
Репертуар политики куравçăсен тĕрлĕ çулти кăсăкланăвне шута илнĕ май йĕркеленет. Хальхи вăхăтра театр репертуарĕнче 37 ĕç, вĕсенчен 30% - шкул çулне çитмен тата кĕçĕн класри ачасем валли, 22% - шкулта вĕренекен вăтам çулти ачасем, 43% - аслă классенчисемпе çамрăксем, 5% - аслă çулти аудитори валли. 17 спектакле чăвашла лартнă. Çакскерсенчен 10 произведенийĕ - наци авторĕсен, 21-шĕ - вырăс классикĕсемпе хальхи вăхăтри авторсен, 6-шĕ - чикĕ леш енчисен. Жанр тĕлĕшĕнчен те пуян репертуар: юмахсем, мюзикл, драма, камит, трагеди, трагикомеди, мелодрама.
Театр ĕç-хĕлĕнче инноваци проекчĕсем вăй илсе пынине асăнмалла. Сăмахран, юлашки виçĕ çулта грант тĕлĕшĕпе тĕрлĕ çăл куçран 6 млн та 110 тенкĕ илнĕ. Кăтартнă спектакльсен шучĕ те самай ÿснĕ. Тĕслĕхрен, 2010 çулта 275 спектакль кăтартнă, 2012 çулта - 305. Çавна май театра çÿрекенсен йышĕ пысăкланнă.
Апла пулин те докладçă çитменлĕхсене, туса çитереймен ĕçсене те асăрхарĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха вĕсем? Хăш-пĕр спектакле çын питĕ сахал çÿрет-мĕн. 2010 çулта курав залĕн 37,1% çеç тулли пулнă, 2011 çулта - 38,3%. 2012 çулта - 33,3%, кăçалхи пĕрремĕш кварталта - 32,5%.
Театрăн пултарулăх ертÿçи Станислав Васильев лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Театр кăçал каллех федераци грантне тивĕçнĕ. 800 пин тенкĕпе Пушкăртстанпа Тутарстанри йăхташсем патне гастроле кайса килме усă курĕç. Пелепей, Çтерлĕ, Ĕпхÿ хулисемпе Пишпÿлек салинче /Пушкăртстан/, çавăн пекех Альметьевскра, Лениногорскра, Чаллă Пуçĕнче, Анат Камăра, Хусанта /Тутарстан/ иртекен гастроль тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерĕ, регионсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетĕ. Станислав Анатольевич шухăшĕпе - грант енĕпе ĕçлени 20-25 ачаллă вырăнсене çитсе курма, унти шăпăрлансене театр асамлăхĕпе çывăхланма май парать.
Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçни ачасемпе çул çитменнисем валли "Ама кайăк çулĕпе" юмаха кун çути пама пулăшнă. Хальхи вăхăтра тепĕр ĕçе - "Чĕрĕ сăмах" /Çеçпĕл Мишшипе Геннадий Айхи поэзине тĕпе хурса/ проекта - пурнăçа кĕртме хатĕрленеççĕ.
Кăçалах "Раççей культури: 2012-2018" тĕллевлĕ программăн хÿттипе сцена çине "Лир король" тата "Амăшĕ Кураж тата унăн ачисем" спектакльсем тухмалла. Çак ĕçсем куравçăсене, уйрăмах шкул ачисемпе çамрăксене, кăсăклантарасса шанаççĕ Çамрăксен театрĕнче.
Надежда ГЕОРГИЕВА
Источник: "Хыпар"