27 сентября 2013 г.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ 81-мĕш сезона У. Шекспирăн «Лир патша» («Король Лир») премьерăпа уçрĕ. Театрăн илемлĕх ертÿçи Станислав Васильев асăннă трагедие сцена çине кăларасси пирки темиçе çул каяллах ĕмĕтленнĕ. Кăçал вара Раççей Культура министерствин гранчĕпе ăна пурнăçа кĕртме май килнĕ. Тата мĕнле çĕнĕлĕхсем хатĕрленĕ-ха куракансем валли театр? Пире кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма тата С. Васильевăн пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма унпа тĕл пултăмăр. Шăпах паян вăл ШупашкART хăни.
– Станислав, пурнăçна мĕншĕн театрпа, режиссер профессийĕпе çыхăнтарнă-ха? Мĕнрен пуçланнă çав туртăм?
– Пурнăçра пĕтĕмпех ăнсăртран пулса иртнĕ пек туйăнать пулин те шăпа вăл хăех ертсе пырать. Ача чухне тухтăр е выльăх тухтăрĕ пулас ĕмĕтлĕччĕ, анчах мана çак профессисенчен пĕрне те алла илме пÿрмен, апла режиссер пулмах килнĕ эпĕ çут тĕнчене. Паллах, шкулта вĕреннĕ чухнех туртăм пулнă, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ уроксенче спектакльсем ларттаратчĕ, вĕсене хутшăннă эпĕ. Ялти халăх театрне çÿренĕ, 8-мĕш класра «Ялта» драмăри Муççа рольне вылянине ас тăватăп... Хусана вĕренме каясшăнччĕ, çав çулах ЧПУра чăваш филологийĕпе культура факультетне театр артисчĕ пулма ушкăн пуçтарчĕç, унта ăс пухма шухăш тытрăм.
– Шупашкарта илнĕ пĕлÿ çителĕксĕр пулнипе Мускава çул тытнă-и?
– Этем ĕмĕр тăршшĕпех вĕренет-çке вăл. Кунта та нумай пĕлÿ илнĕ эпир. Мускав пур пĕрех çÿллĕрех шайра тăрать.
– Тĕп хуламăр мĕнпе асра юлчĕ?
– Чи малтанах – вĕренÿпе. Мускавра професси çине урăхларах куçпа пăхма пуçларăм, тавра курăм, шухăшлав анлăланчĕ. Чăнах та нумай вĕреннĕ, театрта, институтра çĕр каçни пĕрре мар пулнă. Тĕрĕссипе, çавна пула питех хула курса çÿреймен. Хăйĕн «бешенный» ритмĕпе, шавĕпе паян та вăл ман асра. Паллах, вĕренсе ларнă чухне питех туйăнман, урама тухсан çеç яр уççăн палăрнă, çав шав мана пуçа йăтса çăлтăрсем çине пăхма «кансĕрлетчĕ». Мускавăн энергетики те урăхла, вăл хăй пĕр тĕнче.
Консерваторисене, музейсене çÿрени те асра. Çакă маншăн хăйне евĕрлĕ паха урок пулнă.
– Апла çăлтăрсене пăхма «кансĕрлекен» хулара юлас шухăш пулман?
– Мускавра вĕренме пуçласан тăван чăваш халăхĕшĕн тата та çирĕпрех яваплăх туйма пуçларăм. Унтах юлма май пурри те тытса тăмарĕ, чăваш çĕрнех таврăнтăм.
– Режиссерта тăрăшма пуçлани 10 çул ытла. Танлаштарар-ха: ĕнер куракан мĕнле пулнă, паян мĕнле?
– Маларах кунта аншлагсем пулнине каласа параççĕ. Залра вырăн çуккипе çынсем проходсенче, пукансен хушшинче тăнă тет. Паян куракан йышĕ чылай сайралнă. Цивилизаци çакăн çине палăрмаллах витĕм кÿчĕ: кашни килте тенĕ пекех компьютер, Интернет пурри çынсене театра васкама хистемест.
– Интернета чарса лартаймăпăр ĕнтĕ эпир. Куракана театра тавăрас тесен мĕн тумалла-ха?
– Туртăм çуралтăр тесен чи малтанах килтен, шкултан пуçламалла, енчен те ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем театра çÿреме хăнăхтарсан, çамрăк ăрăвăн интерес çуралать, çакă вара хăйне евĕрлĕ ырă йăла пулса тăрать.
Кирлĕ чухлĕ реклама çукки тепĕр сăлтав тесе шухăшлатăп эпĕ. Мĕншĕн çук, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ çителĕксĕр.
Паллах, лайăх спектакльсем лартмалла: пахалăхлă, куракан чунне хускатаканнине, шухăша яраканнине. Акă нумаях пулмасть сезона уçрăмăр, залра ăшах марччĕ, çакăншăн та пăшăрхантăм вĕт, 2-3 сехет лармалла-çке çынсен. Çакă та театртан сивĕтекен сăлтав пулма пултарать.
– Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха кăçал театра килекенсене?
– Сезона «Лир патша» премьерăпа уçни паллă ĕнтĕ. «Кураж инке тата унăн ачисем» спектакле сцена çине кăларма хатĕрленетпĕр. Питĕ интереслĕ пьеса, унта кулмалли те, макăрмалли те пур. Декабрĕн 10-мĕшĕнче чăваш поэзине уçса паракан сăвăллă спектакль лартăпăр. Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Геннадий Айхи сăввисенчен йĕркеленнĕ вăл. Ачасем валли Çĕнĕ çул уявĕ те пуян пулмалла.
– Лартнă спектакльсенчен хăшне хатĕрлеме йывăртарах пулнă?
– Пĕри кăткăс та тепри çăмăл теме çук. Кашниех хăйне евĕр йывăр. Артистăн автор шухăшĕ патне çитмелле, унăн сăмахĕсене чуна вырнаçтармалла. Вăл икĕ тĕнчере пурăнакан çын: хăй пурнăçĕпе тата искусство тĕнчипе. Вăл ăрăмçă пек. Ахальтен мар ĕнтĕ артист ĕçне шахтер профессийĕпе те танлаштараççĕ. Режиссерăн артист чĕлхине пĕлмелле, унпа пĕр сăмах тупмалла.
– Апла тăк хăш спектакльсене выляма кăткăсрах: чăвашлисене е вырăслисене?
– Ман шухăшпа, кăткăслăх чĕлхере мар, чи кирли – тĕп шухăша илемлĕ майпа уçса парасси.
– Çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем пулччăр тесен пьесăсем кирлĕ. Çыракан авторсем пур-и?
– Çыракан автор сахал паянхи кун. Хальхи вăхăтра хастар ĕçлекенсенчен çаксене асăннă пулăттăм: А. Хмыт, М. Карягина, А. Пăртта, В. Николаев.
– Мĕншĕн çырмаççĕ-ши?
– Вăтанни, шикленни витĕм кÿрет пулĕ. Кунсăр пуçне тата гонорар шайĕ те чылайăшне хавхалантармасть.
– Укçа-тенкĕ тенĕрен, спектакль лартма мĕн чухлĕ нухрат тăкакланать?
– Пĕр спектакле «кун çути кăтартма» сахалтан та 500-600 пин тенкĕ кирлĕ. Пирĕн театр çулталăкне 5 спектакль лартма 300 пин тенке тивĕçет. Май килнĕ таран ал-ура çавăркалатпăр çапла. Кăçал 300 пин тенкĕ грант çĕнсе илни пулăшрĕ.
– Халь ÿкĕнместĕн-и çак профессие суйласа илнĕшĕн? Тен, тухтăрах пулмаллаччĕ...
– Çук. Хăш-пĕр çитменлĕхе эпĕ режиссер ĕçĕнчен, репетици саманчĕсенчен киленĕç илнипе саплаштаратăп.
– Мăшăр ăнланать-и ĕçе?
– Ăнланма тăрăшать. 15 çул пĕрле пурăнатпăр эпир. Икĕ хĕр ÿсет пирĕн. Пĕри – ташăпа, тепри музыкăпа кăсăкланать.
– Çемье телейĕ мĕнре-ши?
– Ачасенче.
– Мăшăр вара?
– Пĕр-пĕрне ăнланнинчен те нумай килет-ха. Ачасем упăшкапа арăма çыхăнтарса тăракансем, вĕсемсĕр арçынпа хĕрарăм çăмăллăнах пĕр-пĕринчен уйрăлса кайнă пулĕччĕç-тĕр.
– Мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн?
– Ялта пурăнас килет...
– Станислав, сăнатăп та, шарф çыхма юрататăн ахăр?.. Акă паян та унпа.
– Çапла пуль, шарфпа хама хÿтĕрех туятăп, художник пек те туйăнать (кулать).
Источник: "Тăван ен"