Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ытарайми Нарспи

10 декабря 2013 г.

Пирĕн ытарайми Нарспи

Паян Раççей халăх артисткин, Чăваш Республикин Патшалăх, комсомол премийĕсен лауреачĕн Нина Григорьевнăн - юбилей.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине 52-мĕш сезон тухать вăл. Çак тапхăрта вун-вун, çĕр-çĕр сăнар калăпланă. Куравçăсен умĕнче вăл П.Осиповăн «Кушарĕнчи» Лисук та, «Айтарĕнчи» Пинерпи те, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕнчи» Селиме те, К.Ивановăн «Нарспийĕнчи» Нарспи те, Н.Терентьевăн «Çĕрпе хĕрĕнчи» Ахмур та, У.Шекспирăн «Ромеопа Джульеттинче» Джульетта та, «Ашкăнчăк инкĕшĕсенчи» Форд миссис та, Ф.Гарсиа Лоркăн «Юнлă туйĕнчи» Хĕр те, М.Шолоховăн «Уçнă çеремĕнчи» Варька та, «Лăпкă Донĕнчи» Аксинья та, А.Островскин «Парнесĕр хĕрĕнчи» Лариса та тата ытти те пулнă. Кунашкал рольсем пирки чылайăшĕ ĕмĕтленнĕ çеç пулĕ.

Пурнăçра мĕнлерех вăл? Илемлĕх, пултарулăх çулĕ çине тăма кам, мĕн пулăшнă ăна? Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси пики Нина Сорокина /хĕр чухнехи хушамачĕ/ кун-çулĕпе, суйласа илнĕ профессийĕпе кăмăллă-и? Çак тата ытти ыйту хуравне юбилей умĕн тĕл пулса калаçнă май уçăмлатрăмăр.

- Нина Ильинична, хăвăрăн ачалăхăр, ялти пурнăçăр пирки каласа кăтартсамăр.

- Пысăк çемьере ÿссе çитĕннĕ эпĕ. Аттепе аннен умлă-хыçлă тăватă хĕр çуралнă, унтан ывăл пулнă, анчах вăл çулталăкра вилнĕ. Кайран каллех хĕр - эпĕ - тĕнчене килнĕ. Асатте куляннипе: «Эх, пирĕн йăх пĕтрĕ», - тенĕ тет. Хăй те тепĕр кунран вилсе выртнă. Каярах тин тата тăватă ывăл &¸уралнă.

- Ун чухлĕ йыша тăрантарма, тăхăнтартма аçăр-аннĕре çăмăл килмен ĕнтĕ...

- Атте пур енĕпе те матур пулнă: платник ĕçĕсене пурнăçланă, кирпĕч çапнă, чÿлмек тунă, кăçатă йăваланă, пахча çимĕç, улма йывăç çитĕнтернĕ. Ачисем аслисене пур енĕпе те пулăшса пынă. Эпĕ те шкулта вĕреннĕ чухнех кирпĕч çапма пуçланă. Велосипед пирки ĕмĕтленнĕ. Ултă çул çапла аппалантăм, анчах ĕмĕтри япалана туянасси пулмарĕ. Кирпĕч сутнă укçапа анне яшка çăвĕ, çăнăх туянатчĕ. Кайран çав кирпĕчренех пÿрт лартрăмăр. Атте кирпĕчсене чÿлмек хĕртмелли кăмакара хĕртсе кăларатчĕ. Халĕ те пур-ха çав кăмака, аттене асра тытса упратпăр ăна.

- Эсир ачаллах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, юрă-ташă, кану пирки ĕмĕтленме çеç пултарнă пек туйăнать.

- Ĕçпе пиçĕхнĕ, çапах та канма та пĕлнĕ. Аслă классенче клубра лартакан спектакльсене хутшăннă, вĕсемпе таврари ялсене тухса çÿренĕ. Асаттен граммофонĕ янранă чухне юрлама юрататтăм. Аттен çакăн пек йăла пурччĕ: 7 класс пĕтерсен кашни ачине Хусана цирк курма илсе каятчĕ, хулапа паллаштаратчĕ. Унта пуйăспа çула тухаттăмăр, каялла пăрахутпа Шупашкар урлă таврăнаттăмăр.

- Артист пулас тени хăçан çуралнă?

- Ача чухнех. Пирĕн çурт клуб çывăхĕнче вырнаçнă. Артистсем гастроле пырсах тăратчĕç. Пĕррехинче театрăн тĕп режиссерĕ Леонид Родионов тата Игнатий Молодов актер пирĕн килте пулчĕç* анне артистсем валли яшка пĕçерчĕ. Леонид Никонорович мана сăвă вулаттарчĕ, этюд тутарчĕ. Шăпах çав çул ирттерекен конкурса хутшăнма сĕнчĕ, анчах атте хирĕç пулчĕ. Мана Хусан университетне метеоролога вĕренме ярас терĕ. Пĕр бал çитменрен кĕреймерĕм. Уншăн пачах пăшăрханмарăм, киле юрласа таврăнтăм. Хĕлле ГИТИС валли хушма конкурс ирттерчĕç. Унта 200 ытла çын пынăччĕ, эпĕ çĕнтертĕм. Пурнăçра сăпайлăскер сцена çинче хăюллă эпĕ. Акă конкурс вăхăтĕнче ташлама ыйтаççĕ. Кĕвĕ çук. Манăн мĕнле ташлас, хуть алă çупăр тетĕп комисси членĕсене. Çупрĕç вĕт.

- Мускав мĕнле йышăннă Нина Сорокинăна?

- Кайма тум та пулман. Çири япаласене çуса хутăмăр аннепе, ирхине тăхăнса çула тухрăм. Мускав... Метро, электричка, çÿллĕ çуртсем, институтри пианино, çыннисем тата мĕнлерех, пĕри тепринчен кăмăллăрах, илĕртÿллĕрех.

- «Ромеопа Джульетта» спектакль сыпăкне вĕреннĕ вăхăтра лартнă. Эсир - Джульетта, Николай Григорьев - Ромео. Хăш самантра сирĕн хушăрта юрату хĕлхемĕ ялкăшма пуçланă?

- Пытармастăп: эпĕ ăна килĕштернĕ. «Ромеопа Джульетта» ĕç пире пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма пулăшрĕ. Каярах юрату амаланма пуçларĕ. Çапах та вĕренсе тухса ĕçлеме пуçласан çеç çемье чăмăртарăмăр. Тепĕр виç кунран гастроле тухса кайрăмăр. Çавăнта иртнĕ пирĕн чап-чап уйăхĕ.

- Мĕнре-ши артистăн хевти, шалти хăвачĕ?

- Профессие килĕштерсех вĕренме кайнă. Халăха юратма, чĕлхене хисеплеме вĕрентнĕ унта. Пирĕн педагогсем Станиславский патĕнче пĕлÿ илнĕ. Мĕн ăшăтса тăнă пире? Çак сцена, пирĕнтен аслăрах артистсем: Борис Алексеев, Вера Кузьмина, Анфиса Долгова, Елена Шорникова, Алексей Ургалкин. Вĕсен ĕçĕпе хĕрсе, туптанса, пиçсе çитĕннĕ.

- Чăваш Ен комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине 1966 çулта туса хунă. Пĕрремĕш лауреатсен ячĕсем 1967 çулта паллă пулнă. Вĕсем - Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков, Раççей халăх артистки Нина Григорьева, Григорий Хирбю композитор, Юрий Збанацкий писатель /Украина/. Нина Ильинична, хăш ĕçсемшĕн тивĕçнĕ эсир çак чыса?

- Эпĕ иккĕмĕш лауреат. Пĕрремĕшĕ - Леонид Агаков. Чингиз Айтматовăн «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм» спектаклĕнчи Асель тата Иван Куприяновăн «Экватортан икĕ утăмра» ĕçĕнчи Хи Ен ролĕсене вылянăшăн панă. «Экватортан икĕ утăмра» спектакле вырăс драма театрĕнче лартнă. Эпĕ малтан иккĕленсе, турткаланса та тăтăм: вырăсла яка калаçаймасран шиклентĕм. «Вьетнам хĕрĕн ролĕ-çке, çапла пулмалла та» тесе ÿкĕтлерĕç. Ÿкĕтлерĕç çеç мар, ун чухнехи культура министрĕ патне те чĕнтерчĕç. Çак ĕçпе Мускава каймалла пулнă, анчах май килмен. Спектакле вара Вьетнамăн Раççейри посольствин ĕçченĕсем килсе курчĕç, «Вьетнам Республикин доброволецĕ» хисеплĕ паллăпа чысларĕç.

- Мана премин «хулăнăшĕ» те кăсăклантарать...

- Алла - 450 тенкĕ. Хунямана 150 тенкĕ патăм, вĕсем çĕнĕ хуралтă çĕклетчĕç. Мăшăрăм çав çулсенче ГИТИС çумĕнчи аслă курсра вĕренетчĕ. Эпĕ - икĕ ачапа. Асли пиллĕкре, тепри - çулталăкра. Спектакльсене вылянă чух няня тытнă. Ăна тÿлес тесе çири йĕркеллĕ çи-пуçа сутса пĕтернĕ. Преми укçи йывăр çак вăхăтра питĕ-питĕ вырăнлă пулчĕ.

- Вун-вун, çĕр-çĕр роль калăплама тивнĕ, çапах та çавсенчен Нарспи пирки уйрăммăн чарăнса тăрасшăн. Кам вăл сирĕншĕн Нарспи?

- Эпĕ театра киличчен çак роле Анфиса Долгова, Вера Кузьмина, Светлана Михайлова тата ыттисем вылянă. Анчах эпĕ вĕсене пĕрне те асăннă сăнарта курман. Эпир килсен те часах лартман ăна. Леонид Родионов çак роле панă чух кĕç-вĕç 40 тултараттăм. «Тен, эпĕ мар, ватă вĕт», - тетĕп. «Эсĕ мар тăк никам та вылямасть», - хуравларĕ вăл. Çулланнăçемĕн яваплăх ÿсет, çавăнпа Нарспи маншăн ытти сăнартан чылай уйрăларах тăрать. Ас тăватăп-ха: институтра вĕреннĕ вăхăтра Мария Орлова профессор «Нарспие» ларттармарĕ, вăл çын вĕлерекен терĕ, ун вырăнне «Ялта» драма хатĕрлерĕмĕр. Хама илес пулсан - Нарспие питех вăрçман, ятламан, кăшламан пулăттăм. Тĕрлĕ сăлтава, çав шутра ашшĕ-амăшĕн ирĕкне пула, килĕштермен çынна качча параççĕ ăна. Паян çеç мар, ыран та, тепĕр çул та, ĕмĕр тăршшĕпех пурăнмалла юратман упăшкапа. Чунĕ тăвăлать хĕрĕн, çакăн пек самантра кирек кам та хăрушă ĕç туса хума пултарать.

- Ĕмĕтрех юлнă рольсем те пур пулĕ?

- Хам ăшрах юлаççĕ вĕсем. Тĕллевсемсĕр пурнăç та кăсăклă мар. Мĕнле сăнар параççĕ - çавна вăю, пултарулăху çитнĕ таран тăватăн.

- Эсир Театр ĕçченĕсен союзне 10 çул ертсе пынă. Хушма ĕç сире киленÿ кÿнĕ-и?

- Çав тапхăрти чи пысăк çитĕнÿ - артистсене 17 хваттер пани. Çак шута татах пысăклатма пулатчĕ, анчах çĕр-шывра пăтрану пуçланчĕ. Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕ ун чухне кашни пенсионер артиста хушса тÿленĕ.

- Пурнăç йывăр пулсан та чăваш театра çÿрет...

- Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн теççĕ. Уйрăмах халĕ чун апачĕ çитмест. Театр шăпах ку енĕпе пушă «çурăксене» питĕрет. Кулленхи пурнăçра илеймен ырлăха, пурлăха куравçă искусство мелĕпе саплаштарать.

- Эсир хăвăр ытти театра çÿретĕр-и?

- Театр ĕçченĕсен союзне ертсе пынă вăхăтра тăтăшах тухса çÿренĕ. Халĕ Çамрăксен, Вырăс драма театрĕсенче пулкалатăп.

 Пысăк хуласенче семинарта /Нина Ильинична чылай вăхăт Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче студентсене вĕрентнĕ.- Авт./ е гастрольте чух академи театрĕсенче паллă режиссерсем лартнă спектакльсене пăхсан чун хавхаланать, канать. Тĕнче те урăхла пек курăнать. Çакă - хăйне евĕрлĕ уяв.

- Мĕн шухăшлаттарать, канăçсăрлантарать паянхи пурнăçра?

- Халь пурнăç урăхланчĕ. Телекуравпа та, ыттипе те шоусем, сериалсем, кирлĕ-кирлĕ мар передачăсем кĕрлеттереççĕ. Çавсем çамрăксене улăштарса пыраççĕ. Сасси пур-и, çук-и - сцена çине тухма тăрăшаççĕ. Халĕ тăван чĕлхе те инкекре. Ударенине таçта лартаççĕ, ют сăмахсемпе калаçаççĕ. Çакă пăшăрхантарать. Тин вĕренсе тухса театрта ĕçлеме пуçланисен пурнăçĕ çăмăл мар. Ĕç укçи пĕчĕк, пурăнмалли кĕтесĕ çук. Çапах та çамрăк артистсем çухалса каймаççĕ, куравçа хавхалану кÿреççĕ.

- Кам вăл сирĕншĕн - куравçă?

- Пирĕн ĕçе ырлакан та, вăрçакан та... Артистпа танах кирлĕ вăл театра. Çак йышра çамрăксене ытларах курас килет. Хальхи вăхăтра, тем тесен те, вĕсене çăмăл мар. Артист вара, выçă-и, тутă-и - куллен театра утать. Вăл хăйĕн сăмахĕпе, хусканăвĕпе, куçĕпе пăхнипе куравçăра шанăç çуратать. Шанчăксăр пурнăç çук.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428032, Чебоксары, Президентский бульвар, 9, к. 304, СТД ЧР, а/я 2 главпочтамт
Телефон: 8-8352-62-26-21
Факс: 8-8352-62-26-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика