Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăлана тăсса

01 октября 2013 г.

Ырă йăлана тăсса

Пĕлтерĕшлĕ çак пулăм иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулесен варринче вăй илме пуçланă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пуçласа çĕр-шыв тĕп хулинче 1974 çулта гастрольте пулнă. Ун хыççăн тата темеçе те çитсе килнĕ СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе пыракан коллектив Мускава.

Юлашки вунă çул ку енпе уйрăмах тарăн йĕр хăварнă темелле. Раççей халăх артисчĕ Николай Губенко тата пирĕн Валерий Яковлев пăр чĕлхе тупса ĕçлесе пыраççĕ.. 2003 çултанпа "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ." театрта чăваш артисчĕсем виççĕмĕш хут гастрольте пулчĕç. Кăçалхи авăн уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕ.

«Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ»

Театр çак ятпа 1993 çулхи ака уйăхĕнчен çÿреме пуçланă. Унччен, 1964-1983 çулсенче ăна Юрий Любимов тата 1983-1987 çулсенче Анатолий Эфрос ертсе пынă тапхăрта, вăл Таганкăри театр пек паллă пулнă.

Любимов хăй вăхăтĕнче лартнă спектакльсене - «Владимир Высоцкий», «Борис Годунов», ыттине те - Николай Губенко сцена çине çĕнĕрен кăларнă. Вăхăт иртнĕ, ют çĕр-шывран яланлăхах таврăнма шантарнă Любимов Мускава вăхăтлăха çеç килсе кайнă-мĕн. 1992 çулхи раштав уйăхĕнче театра приватизацилес хăрушлăх сиксе тухнă. Шăпах çавăн чухне çуралнă та çĕнĕ театр йĕркелес ыйту. Труппа тытăмĕнче - Таганкăри театрăн 36 актерĕ. Коллектива ертсе пыма Раççей халăх артистне Николай Губенкăна шаннă.

Раççей халăх артистки З.Славина, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Н.Сайко, М.Лебедев, Л.Савченко, Е.Устюжанина, А.Баринов тата ыттисем те тĕлĕнмелле спектакльсем - «ВВС /Высоцкий Владимир Семенович/», «Мой Марат», «Миллионерша», «Исповедь хулигана», «Бешеные деньги», «Арена жизни», «Женитьба Бальзаминова» тата ыттисене те - лартаççĕ. Çак ĕçсенчен хăшĕ-пĕринпе Шупашкарсем те паллашма пултарĕç. Çакăн пирки пире Чăваш театрĕн гастролĕ уçăлнă ятпа саламлама пынă Наталья Альшевская /театр директорĕ/ пĕлтерчĕ. Искусствăри туссем Чăваш Ене çитес çулхи кăрлач е нарăс уйăхĕсенче килме палăртаççĕ.

Мускав сцени çинче - чăваш сасси

Çакă хăех - пысăк çитĕнÿ. Паянхи театр хăйĕн тăван халăхĕн хуйхи-суйхипе пурăнать. Несĕлĕмĕрсемпе çыхăнтаракан вăчăрана, тымара татмасть. Хальхи вăхăтри пурнăçа чăваш мĕнлерех ăнланать, йышăнать. Çак ыйтусене хускатаççĕ чăваш драматургĕсен пьесисем тăрăх лартнă спектакльсем.

Чăваш академи драма театрĕн Мускаври гастрольне Алексадр Пăртта пьеси тăрăх СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă «Укçа чул кастарать» çемье мелодрами уçрĕ. Ун умĕн сцена çине «Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ» театр директорĕ Наталья Альшевская, Чăваш драма театрĕн директорĕ Юрий Владимиров, Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хăпарчĕç.

Наталья Николаевна икĕ театр хушшинчи хутшăну, туслăх çирĕп пулнине, вăл малашне те аталанса пырасса шаннине палăртрĕ. Мускав артичĕсем хăйсене Шупашкарта хăтлă туйнине, çитес гастрольте Чăваш Ен куравçисене лайăх спектакльсемпе савăнтарма шантарчĕ.

Леонид Валерьевич гастролĕн, Чăваш Ен тата Мускав театрĕсен хутшăнăвĕсен пĕлтерĕшне çапла хакларĕ:

- Раççей вăйĕ унăн пĕрлĕхĕнче çеç мар, унăн нумай енлĕхĕнче те. Çĕр-шывра пурăнакан кашни халăхăн тĕленмелле пуян еткер пур, ăна пирĕн çухатмалла мар, упрамалла, пĕр-пĕрин патне çитермелле. Иккĕленместĕп: Чăваш академи драма театрĕн спектаклĕсемпе Мускавра пурăнакан ентешсем çеç мар, тĕп хулари ытти халăх çыннисем те паллашĕç. Паянхи уяв пурне те кирлĕ. Ача чухнехи асрах. Çулла чăваш артисчĕсем ялсене килетчĕç. Ун чухнех Вера Кузьминана, Нина Яковлевăна, Нина Григорьевăна, Виктор Родионова, Иван Иванова, ыттисене питĕ юратса пăхаттăм.

Юрий Владимиров сцена хуçисене тав турĕ, театр 2003, 2008 çулсенче кунта гастрольте пулнă. Кăçалхине йĕркелеме вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнă. Халăх юратакан театрăн 95 çулхи юбилейĕнче вăл гастроль ĕçĕ-хĕлĕ валли 500 пин тенкĕлĕх сертификат панăччĕ.

«Укçа чул кастарать» спектакль содержанийĕ пирки чарăнса тăмăпăр. Вăл пĕр çемье кун-çулĕ çеç мар, паянхи пурнăç инкекĕ. Чылайăшĕн пурнăç тĕллевĕ улшăннă, тĕп вырăна укçа «вырнаçса» ларнă. Альтук кинемин ачисем те çав серепене çакланнă. Унашкал лару-тăрури хутшăнусенчен çынлăха çухатмасăр тухма пулать-ши. Спектакльти сăнарсен вырăнĕнче эпир хамăра мĕнле тытаттăмăрччĕ-ши. Чăннипех шухăша яраççĕ пире мелодрамăра хускатнă ыйтусем.

Спектакль хыççăн куравçăсен, искусствăна çывăх çынсен шухăш-кăмăлне пĕлес терĕм.

Вячеслав Ильин, Мускав чăвашĕсен наци культура автономийĕн президиумĕн членĕ:

- Вăхăт иртет, республикăран тухса кайни те чылай пулать. Çамрăк чухне Шупашкара театра кайсах тăнă. Раççей тĕп хулинче те çак çыхăну татăлмасть. Курав залĕ тулли пулчĕ. Кунта килнĕшĕн тав вĕсене. Чăваш чунĕ пур-ха ентешсен.

«Укçа чул кастарать» спектакль питĕ кăсăклă. Актерсен пултарулăхĕ тĕлĕнтерет. Вера Кузьмина, Нина Яковлева хăйсен сăнарĕсенче калама çук пултаруллă. Вĕсем, театрăн ахах-мерченĕ, куравçа алă тупанĕ çинчи пек тытса тăраççĕ. Сăмахĕсемпе çеç мар, куçпа пăхнипе те, хусканăвĕсемпе те залра ларакансемпе çыхăну йĕркеленĕн туйăнать, çавăнпа куравçă вĕсене сывламасăр тенĕ пек сăнаса, сцена çинчен куç илмесĕр ларать. Çамрăк артистсенчен Надежда Зубкова, Александр Демидов выляни килĕшрĕ.

Надежда Суворова:

- Театр Мускава килесси пирки ывăл пĕлтерчĕ. Вăл Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Пĕрремĕш класранах чăвашла вĕреннĕ, халĕ те яка калаçать. Театра та пĕрле килчĕ. Тавтапуç артистсене Мускава çакăн пек спектакль килсе кăтартнăшăн.

Ольга Горлова, Мускав Пĕчĕк драма труппин режиссер-постановщикĕ:

- Чăваш театрĕн пĕр спектакльне çеç пăхма тÿр килчĕ пулсан та хăюллăнах çапла калатăп: труппа питĕ пултаруллă, шайĕ çÿллĕ. Тĕп геройсене вылякан Нина Яковлева, Вера Кузьмина, ытти сăнара калăплакансем чăн пурнăçран «касса» илнĕ чĕрĕ çынсем тейĕн. Çавна май спектакль питĕ чĕрĕ, çаврăнăçуллă пулса тухнă.

Мария Киселева, Раççей Театр деятелĕсен союзĕн наци театрĕсен кабинечĕн тĕп специалисчĕ, критик:

- Юлашки вăхăтра наци театрĕсем тĕп хулана гастроле килесси йывăрланчĕ, çавăнпа та çакăн пек самантпа туллин усă курма тăрăшатпăр. Паян та, ыран та чăваш артисчĕсен пултарулăхĕпе киленĕпĕр. Театрта чаплă артист пайтах. Аслă ăрурисене тав сăмахĕ уйрăм калас тетĕп. Вĕсен никĕсĕ çирĕп, çавна пула театр та вăйлă,традицисем упранаççĕ.

«Хурлăхлă хурама...» хурлантарчĕ  те: хавхалантарчĕ  те

Иккĕмĕш каç Мускав сцени çине Денис Гордеевпа Геннадий Кириллов драми тăрăх лартнă «Хурлăхлă хурама сасси» спектакль тухрĕ. Унти ĕç-пуç 1953 çулта пулса иртет. Авторсем пĕр ял тĕслĕхĕпе çав тапхăрти йывăр та хăрушă саманана çутатса параççĕ. Драмăри тĕп сăнар - Анукка /Нина Яковлева/. Мĕн кăна чăтса ирттермен вăл: мăшăрне, аслă ывăлне, кинне репрессие пула яланлăхах çухатнă. Кĕçĕн ывăлне Çимуна та çак шăпах пÿрнĕ, анчах вăл тăван килне каялла таврăннă. Сталин вилнĕ ĕнтĕ, Берие тăрă шыв çине кăларнă, анчах чăваш ялĕнче пурнăç йĕркеленсе каяйман-ха, тĕрĕслĕх çиеле тухайман. Çавна пулах Çимун пурнăçĕ татăлать.

Раççей халăх артистки Нина Яковлева, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Сергей Иванов, Елизавета Хрисанфова çак спектакльте хăйсен ăсталăх шкулне кăтартрĕç теме пулать. Вĕсен сăнарĕсенче пурте пур: ырату та, тарăху та, юрату та, вăй та, çепĕçлĕх те... Çак майсене пурте алла илеймеççĕ, вĕсем чăн-чăн ăстасене çеç пăхăнаççĕ.

Мускаври йăхташăмăрсем çакна лайăх туйса илчĕç, çавăнпа ăна сумлăрах, хăватлăрах йышăнчĕç.

Асăннă спектакле пăхма паллă, мухтавлă ентешсем те пынăччĕ: Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, кĕрешÿ енĕпе тĕнче, Еврази, Европа, Раççей чемпионĕ Олег Захаров, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Раççей чăвашĕсен наци культура автономийĕн тата Мускаври чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Анатолий Григорьев, ыттисем.

Хальхинче те куравçăсен, критиксен шухăшне пĕлес терĕм.

Наталья Старосельская, писательница, театр критикĕ, «Страстной бульвар»,»Иные берега» кăларăмсен тĕп редакторĕ:

- Чăваш театрĕн икĕ спектакльне пăхма май килчĕ. Хамăн шухăшăма пĕр-пĕр ĕçре палăртăп-ха. Кĕскен: Валерий Яковлевăн спектаклĕсене никамăннипе те пăтраштараймăн. Вĕсенче - пĕр унăн çеç пур «почерк». Çак паллăсемпе çыннăн тарăн психологине уçса парас тĕлĕшпе усă курнă. Эпĕ камит пăхма килĕштерместĕп, анчах та «Укçа чул кастарать» ĕçпе киленсе лартăм.

Татьяна Аносова, Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищин профессорĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Училищĕпе Чăваш драма театрĕ çирĕп çыхăнура. Шупашкар сцени çинче пирĕн виçĕ ăру ĕçлет. Пĕрремĕшĕсене хатĕрлесе кăларнăранпа кăçал шăпах вăтăр çул çитрĕ, иккĕмĕшĕ тухнăранпа - çирĕм çул. Кĕçĕн ăру ĕçе пуçăннăранпа та вун пĕр çул иртрĕ. Хамăрăн вĕренекенсемшĕн намăс мар мана, çакна паян тепĕр хут курса ĕнентĕм. Сергей Ивановах илем. Училищĕре вăл чи пĕчĕккиччĕ. Эпир ăна Çамрăксен театрĕ валли хатĕрлесшĕнччĕ. Тăватă çулта вăл икĕ пуç чухлĕ ÿсрĕ. Халĕ авă ватă çынсен ролĕсене калăплать. Тавах театра, Яковлев режиссера пирĕн вĕренекенсемпе тимлĕ пулнăшăн.

Театр хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать, наци сĕмĕсене упрать, реализм меслетне малалла аталантарать. Пирĕн театрсене çакăншăн хисеплеççĕ те. Наци театрĕсем тĕп хулана килсе çÿрени пирĕншĕн питĕ меллĕ: вĕренекенĕмĕрсен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пама пулăшать. Актерсенчен хăшĕ-пĕри режиссура енĕпе те кайнă. Сăмахăм Иван Ивановпа Наталья Сергеева пирки. Савăнатпăр вĕсемшĕн, ăнăçу сунатпăр.

Спектакль вĕçленнĕ хыççăн курав залĕ кĕрлесе тăчĕ. Куравçăсен артистсенчен уйрăлас килмест. Чылайăшĕ сцена патне чечек çыххипе утрĕ, теприсем алă çупрĕç. Артистсем патне Леонид Волков, Анатолий Григорьев хăпарчĕç. Вĕсем те кăмăллă. Леонид Валерьевич чăтса тăраймарĕ, çапла хушса хучĕ:

- Çакăн пек спектакль хыççăн чăвашла çăвар тулли калаçас килет. Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене, культурăна манмасан, аталантарсан халăх пĕтмест.

Тĕп хулара çуралнă кăмăл-шухăш

Артистсем хăйсем мĕнле кăмăлпа таврăнчĕç-ха Шупашкара.

Вера Кузьмина, СССР халăх артистки:

- 1974 çулта пуçласа кайнă Чăваш театрĕ Мускава гастроле. Çавăнтанпа хăш сцена çине кăна тухман-ши. Кашнинчех куравçăсен юратăвне туйса тăнă. Служба алăкĕ умĕнче кĕтсе илетчĕç те хăна çуртне çити ăсатса яратчĕç.

Хальхинче те чăвашсем нумай пуçтарăннă. Юбилей ирттерме татах чĕнеççĕ-ха Мускава. Каймалла пултăрччех.

Пĕр каç пушă пулчĕ. Пĕлĕш хăнана Одинцово хулине илсе кайрĕ. Çамрăк чух унта мăшăрăмпа Петĕр Хусанкайпа çÿренĕ, çавна аса илме питĕ меллĕ пулчĕ. Хула улшăннă, паллама çук. Çапах та çамрăклăха таврăнма кăмăллă.

Нина Яковлева, Раççей халăх артистки:

- Куравçăсем хальхинче, иртнипе танлаштарсан, ытларах. Кашни сăмаха «çăтни», алă çупса йышăнни тĕлĕнтерчĕ. Хамăр та автор сăмахне, режиссер мĕн калас тенине çитерес тесе тăрăшрăмăр.

Манăн шухăшăмпа - кăçалхи гастроле ăнăçлă йĕркеленĕ. Çавăнпа артистсем те, куравçăсем те кăмăллă. Умра çĕнĕ ĕçсем. «Мунча умĕн» спектакльти çĕнĕ рольпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ, Çĕнĕ çулччен кăлармалла.

Нина Григорьева, Раççей халăх артистки:

- Гастролĕн малтанхи каçĕнче ирĕклĕччĕ. Александра Зайцевăпа Марк Захаровăн театрне кайрăмăр. Александр Морфов лартнă «Пролетая над гнездом кукушки» спектакле пăхрăмăр. Тĕп роле Раççей халăх артисчĕ Андрей Соколов вылярĕ. Питĕ таса спектакль. Вăхăта сая яманшăн хам та савăнтăм, ун умĕн ывăннăччĕ пулсан та. Сăлтавĕ - хăна çуртне вăхăтра вырнаçтарайманнинче. Апла пулин те вăй çитерсе кайса куртăмăр.

Геннадий Медведев, Чăваш халăх артисчĕ:

- Манăн та чылай çĕре çитсе курма тиврĕ. Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ пулнă май ку енĕпе те ĕçлеме тиврĕ. Унсăр пуçне тăван училĕщĕре пултăм, пире вокал вĕрентнĕ педагогпа Мария Петровна Никольскаяпа тĕл пултăм. Каçхине Александр Калягин театрĕнче «Драма на охоте» спектакль пăхрăм.

Александра Зайцева, ЧР тава тивĕçлĕ артистки:

- Мария Никольскаяпа эпĕ те тĕл пултăм унăн хваттерĕнче. Вăл 86 çулта, апла пулин те пирĕн пĕр спектакле пырса пăхрĕ. Килĕшрĕ терĕ. Икĕ кунра тем тума та май килчĕ. Спектакльте вылянисĕр пуçне хам та Ленкомри ĕçпе киленме пултартăм, юратнă педагогпа тĕл пултăм тата ытти те.



Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика