29 июля 2014 г.
К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн
лауреачĕ, РСФСР халăх артисчĕ Виктор Иосифович
Родионов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ
"Турăçăм! Акă ентĕ çу иртет, ним сисĕнмесĕр... Каякан пуйăсран пăхса пынă чух мĕлтлетсе юлакан йывăçа та, телефон юпине те асăрхама кансĕр... Çавăн пекех кашни самант чупса иртет, - тесе çырнă хăйĕн "Кун кĕнекинче" А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав Театр искусствин институтне вĕренме каякан çирĕм çулти Виктор Родионов студент. - Тин кăна-ха эпĕ çара уран чупаттăм, шывра сехетсерен шăмпăлтататтăм, пĕр ывăнми сиккелесе çÿреттĕм, выляттăм, чÿрече кантăкне çĕмĕресси те пулнă. Ку ăсталăхпа эпĕ уйрăмах уйрăлса тăраттăм... Халĕ акă..."
Вăл ÿснĕ çемьере юрă-кĕвве питĕ кăмăлланă. Пĕчĕкренех унăн чĕрине асамлă хĕлĕх ыррăн сĕртĕннĕ те ĕмĕрлĕх хуçа пулса юлнă. "Манăн ачалăхăм çăмăл пулман, - тесе аса илнĕ каярахпа Виктор Родионов. - Эпĕ хама мĕн ас тăвассах Атăл хĕрринче кун кунлаттăм, пулăçсене пулăшаттăм. Ывăнса çитсен вара кимĕ айĕнче çĕр каçни те сахал мар пулнă."
В.И.Родионов Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. Шкул çулĕ вара Шупашкар районĕнчи Шемшерте иртнĕ. Унăн ашшĕ юпа уйăхĕнчи пăлхавăрччен вĕрентекен пулнă, ун хыççăн чиркÿре ĕçленĕ, 1932 çулта, йывăр чирленĕ хыççăн, пурнăçран уйрăлнă. Кил-йыш тăлăха юлнă. Темĕнле йывăр пулсан та ачисен вĕренмеллех пулнă. Виктор, сăмахран, ялти шкула пĕтерсенех, Шупашкарти театр училищине вĕренме кĕрекенсен экзаменне лекнĕ. Кунта наци театрĕ валли актерсем хатĕрленĕ. Анчах Виктор Родионов чăвашла лайăх пĕлмен. Лев Эрнестович Остен-Сакен музыкант-преподаватель унăн пултарулăхне тĕрĕсленĕ хыççăн, "слух и ритм очень хорошие" тесе çамрăка Чăваш патшалăх музыка училищин директорĕ патне илсе кайнă. Витьăна виолончель тата композици класне экзаменсăрах йышăннă, мĕншĕн тесен вăл тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕпе - фортепианăпа, баянпа, гитарăпа - питĕ те аван каланă.
Музыка училищинче вĕреннĕ вăхăт хăвăрт иртнĕ. Çав тăватă çулта вăл пĕрре те начар паллă илсе курман, яланах лайăххисен йышне кĕнĕ. Юрă-кĕвĕ хайлас енĕпе уйрăмах палăрнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче вĕренсе тухнă çамрăк Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче /ЧПАДТ/ ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл спектакльсене виолончель каласа илемлетнĕ, театр ушкăнĕпе час-часах гастрольте пулнă. Хăш чухне унăн ушкăнлă сценăсене хутшăнма, тепрехинче чирленĕ пĕр-пĕр юлташĕн рольне вĕренме тивнĕ. Виктор ун чухне çак театрта артист пулса ĕçлесси пирки шухăшламан-ха, мĕншĕн тесен чăвашла çаплах лайăхах пĕлмен. Анчах театрти актер "карьери" тени Виктор Родионовшăн ăнсăртран тенĕ пек пуçланнă. Тинех чăваш чĕлхине вăл тăрăшса вĕренме пуçланă. Республикăри паллă артистсем Иван Мучи /И.И.Илларионов/ тата О.И.Ырзем /Шестипалова/ уйрăмах питĕ тимлĕ пулнă унпа. Шăпах вĕсем Виктор Родионовăн шалти кăмăлне - сцена ăсталăхĕн туйăмне - вăратнă. Çакăн хыççăн каччăн театра юратасси кашни спектакле хутшăннăçем вăйланнă. Çапла вăл хăйĕн шăпине сценăпа çыхăнтарма шухăшланă. 1942 çул пуçланнă тĕле пилĕк роль выляса пултарулăхне кăтартнă çамрăка театр дирекцийĕ актера хушупа çирĕплетнĕ. Çав çулсенче "Кун кĕнекине" çырăннă йĕркесем: "12.08.1942 çул. Кăнтăрла вăрçа кайма повестка илсе килчĕç - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче медицина комиссине каймалла. Шăп çав кун манăн театрпа 10 куна гастроле тухса каймаллаччĕ...
14.08.1942 çул. Хула çар комиссариатĕнче иртенпех медицина комиссийĕ иртетĕп. Çÿçе касмалла пулчĕ. Анне макăрать. Пехота училищине яма шантараççĕ, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре тухса кайма повестка пачĕç. Çар комиссариатĕнче те, килте те мĕн пур документа йĕркене кĕртрĕм. Кунĕпех Искусство енĕпе ĕçлекен управление, хула çар комиссариатне ăсран тайăлнă пек чупма тиврĕ. Аннепе Зоя макăраççĕ. Паянхи юлашки каçа çывăрмасăрах ирттерме шухăшларăмăр, пурте пĕрле пулас терĕмĕр. Мĕн кирлине - тăхăнмалли, конверт, кун кĕнеки, çăкăрпа кăштах сухари - пуçтарнă. Кăмăл сăмса юхнă чухнехи пек.
15.08.1942 çул. Ирхи 7 сехетрен ура çинче. Темиçе хутчен çар комиссариатĕнче, театрта, Искусство енĕпе ĕçлекен управленире пултăм. Управлени пуçлăхĕ А.Д.Кăлкан мана кунта хăварса Театр институтне вĕренме ярасшăн. Зойăпа нумайччен тата темĕн çинчен те калаçрăмăр. 12 сехетре А.Д.Кăлкан Чăваш АССР Халăх комиссариачĕн Канашĕн Председателĕ А.М.Матвеев патне, мана хăварччăр тесе, шăнкăравларĕ. Театр институчĕн Чăваш студийĕн директорĕ Дмитрий Данилов хăй патне кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре пыма хушрĕ. Килтисем пурте савăннă. Экзамен ăнăçлă тытрăм. Мана тÿрех А.В.Луначарский ячĕллĕ Театр институтне виççĕмĕш курса илчĕç. Вĕренме çурла уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче пуçлатпăр.
Каçхине пилĕк сехетре 10 кунлăха гастроле тухса каймалла, унтан таврăнсан институтра вĕренме тытăнмалла. Пилĕк сехетре Зоя ĕçлеме пуçлать. Япаласене пĕр пĕчĕк чăматана пухрăм та çичĕ сехетре Шупашкар районĕнчи Питтукасси ялне çуран тухса кайрăм. Тăхăр çухрăм утмалла. Саккăр çурă валли çитрĕм... Спектакль хыççăн ташă каçĕ пулчĕ.
20.08.1942 çул. Паникасси ялĕ. Каç енне Шупашкартан И.С.Максимов-Кошкинский çитрĕ. Вăл В.М.Михайлов вырăнне администратор пулать. Василий Михайловича çар комиссариатне чĕнтернĕ. Çара каять пулмалла.
21.08.1942 çул. Борис Алексеевич Алексеев мана унччен Василий Михайлов вылянă Рейнеке капитан рольне пачĕ. Кунĕпех садра çÿретĕп, сăнар хатĕрлетĕп. Спектакльте самаях пăлхантăм, анчах пурте йĕркеллĕ пулчĕ.
22.08.1942 çул. Шупашкар районĕнчи Чумкасси ялне утатпăр. Спектакле сарайĕнче вылятпăр...
23.08.1942 çул. Кăнтăрлахи апат чаплах пулмарĕ: çăкăр тата ĕнер пĕçернĕ яшка. Яшкинче вара - 2-3 çĕр улми турамĕ тата ахаль шыв. Каçхи апат лайăх пулчĕ - тăварланă хăярпа çĕр улми çирĕмĕр.
25.08.1942 çул. ... Ирхи апат тукаласан Шупашкара çуранах хускалтăмăр."
Тĕп хулана çитсен Виктор Родионов тÿрех А.В.Луначарский ячĕллĕ Театр искусствин патшалăх институчĕн /ун чухне Шупашкара эвакуаципе килнĕ/ 1-мĕш Чăваш студийĕнче вĕренме пуçланă. Малтанлăха вăл питех те хăюсăр пулнă-ха: хăнăхман ĕç-пуç, çĕнĕ çынсем, педагогсем тата ыт.те. "Калаçу техникине вĕрентекен преподаватель Ольга Владимировна Соколова-Рахманова профессор питĕ лайăх, - тесе çырнă хайĕн "Кун кĕнекинче" пулас артист. - Ку ватă кинеми, шап-шурă çÿçлĕ, унра ырăлăх тата ăшăлăх питĕ нумай, çавăн чухлех тата хытăлăх та, çирĕп ыйтма пĕлни. Ятпа-хушаматпа питĕ сахал чĕнет, ытларах чухне "ачамккă", "тусăм", "манăн хаклă çыннăм" тет. Манпа чăн-чăн çитĕнсе çитнĕ арçынпа калаçнă пек калаçать. Ритмикăпа мана училищĕре пĕлÿ панă Эмилия Григорьевна Архипова вĕрентет.
Вырăс литератури тата тăван чĕлхе урокĕсем студи директорĕн Д.Д.Даниловăн аллинче. Ун пирки культурăллă тата вĕреннĕ çын теме пулать, анчах ĕçе йĕркелес енĕпе унăн чылай çитменлĕх пур."
Чăваш студийĕ Шупашкарта чухне В.И.Родионов 1943 çулхи ака уйăхĕччен театртах ĕçленĕ. Хăйĕн "Кун кĕнекинче" вăл çапла çырса хунă: "Пĕлетĕп, çак пур йывăрлăха - хамăн шăм-шак çине мĕн тиенине чăтса ирттерсен - эпĕ артист, лайăх артист пулатăпах. Манăн кĕвĕç çынсене çеç асăрхамалла мар, вĕсемпе хутшăнса нерв /ăна уйрăмах сăнчăрта тытмалла/ пĕтермелле мар. Çавсемпе вăхăта ирттерсен - манран нимĕнле артист та пулмĕ, пулсан та - питĕ начар артист. Нумай ĕçлемелле, ăстасене итлемелле. Малашне эпĕ актер ăсталăхĕпе вунă хут ытларах тăрăшăп, ĕмĕте пур пĕрех пурнăçлăп... Эпĕ çакна çирĕп шанатăп. Хамăн ĕçĕмпе, тар тăкса çакна çирĕплететĕп... Унсăрăн эпĕ Виктор Родионов та мар."
Театр искусствин патшалăх институтĕнче /ТИПИ/ вĕсемпе паллă педагогсем ĕçленĕ: Л.Д.Ростова-Шокарева /сцена калаçăвĕ/, Ю.А.Дмитриев /театр историйĕ/, А.М.Романова-Шаломытова, Е.С.Шишмарева, Л.С.Веселого, О.С.Терехова, И.А.Нестор /актер ăсталăхĕ/, А.В.Айзенберг /режиссура/, В.Ф.Платэ /француз чĕлхи/, Р.И.Вихарева /вырăс литератури/ тата О.А.Якубовская /Чăваш студийĕн илемлĕх ертÿçи/. Шупашкартан пынă çамрăксене Театр искусствин патшалăх институчĕн илемлĕх ертÿçи Михаил Михайлович Тарханов уйрăмах килĕштернĕ, вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшнă.
Чăваш студийĕ хăйĕн ĕçне - "Ăса пула инкек" /авторĕ А.Грибоедов/ камите - 1947 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăтартнă. Унта çамрăк артист Скалозуб полковник рольне питех те ăста вылянă. Вăлах Л.Малюгин пьесипе лартнă "Ĕлĕкрен туслисем" спектакле юрă-кĕвĕпе илемлетнĕ. Çĕртме уйăхĕнче, патшалăх экзаменĕсем пынă вăхăтра, "Мосфильм" киностудин "Жизнь в цвету" /прокатра "Мичурин" ятпа та пулнă, режиссерĕ тата сценари авторĕ - А.П.Довженко/ фильмĕнче В.И.Родионов ушкăнлă сценăсенче Студент-практикант сăнарĕнче ÿкерĕннĕ. Картинăна 1948 çулта кăтартма пуçланă.
Шупашкара таврăннă 24 çамрăк Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ чăннипех халăх юратакан ăстасем пулса тăнă. Куракан килĕштернисенчен пĕри - Виктор Родионов. Виктор Иосифович Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Константин Иванович Иванов тĕп режиссерпа ĕçлеме пуçланă. Сахал мар сăнар калăплама пулăшнă вăл мал ĕмĕтлĕ артиста. Чи ăнăçлисенчен пĕри - 1959 çулта лартнă "Никита Бичурин" драмăри паллă ăсчах сăнарĕ. Виктор Родионов Бичурин ролĕнче чунĕпе питĕ пуян, мăнаçлă, хăюллă та тÿрĕ кăмăллă çын пулса куракан умне тухнă.
"Çут çанталăк Виктор Родионова питĕ сайра тĕл пулакан ăсталăх парнеленĕ, - тенĕ хăй вăхăтĕнче театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. - Драмăра тата камитре пĕр пек пысăк ăсталăхпа вылякан чăваш артисчĕсене шута илес тĕк - икĕ алăри пÿрнесем те çитĕç". Пĕрле сахал мар ĕçленĕ вĕсем.
Виктор Родионов театрти пысăк калăплă пур спектакльте те вылянă. Хăш-пĕр лартăмра икшер роль калăплани те пулнă. Чăваш, вырăс тата ют çĕр-шыв драматургĕсен хайлавĕсенче чуна витермелле, пăлхантармалла мел тупса куракан умне тухнă. Унăн сăнарĕсем: Пахомка /С.Элкер поэми тăрăх лартнă "Хĕн-хур айĕнче" драма, 1957/, Çĕр виçевçи /"Энтип", В.Ржанов, 1949 тата 1967/, Айтар /"Айтар", П.Осипов, 1966 тата 1969/, Мăн кĕслеçĕ /"Телейпе Илем", И.Петрова-Нарс, 1977/, Тăхтаман /К.Иванов поэми тăрăх кăларнă "Нарспи" драма, 1979/, Чемей /"Тутимĕр", Я.Ухсай, 1980/, Почтмейстер /"Ревизор", Н.Гоголь,1948/, Назар Стодоля /"Назар Стодоля", Т.Шевченко, 1952 тата 1964/, Нил /"Мещенсем", М.Горький, 1956/, Нагульнов /М.Шолохов романĕ тăрăх лартнă "Уçнă çерем", 1964/, Дзержинский /"Революци ячĕпе", М.Шатров, 1963/, Митрыч /"Тĕттĕмлĕх тытăмĕ", Л.Толстой, 1967/, Сэр Тоби /"Вун иккĕмĕш каç", У.Шекспир, 1970/, Хью Эван пастор /Ашкăнчăк инкесем", У.Шекспир, 1983/, Мартон /"Юратупа ултав", Э.Сиглигети, 1979/, Андро /"Кÿршĕсем", Г.Хугаев, 1977/... 1941 çулхи Каччă тата Мăн кĕрÿ /"Нарспи" драма/ ролĕсенчен пуçласа 1985 çулхи "Кирлĕ мар Иванĕ" /"Пушар лаши", Н. Терентьев/ таранах - пурте чăваш кураканĕшĕн çав тери çывăх. Çапла пултăрччĕ тесе тăрăшнă та актер. Критиксем унăн вăййинче "пурнăç тĕрĕслĕхне", "сцена тасалăхне", "сцена çинче çăмăллăхпа чунтан, ним суймасăр, пурнăçа юратса пурăннине" палăртнă.
Тăван чĕлхен пысăк ăстине хăй вăхăтĕнче "Чăваш Левитанĕ" тесе хакланă. Вун пĕр çул вăл Чăваш радиовĕпе телекуравĕнче дикторта тăрăшнă. Мĕн чухлĕ калав, повеç, сăвă, поэма, фельетон унăн сассипе янăраман пулĕ.
Виктор Иосифович общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Вăл 1954-1968 тата 1970-1986 çулсенче Раççей Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн Чăваш уйрăмне ертсе пынă.
Çамрăксемшĕн чăн-чăн наставникчĕ. Сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăвакан мĕн чухлĕ артиста пулăшман-ши?!
В.И.Родионов пурнăçĕ юрă-кĕвĕпе уйрăлми тачă çыхăннă. Чăваш сăвăçисен сахал мар хайлавне вăл юрра хывнă. 1947 çултанпа театрти 21 спектакль Виктор Иосифович кĕвĕленĕ юрă-кĕвĕпе янăранă.
Виктор Родионов 1987 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Унăн ячĕпе Шупашкарти пĕр урам хисепленет.
Геннадий КИРИЛЛОВ,
ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ
Источник: "Хыпар"