Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90-ра та ватă мар

19 декабря 2012 г.

90-ра та ватă мар

Çак кунсенче çеç мар - эрнипех, уйăхĕпех хатĕрленчĕç пысăк уява Патшалăх вырăс драма театрĕнче ĕçлекенсем. Раштавăн 8-14-мĕшĕсенче вара спектакльсен фестивалĕ иртрĕ. Ун программинче А.Чеховăн «Чайка», У.Шекспирăн «Сон в летнюю ночь» камичĕсем, Ф.Достоевскин «Преступление и наказание» драми, çавăн пекех А.Островскин «Бешеные деньги» премьери пулчĕç.

Коллектив 1922 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче чăмăртаннă. Çав кун А.Островскин «Василиса Мелентьева» спектакль премьери иртнĕ. Театрăн 1922-1923 çулсенчи репертуарĕпе «Чувашский край» хаçатра паллаштарнă.

Санкт-Петербургри Александринка театрĕн актерĕ Иван Слободский вырăс театрĕн пĕрремĕш режиссерĕ пулнă. 1937 çулта пултарулăх ертÿçинче Евгений Токмаков ĕçлеме пуçланă тапхăрта коллектив сулмаклă утăмсем тунă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хаяр çулĕсенче актерсем Çĕнтерÿшĕн вирлĕ сăмахпа кĕрешнĕ - çар чаçĕсемпе госпитальсенче 300 ытла спектакль, концерт кăтартнă.

Театр искусствине аталантарассипе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 1982 çулта Вырăс драма театрне «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.

Иртнĕ эрне кун кунта юбилей каçĕ иртрĕ. Театр ĕçченĕсене, вĕсен çывăх тусĕсене-куравçăсене пысăк уявпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Иван Моторин çавăн пекех патшалăх наградисене те пачĕ. Юбилее пушă алăпа çÿремеççĕ тени тĕрĕсех çав. Театр çутă тата сасă хатĕрĕсем туянма 5 млн тенкĕ укçа уйăрнине ĕнентерекен сертификата тивĕçрĕ. ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, Йошкар-Олари Вырăс драма театрĕн директорĕ Сергей Московцев, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи Юрий Васильев, ыттисем те саламларĕç. Пултарулăх коллективĕсем юрă-кĕвĕпе, ташă-çемĕпе савăнтарчĕç.

Вырăс театрĕн труппи тĕрлĕ спектакльти сыпăксене кăтартрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика