05 июня 2013 г.
Çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртни пирки «Хыпар» вулавçисем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ăна сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă.
Фестиваль эрни мероприятисемпе пуян пулчĕ: пресс-конференцисем, паллă артистсемпе пултарулăх тĕл пулăвĕсем, «çавра сĕтел», ăсталăх класĕсем тата ытти те иртрĕç. Чăваш Ен çыннисемпе хăнисем 59 картина /çав шутра 49-шĕ актерсем выляканнисем/, документлă тата анимаци фильмĕсем 10 пăхрĕç. Конкурс программине 2010-2012 çулсенче ÿкернĕ 12 илемлĕ фильма кĕртнĕ. Унсăр пуçне ретроспектив фильмĕсене кăтартнă, «Фестивальсен фестивалĕ», «Сахал йышлă халăхсен фильмĕсем», «Автор киновĕ», «Кино каçĕ. Игорь Таланкин фильмĕсем» ятарлă программăсем пулчĕç.
Кинофестивалĕн Гран-прине Георгий Параджанов режиссерăн «Все ушли» /Раççей, Грузи, Чехи/ тивĕçрĕ.
Кинофорума 45 кинематографист, паллă артистсемпе режиссерсем /Мускавран, Питĕртен, Саха-Якут, Бурят республикисенчен, Францирен, Индирен, Голландирен, Грузирен, Эстонирен, Латвирен/ хутшăнчĕç. Шупашкара Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, театр тата кино режиссерĕ Дмитрий Астрахан, Анатолий Кот актер* СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ Александр Прошкин кинорежиссер, актер* Раççей халăх артисчĕсем Александр Пятков, Иван Краско, ыттисем килсе курчĕç.
Кино уявĕ вăхăтĕнче пурĕ 76 мероприяти ирттернĕ. Чăваш Енĕн 15 пин çынни чăн-чăн кино пăхнă. Çаксенчен пĕри - «Сахал йышлă халăхсен кинематографĕн çивĕч ыйтăвĕсем» /вăл Наци библиотекинче иртнĕччĕ/ - патне тепĕр хут таврăнас кăмăл пур. «Çавра сĕтеле» кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев ертсе пычĕ. Унта ютран килнĕ режиссерсем /Магафур Тимербулатов, Анастасия Юсубова, Роман Пожидаев тата ытти те/ çеç мар, хамăрăннисем те /Владимир Корсаков, Алексей Иванов, Юрий Спиридонов, Василий Павлов, Ольга Матвеева/, ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ Николай Медведев хутшăнчĕç.
Сергей Лаврентьев киновед калаçăва ертсе пынă май шухăш тĕввине сахал йышлă халăхсен хăй евĕрлĕхĕпе çыхăнтарчĕ.
- Тĕнчере эпир ыттисемшĕн хăш енĕпе кăсăклă? - ыйту лартрĕ вăл. Хуравне те хăех пĕлтерчĕ: пĕр пирĕн çеç пур культурăпа, йăла-йĕркепе. Çавăнпа та Раççейри сахал йышлă халăхсем - чăвашсем, бурятсем, пушкăртсем, ыттисем те - хăйсен кинолентисемпе тĕнчене тĕлĕнтерме пултараççĕ. Ыттисенчен вĕсем этнографи, фольклор, халăх философийĕ тĕлĕшĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çак халăхсене чаплă фильмсем ÿкерме, вун-вун кинофестивале хутшăнса хăйсем пирки лайăх енĕпе калаçтарма мĕн чăрмантарать-ха? Çак ĕçе пурнăçлакансем чăн-чăн профессионал пулманни, илемлĕх мелĕсене пĕлменни. Çавăнпа хальлĕхе фестиваль шайĕнче кăтартакан илемлĕ фильмсемпе тупăшаймаççĕ.
Пирĕн тĕллев - вĕсене çав шая çĕклесси. Сăмахран, Александра Стреляная ÿкернĕ «Море» картина конкурс программине кĕме пултарчĕ. Этнографи тата илем тĕлĕшĕнчи япаласем чăваш шăрттанĕ пек пĕр тĕвĕре пулмалла.
Эсир паян çак калаçăва хутшăнма кăмăл туни хăех сирĕн ăнтăлăва, халăх валли ĕçлес кăмăл пысăк пулнине палăртать. Кăçалхи фестивале Чăваш Енрен Ольга Матвеева çеç хăйĕн ĕçне тăратрĕ. Çитессинче, сăмах паратăп, пурне те хутшăнтарăпăр. Вăл сирĕншĕн ăсталăх шкулĕ евĕрлĕ, хăйне майлă конкурс пулĕ. Ĕçсене чăн-чăн профессионалсем хаклĕç, тивĕçлĕ сĕнÿсем парĕç.
Алексей Иванов, «Аксар» студи ертÿçи:
- Иртнĕ çул 9 фильм ÿкертĕмĕр, пурĕ 60 çитрĕç. Кăçал пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Патшалăх пулăшăвĕсĕр питĕ йывăр. Ячĕшĕн çеç мар, чăн-чăн кино ÿкерес килет. Шупашкарта иртекен кинофестивале хутшăнас ĕмĕт пысăк. Унти профессионалсем кирлĕ сĕнÿсем парĕччĕç. Çавăнпа та асăннă форум пирĕн йышшисене пулăшасса шанатăп, кĕтетĕп.
Владимир Корсаков, «Салам» студи ертÿçи:
- Манăн шухăшăмпа, кино тăван халăхăн тымарĕсене сыхласа хăварма пулăшĕ. Çак ĕçпе кăсăкланакансем, уйрăмах çамрăксем пурри савăнтарать. Йошкар-Олара фольклорпа этнографи фестивалĕ иртет. Шупашкарти кинофестивале те çав пахалăхсене шута илтерттерес килет.
Фильм ÿкерме иртнĕ çулсенче 100 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕччĕ, анчах çакăнпа, паллах, йĕркеллĕ ĕç туса çитереймĕн.
Василий Павлов, мультипликатор:
- Республикăра темиçе çул каялла кинематографистсен гильдине тума пуçланăччĕ, анчах вăл пурнăçланаймарĕ. Йĕркелемеллех ăна, çакă лару-тăрăва çăмăллатĕ.
Николай Медведев, ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ:
- Пирĕн республикăн «Чăваш кино» студи пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 26-32 çулĕсенче Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарăвĕпе чăвашсем илемлĕ çичĕ тата документлă виçĕ фильм ÿкерме пултарнă. Шел те, вĕсенчен «Священная роща» илемлĕ картина тата «Вихрь на Волге» документлă фильмăн пĕр пайĕ çеç упранса юлнă. Çапах та çаксем те - наци культурин ахах-мерченĕ вырăнĕнче.
Архивра паян 9 пин кинолента упранать. Игорь Таланкинăн фильмĕсен каçĕ пулчĕ. Çав лентăсен пленкисене эпир патăмăр.
Темиçе çул каялла республика ертÿлĕхĕ Никита Бичурин пирки илемлĕ фильм ÿкерме пуçласси, çав ĕçе пуçăнма 1 млн тенкĕ уйăрни çинчен калаçатчĕ. Халĕ ун пирки нимĕн те илтĕнмест. 10 минутлăх кино ÿкерме 350-400 пин тенкĕ тăкакланать теççĕ.
Магафур Тимербулатов /Пушкăртстан/:
- Кино ÿкерме пире çулталăкра 3 млн тенкĕ уйăрса параççĕ. Çĕнĕ кинолентăсем чикĕ леш енчи фестивальсене те хутшăнаççĕ. Эпĕ Шупашкарти кинофорумра виççĕмĕш хут. 2010 çулта «Ловец ветра» ĕçпе килнĕччĕ, вăл актерсем вылякан илемлĕ фильмсен хушшинче куравçăсен парнине тивĕçнĕччĕ.
Сахал йышлă халăхсен кинематографĕн аталану шайĕ пĕр манерлĕ тенĕ пулăттăм.
Юрий Спиридонов, актер, каскадер, продюсер:
- Кино ÿкерес енĕпе эпĕ нимĕнле пĕлÿ те илмен, çапах та çак ĕç мана питĕ кăсăклантарать. Иртнĕ çул «Обочина» илемлĕ фильм ÿкерме пуçланăччĕ, çурла уйăхĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Çакăнпа лăпланса ларасшăн мар. Инди кино ĕçченĕсемпе пĕрле тепĕр проект палăртса хутăмăр. Раççей халăх артистне Александр Пяткова Чăваш Ен çинчен ÿкерекен кĕске метражлă фильма хутшăнтартăмăр. Унпах тепĕр проект пурнăçласшăн - «В зоне особого внимания» картинăн тăсăмне ÿкересшĕн.
Йывăрпа пулсан та кино ÿкерес ĕç çĕнĕрен чĕрĕлни сисĕнет. Çак сăмаха хăçан хамăрпа çыхăнтарма пулĕ-ши? Халăхсен хăйсен кинематографне йĕркелеме ирĕк тата кăмăл, ăнтăлу пурри паллă-ха, анчах ăна пурнăçлама темшĕн /яланах «укçа çук» тетпĕр/ тăхтаса тăратпăр. Çапах та пирĕн ку енĕпе опыт пур-çке - И.Максимов-Кошкинский хывса хăварнă çул.
Источник: "Хыпар"