01 апреля 2014 г.
Культура çулталăкĕнче Чăваш Енре вун-вун çĕнĕ проект пурнăçа кĕрĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ку енĕпе пуçаруллисен шутĕнче. Вулавçăсене çитес уйăх пуçламăшĕнче ирттерме палăртнă пĕр ĕç пирки каласа кăтартасшăн. Сăмахăм ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Семкин пуçарăвĕпе йĕркелекен «Упрар юрă-кĕвĕ пуянлăхне» концерт çинчен.
Мана çакă тĕлĕнтерчĕ: Шупашкарта çуралса ÿснĕ, вырăсла калаçса çитĕннĕ юрăç чăваш композиторĕсен тенор валли çырнă произведенийĕсене шăрантарать. Ыйту çуралчĕ: вырăс, тĕнче классикĕсен хайлавĕсем илĕртмеççĕ-шим? Проект авторĕпе хăйĕнпе тĕл пулнă май пĕрремĕш ыйту шăпах çакă пулчĕ те.
- Хăй вăхăтĕнче вĕсене те юрланă. Пĕрремĕш проект «Сирĕн юратнă юррăрсем» ятлăччĕ, иртнĕ çул Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Сергей Рахманиновăн неаполитан классика юррисен концерчĕ иртрĕ, - çапла пуçларĕ калаçăва Дмитрий Семкин. - Халĕ чăваш юррисене шăрантарма та мехел çитеретĕп пулĕ тетĕп. Чăвашла калаçман çыншăн çакă питĕ яваплă ĕç. Кунта вокал ăсталăхĕ кăна мар, сăмахсене тĕрĕс калани те, пусăмсене кирлĕ вырăнта палăртни те пĕлтерĕшлĕ. Маншăн вара пуринчен те ытларах юрă шухăшĕ, унти туйăм хаклă.
- Сирĕн концерт программи тĕлĕнтерет: унта тĕрлĕ автор, тĕрлĕ вăхăтра пурăннă композиторсен юррисем.
- Хамăн итлевçĕсене чăвашсен чи илемлĕ юррисемпе паллаштарас килет, ахальлисене юрлакансем мансăрах нумай. Чăваш Ен композиторĕсен мĕн чухлĕ лайăх произведени, шел, вĕсем манăçа тухса пыраççĕ. Çакна асра тытса программăна «Упрар юрă-кĕвĕ пуянлăхне» ят патăм. Геннадий Воробьевăн /сăвви Иван Ивникĕн/ «Кĕтрĕм, кĕтрĕм сана», Анатолий Тогаевăн /сăвви Ухсай Яккăвĕн/ «Юратрăм эп, хирсем, сире», Виктор Ходяшевăн /сăвви Петĕр Хусанкайăн/ «Выплыл парусом из Волги», Анисим Асламасăн /сăвви Порфирий Афанасьевăн/ «Эп пултăм сан кĕрекÿнте», Филипп Лукинăн /сăвви Аркадий Лукинăн/ «Ешерет чăваш çĕр-шывĕ» юррисемпе тата ытти произведени юлашки вăхăтра хăçан янăранă-ши? Анисим Асламас «Ядринский вальс» юррине Александр Лукашин сăмахĕпе кукаçи ячĕпе çырнă. Вăл Етĕрнере çуралса ÿснĕ. Сăмах май, унăн ашшĕ чăваш пулнă, анчах питĕ ир вилнĕ, амăшĕ - вырăс. Çавăнпа аннен ашшĕне чи çывăх çыннин тăван чĕлхипе пуплеме вĕрентеймен.
- Дмитрий Николаевич, концертра юрăсем çеç мар, оперăри партисем те пулĕç. Эсир хăвăр хăшне уйрăмах палăртасшăн?
- Маншăн вĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ. «Нарспи» оперăри Сетнер арийĕ те, Федор Васильевăн «Шыварманĕнчи» Палля юрри те, Аристарх Орлов-Шуçăмăн «Çăлтăрлă çул» оперинчи Ванюк арийĕ те чуна çывăх. Александр Васильев композитор «Иван Яковлев» оперăри Косинский партине ятарласа ман валли çырнă тенĕччĕ.
- Пархатарлă çак ĕçре сире кам пулăшать?
- Концерта Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткисем Мария Еланова, Валентина Смирнова тата ЧР тава тивĕçлĕ артисткисем Людмила Яковлевăпа Ольга Вильдяева, Пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕ Татьяна Тойбахтина хутшăнĕç. Çавăн пекех театрăн симфони оркестрĕпе хорĕ /дирижерĕ Ольга Нестерова/, Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультечĕн халăх инструменчĕсен оркестрĕ /дирижерĕ Наталия Иванова/, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Саприко /фортепиано/ концерта илем кÿрĕç.
Проектăн коммерци тĕллевĕ çук, билет хакĕ те, эстрада юрăçисеннипе танлаштарсан, питĕ йÿнĕ - 100-150 тенкĕ çеç. Тĕллевĕм - чăвашсен илемлĕ, профессионал юрăç валли çырнă произведенийĕсене çĕнĕ пурнăç парнелесси. Мĕншĕн пирĕн ютсен кĕвĕ-çеммине çеç итлемелле? Эпĕ мар тăк кам тăвĕ çакна? Манăн ку енĕпе опыт та пухăнчĕ темелле, сасă та техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерет, театрта çак вăхăтра пушă вăхăт та тупăнчĕ.
- Тата мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?
- Опереттăсенчи юрăсен «кăшăлне» те итлевçĕ патне çитересшĕн.
Надежда Смирнова калаçна
Источник: "Хыпар"