11 ноября 2013 г.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн юбилейлă 80-мĕш сезонĕнчи пуçарăва малалла ăнăçлă тытса пырать. Сăмахăм театр классика произведенийĕсене сцена çине малалла кăларса пыни пирки. И.Тургеневăн «Ашшĕсемпе ывăлĕсем» хыççăн Станислав Васильев ертсе пыракан коллектив тата сулмаклăрах ĕçсене пуçăнчĕ, тĕнче классикипе ĕçлет. «Раççей культури /2012-2018/» программăн «картине» лексе федераци пулăшăвне тивĕçрĕ. Çав укçа-тенкĕпе «Тĕнче классики чăваш чĕлхипе: У.Шекспирăн «Король патша» тата Б.Брехтăн «Кураж кинемипе унăн ачисем» пьесисене чăвашла куçарса сцена çине кăларас проекта пурнăçа кĕртет. «Лир патша» куравçă патне çитрĕ ĕнтĕ. Ăна ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Станислав Васильев лартрĕ. Трагеди премьери авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ. Проектăн иккĕмĕш пайĕ - «Кураж инкепе унăн ачисем».
Ку енĕпе ĕç-пуç мĕнле пыни пирки журналистсене театрта ирттернĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç. Унта театр илемлĕх ертÿçи Станислав Васильев, спектакль режиссерĕ Айрат Абушахманов, пьеса куçаруçи Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, Александра Ефимова ÿнерçĕ хутшăнчĕç.
Порфирий Афанасьев опытлă куçаруçă пулнине пĕлетпĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех Чăваш академи драма театрĕ валли «Тихий Дон», «Идиот», «Нашествие», ытти пьесăна куçарса палăрма ĕлкĕрнĕ. Çамрăксен театрĕ те маларах унăн виçĕ куçарăвĕпе усă курнă. Çакскерсенчен испан драматургĕ Федерико Гарсиа Лорка çырнă «Йерма» произведенин куçарăвне палăртса хăварни вырăнлă пулмалла. Брехт пьеси пирки мĕн шухăшлать-ха халăх поэчĕ?
- Бертольт Брехт - нимĕç драматургĕ - асăннă пьесăна 1939 çулта çырнă. Унти ĕç-пуç 1600 çулсенче пулса иртет.Сăнарсен характерĕсем çирĕп, çав «шăнăра» тытса пыма çăмăл мар. Апла пулин те ĕç кал-кал пычĕ, пьесăна икĕ эрнерех куçарса пĕтертĕм. Чăваша çывăхрах тăвас тесе ун ятне /«Мамаша Кураж и ее дети»/ «Кураж инкепе унăн ачисем» тесе куçартăм.
Айрат Абушахманов - пирĕншĕн çĕнĕ ят. М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ вăл. Хăйĕн пултарулăхне çавăнтах, 1995 çулта Ĕпхÿ патшалăх искусство институтне пĕтернĕ хыççăн, туптама пуçланă. 1998-2003 çулсенче Раççей театр искусствин академийĕнче /ГИТИС/ вĕреннĕ. Ун хыççăн ăна Мускаври Çĕнĕ драма театрне ĕçлеме чĕнсе илнĕ, 2004 çултанпа - тăван театрĕнче. 2005-2012 çулсенче - тĕп режиссер. Айрат Абушахманов лартнă ĕçсем çаксем: «Долгое-долгое детство» /М.Карим/, «Красная звезда» /М.Гафури/, «В песнях молодость наша», «Ахметзаки Валиди Тоган» /Н.Асанбаев, А.Абушахманов/, «Эх, люди, милые люди» /В.Шукшин/, «Затмение» /М.Карим/ тата ыттисем те. 2008 çулта Абушахмановăн «Пролетая над гнездом кукушки» спектакльне çĕр-шыври театрсен тĕп премине - «Ылтăн маска» - илме тăратнă. Пушкăрт режиссерĕ мĕнле майпа лекнĕ-ха Çамрăксен театрне? Вăрттăнлăх акă мĕнре иккен. Васильев тата Абушахманов пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Мускавра çамрăк режиссерсем валли ирттерекен мероприятисенче паллашнă, тĕрлĕ фестивальте пĕр-пĕрин спектаклĕсене пахаланă, меллĕ самантпа усă курса /асăннă проект режиссерсене ютран чĕнсе илме ирĕк парать/ Ĕпхĕве йыхрав янă.
- Эпĕ чăвашла пĕлместĕп пулсан та артистсене аван ăнланатăп. Тĕрĕссипе, мана вăл е ку сăмахсене вĕрентрĕç те ĕнтĕ. Усă куркалатăп, анчах пĕлместĕп: пĕлтерĕшĕпе тĕрĕсех-ши е манран йĕкĕлтес тесе вĕрентрĕç-ши вĕсене? Юрĕ, ку сăмах май çеç тейĕпĕр. Чи пĕлтерĕшли - артистсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени. Чăваш чĕлхи питĕ çепĕç, пьесăна ют чĕлхерен куçарман та тейĕн. Артистсен калаçăвĕ çатма çинчи çу пек юхса пырать.
Александра Ефимова ÿнерçĕ те сăмах илчĕ. Вăл та кунтисем мар, Чул хуларан. Унти театр училищинче «ÿнерçĕ-декоратор» специальноçпа пĕлÿ илнĕ, каярах А.П.Чехов ячĕллĕ МХАТ студи-шкулĕнче «Сценографи тата театр технологийĕ» факультетра вĕреннĕ. Брехт пултарулăхĕ çамрăк ÿнерçĕшĕн ют мар. М.С.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинчи диплом спектакльне унăн «Страх и отчаяние в третьей империи» ĕçĕ тăрăх хатĕрленĕ, Александра - унти сценографипе костюм авторĕ.
Надежда СМИРНОВА.
Надежда АНДРЕЕВА
сăн ÿкерчĕкĕ
Источник: "Хыпар"