13 декабря 2014 г.
Ман пур çĕрте те тĕшши патнех çитес килет.
Борис ПАСТЕРНАК.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» комеди кăтартрĕç. Кăтартрĕç те – ăс-тăнăмра çак çĕнĕ спектакль ыйту çине ыйту çуратрĕ. Йăпатуллă каларăш, «Ан хăра, ку театр çеç» текенни, спектакль вăхăтĕнче хăйне хăех куçа курăнман хÿтлĕх хÿми пек майлашăнса ларчĕ пулин те – чун-чĕрене канăç паман шуйханчăк кăмăл ниепле те сĕвĕрĕлеймерĕ. Камитри йĕксĕк те аскăнчăк сăнар Гаврила Гаврилович Смирнов /РФ тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх артисчĕ Владимир Семенов/ пистолетне туртса кăларнă май: «Ан хăра, газовый анчах вăл», – тенине асра тытса «Ан пăшăрхан, ку театр анчах» тесе алă сулмалла та йăлтах манса кайса лăпланмаллаччĕ пек ĕнтĕ. Çук çав... Çакăнта ĕнтĕ театрăн чăн хăвачĕ – этем чунне пăлхатса ярса ăна тасарах та ырăрах пулма хистекен асамлă вăй.
Пурте пĕлетпĕр: театрта чăн-чăнни сахал – сцена çинчи çурт кÿлеписем те хытă хутран майлаштарнăскерсем çеç, арçын хĕрарăма «юрататăп» тесе парнелекен чечекĕсем те тĕрлĕ тĕслĕ вĕлтĕрккесенчен майлаштарнă¬скерсем кăна... Анчах та этем чун-чĕри, çавна май ун туйăмĕсем те, унăн куççулĕ те, ахăлтатса кулни те, вăл пăлханса сывлакан сывлăш та – чăн-чăнниех-çке!
«Театр – тĕкĕр мар, мĕн пуррине пысăклатса кăтартакан кантăк», – тенĕ Владимир Маяковский. Шăпах çак шухăша çи-рĕплетет те Наталия Сергеева режиссер Виктор Ляпинăн «Наследство дедушки из Чикаго» пьесипе лартнă икĕ пайлă камит. Те Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер текста вырăсларан çав тери ăнăçлă куçарнăран, те артисчĕсем çав тери витĕмлĕ вылянăран – унти каларăшсене сцена çинчи сăнарсем мар, хамăр хушăмăрти çынсемех янраттарнăн туйăнать: «Лаша пек ĕçлетĕн, йытă пек чупатăн – хаçат вулама та вăхăт тупаймастăн», «Ачасене ашшĕсĕр ÿстересси – пирĕн çемье традицийĕ», «Эсĕ хăçан та пулсан Канар утравĕ çинче пулнă-и?», «Пирĕн вара хамăрăн вăйă», «Кÿпсе савăнăр ĕмĕрте пĕрре»...
Сăвăлама та пĕлет иккен икĕ сехет каялла кăна ресторанта паллашнă хĕрарăмпа пĕр вырăн çине кĕрсе выртма тĕмсĕлекен арçын:
«Çÿлтен телей те, ăраскал
Пĕр харăс аннăн туйăнать»...
Шăпах çÿлтен персе анакан янтă пуянлăх çинчен /çакăнта пулас вĕсемшĕн пĕтĕм пурнăç ăраскалĕ/ ĕмĕтленет те спектакльти сăнарсенчен нумайăшĕ. Андрей Громов куштан йĕкĕт /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов/ янтă долларсемшĕн утайми пулнă ватă карчăка та качча илме хатĕр. Лешĕ вара, Надежда Константиновна Смирнова текенскер /РСФСР тата Чăваш халăх артистки Нина Яковлева/, хĕрĕпе мăнукне ăс парас вырăнне хăйне арçынсем алă çинче йăтса çÿреччĕр-ха тесе кăна пурăннă пекех курăнать...
Камит жанрне тĕпĕ-йĕрĕпе пăхăнса пырас тĕллев тытнăран-ши, спектакльти сăнарсен нихăшĕн те чаракĕ çук. Чаракĕ çукранах-тăр – ахăлтатăвĕ те зал тулли. Мана вара сцена çинчи ĕç-пуç телекураври ТНТ каналпа çавăрттаракан йăлăхтармăш та сĕмсĕр шÿтсене, «Калаçчĕрех» ток-шоура вĕçĕ-хĕррисĕр сÿтсе явакан пулăмсене аса илтерчĕ... Çавăнпах кулма та хал юлман пек... Мĕн тăвас тетĕн, паянхи театрта та – паянхи пурнăç, мĕн пуррине темиçе хут пысăклатса кăтартни...
Спектакльти тĕп сăнарпа, Тимур Смирновпа /Алексей Степанов артист/ пĕр класра вĕренекен Марина /Екатерина Спиридонова артистка/ хăй юхха пулнине тÿрре кăларас кăмăлпа: «Бордельсенче ĕçлемелли самана килнишĕн эпир айăплă-им?» – тесе шуйханать. Хамăр çылăха самана çине йăвантарни – пархатарсăр пулăм, йăнăш çулпа чуптарни. Таса та черчен чунсемшĕн самана ĕмĕр-ĕмĕрех тумхахлă /Купринăн «Яма», Толстойăн «Воскресение» хайлавĕсене аса илер/. Хăш çулпа утассине этем хăй суйлать. «Эпир, тен, çÿп-çапсен çÿп-çапĕ», – тет Вера Александровна Смирнован /Чăваш халăх артистки Валентина Иванова/ бомжа тухнă малтанхи упăшки Сергей Ильич /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев/. Анчах та вăл хăй çÿп-çап маррине, çÿп-çап хушшинче те чун хавалне упраса хăварнă çын иккенне питĕ лайăх туять, ку унăн кашни хусканăвĕнче палăрать. Çакна ăнланнăранах-тĕр Марина малашнехи пурнăçĕн тĕрĕс çулне суйласа илет.
Йăх-яхсен икĕпитлĕхне тăрă шыв çине кăларма пулăшнă ултав çиеле тухсан: «Нимĕн те пулман. Эпĕ – шÿтлерĕм», – тет Тимур Смирнов. Хам та çаплах: «Эпĕ театрта пулман, нимĕн те курман», – тейĕттĕм... Çук çав, эпĕ театрта пулнă, йăлтах курнă... Йăлтах курнă та, хам епле çÿп-çаплă пулнине ăнланса илнĕ.
Римма Прокопьева
Источник: "Хыпар"